Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭЛКЕЛ. Çуркунне ир килни те, çанталăк лайăх тăни те ку тăрăхри нумай çул ӳсекен курăксене пĕлтĕрхи шая çитереймен. Вĕсем ытти çулсенчи пекех çӳллĕ ӳсеймен-мĕн. Апла-и, капла-и – утта пуçтарса кĕртмеллех. Çак кунсенче комисси районти хуçалăхсен техникин хатĕрлĕхне тĕрĕсленĕ. Тĕпрен илсен, районти мĕнпур хуçалăх утта тухма хатĕр, çапах та «Гостехнадзор» инспекцийĕн начальникĕн А.Валиевăн хăй тĕллĕн çӳрекен косилкăсен патшалăх номерĕсем, аптечкăсем, огнетушительсем, авари паллисем, хунарсем пулмаллине, техникăсем техтĕрĕслев иртмеллине тепĕр хут асăрхаттарма тивнех.
 
АНАТ КАМĂРИ «Бехетле-Молоко» тулли мар яваплăхлă обществăн «Афанасово» сĕт-тавар комплексĕнче пĕр уйăхрах автоматизациленĕ DeIPro системăна хута янă. «Бехетле-Агро» тулли мар яваплăхлă обществăра иртнĕ халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕнче (делегатсем Швеци, Польша, Швейцарирен тата Швецири «ДеЛаваль» компанин представителĕсем килнĕ) унăн презентацийĕ те пулнă ĕнтĕ. DeIPro выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче питĕ кирлĕ-мĕн, мĕншĕн тесен вăл мĕнпур ĕçсене сăнаса, йĕркелесе тăма, кашни ĕне пирки мĕнпур сведенисене (вăл хăçан пăрулани, сăвăмĕ мĕнле пулни, мĕн çитерни таранах) пухма май парать тата сумалли аппаратăн кăтартăвĕ те кунтах палăрать иккен. «Афанасово» комплексра «ДеЛаваль» сумалли оборудование 2004 çултах лартнă. Çакăн пек çĕнĕлĕхсене пула выльăх пăхакансен ĕçĕ самай çăмăлланнă, ĕç укçи те япăх мар – уйăхне вăтамран 10 пин тенкĕ тухать.
 
ЕШĔЛВАРĂН хĕвел анăç тата çурçĕр енĕ çитес вăхăтра самай çĕнелĕ. План тăрăх, çитес вăхăтра кунта Çурçĕр поселокĕ ӳссе лармалла. Кăçал район 90 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт хута яма хатĕрленет. Вĕсенчен 375 хваттере социаллă ипотекăпа парĕç. Кунсăр пуçне Ореховка поселокĕнче 10 пин тăваткал метр, «Загородный клуб» та 10 пин тăваткал метр пурăнмалли уйрăм çурта хута ярĕç. «Майский» ТК, чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕсем валли Осиново поселокĕнче – 65 хваттерлĕ, Нурлатри АПК ĕçченĕсем валли 12 уйрăм çурт лараççĕ. Васильево поселокĕнче те 45 хваттерлĕ çурт тума тытăннă.
 
ПАВЛĂРИ 27-мĕш микрорайонти библиотека Çемье çулталăкĕнче хăйĕн статусне улăштарнă. Халĕ вăл Çемье вулавĕн библиотеки. Кун пек статус илмешкĕн сăлтавĕ те пур-мĕн. Вăл уçăлнă пĕрремĕш кунранах «Библиотека тата çемье» направленипе ĕçлет. Кунти библиотекарьсем малтанах çемье вулавĕсен йăлине çĕнĕрен чĕртме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра библиотекăра çемье формулярĕсем 100 ытла. Вĕсен хушшинче нумай ачаллă çемьесем те сахал мар.
 
: 1395, Хаçат: 23 (753), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: