Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Представителĕн çумĕ, Мускаври Чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертӳçин Анатолий Григорьевăн сăмахĕсем тăрăх, Мускавра тата Мускав облаçĕнче çĕр пин ытла чăваш пурăнать. Кăçал Мускаври чăваш ентешлĕхне кĕрекен организацисем, регионсенчи наципе культура автономийĕсем, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви хутшăннипе Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче саккăрмĕш хут чăвашсен йăлари Акатуй уявне ирттерчĕç. Вăл майăн 31-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланчĕ.
Думăри «çавра сĕтел»
Унччен пĕр кун маларах РФ Патшалăх Думинчи «Справедливая Россия» партин фракцийĕ пухăннă вырăнта Раççей Федерацийĕнчи Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн канашлăвĕ иртрĕ, «çавра сĕтеле» автономи президенчĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пычĕ.
Канашлăва Федераллă автономие кĕмен ытти регионсенчи чăваш пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем те хутшăнчĕç – Хакаси, Екатеринбург, Пермь... Çапла майпа регионсенчи чăваш автономийĕсен шучĕ паянхи кун сакăр вунă çичче çитрĕ. Тутарстанран çак пухăва ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев, «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев, Пăвари чăваш центрĕн ертӳçи Владимир Бабайкин хутшăнчĕç. Эстонири, Казахстанри, Белоруссири чăвашсен ертӳçисем те ларура пулчĕç, шел пулин те, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов ларăва хутшăнаймарĕ. Канашлу Патшалăх Думинче иртни ăна уйрăм шая çĕклерĕ. Сăмах калакансем хăйсен шухăшĕсене кĕскен, витĕмлĕн пĕлтерчĕç.
Çакнашкал канашлăва пĕрремĕш хут хутшăнакансем хăйсен регионĕнчи чăваш наци аталанăвĕнчи лару-тăрăва çутатса пачĕç. Камăн-тăр çурт çук, кама-тăр влаçрисем пулăшасшăн мар... Пермь чăвашĕсем вара ку енĕпе питĕ мала кайнă, 2007 çулта вĕсем власть органĕсем тата наци пĕрлешĕвĕсем регионри халăхсен хутшăнăвĕсене аталантарас тĕлĕшпе Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн администрацийĕпе хутшăнса ĕçлесси пирки Килĕшӳ тунă. Паллах, кун пек ĕçре патшалăх пулăшăвĕсĕр мар. Хакасири чăвашсем те пуçĕсене çĕклеççĕ, анчах хальлĕхе хăйсен вăйĕпе кăна аталанаççĕ-ха. Пензăри чăваш пĕрлешĕвĕн пухăнма çурт çук. Хăш-пĕр ыйтусене Патшалăх Думин депутачĕ çийĕнчех татса пама пулăшма хатĕр пулни, паллах, канашлăва хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ.
Телевидение чăвашлатасчĕ
Массăлла хыпар хатĕрĕсен ĕçĕ те регионсенче сӳнсе-путланса ларман, Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Ульяновск, Самар облаçĕсенче тухса тăракан хаçатсемсĕр пуçне Мускавра, Питĕрте, Тюменьре пур чăвашла изданисем. Екатеринбургри, Пензăри йăхташсем те ку енĕпе утăмсем тăваççĕ. Анчах пирĕн халĕ те Раççей чăвашĕсене валли ТНВ пек чăвашла телеканал е телепередача çук, хамăр чĕлхепе передачăсем курас текенсен Чăваш телевиденийĕн интернетри трансляцийĕсене çеç курма тивет. Ку тĕлĕшпе Саратов облаçĕнчи чăвашсен ертӳçи Василий Якушкин çивĕч ыйту çĕклерĕ. «Телевидени пулмасан, сапаланса-арканса пĕтетпĕр! – пулчĕç унăн сăмахĕсем. – Тутарсен хăйсен телевиденийĕ пур, эпир телевизор яратпăр та тӳрех ăна тăрăнатпăр. Чăвашсен вара çакнашкал телевидени çук. Хамăрăн спутник телевиденине уçсан аван пулĕччĕ».
Пăвари телевиденине никĕслесе яраканĕн, ăна нумай çул ертсе пынă çынсенчен пĕрин Владимир Бабайкинăн шучĕпе, малтанхи утăм чăвашла FМ форматлă радиоканал уçасси пулмалла. Телевидени вăл укçа-тенкĕ енчен питĕ тăкаклă, уйрăмах обществăлла организацишĕн. Тĕслĕхрен, хамăрăн спутник телевиденине уçас тесен, сахалтан та 100 миллион доллар кирлĕ, çакнашкал укçана паянхи кун чăваш бизнесĕ тупаймасть. Радио тăкакĕсем вара самай сахалтарах. Алла-аллăн тытăнсан ку проблемăна та татса пама пулатчĕ-тĕр те, анчах... Федераци шайĕнче регионри чăвашсен канашлăвне Чăваш Республикин власть органĕсенчен хутшăннă чи пысăк çын Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ пулни нумайăшне шухăшлаттарчĕ, хăшĕсене кӳрентерчĕ те пулмалла – каллех пирĕн хушăра пĕр сăмахлăх çук. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ: парти, политика тата ытти те, çапах сăмах халăх аталанăвĕ пирки пырсан, ертӳçĕсен йăхташсем енне çаврăнса кăмăлсене кăшт çемçетсен те юратчĕ пек...
Çитĕнекен ăру шăпишĕн
Юлашки çулсенче Раççейри чăваш обществисем фольклор тата юрăпа ташăсăр пуçне спорт, çамрăксен ĕçĕсемпе аппаланма тытăнни савăнтарать. Тĕслĕхрен, Ульяновскри чăвашсем кĕрешес енĕпе мала кайнă, Тутарстансем те вĕсенчен юлмаççĕ, тен, иртеççĕ те: В.Чернов ячĕллĕ каратэ турнирĕ Пăвара, В.Тарасов ячĕллĕ штанга турнирĕ Пĕкĕлмере, Н.Угаслов, С.Уганин, А.Шуркин ячĕллĕ кĕрешӳ турнирĕсем Çĕпрелĕнче тăтăшах çӳллĕ шайра иртеççĕ. Хăват пур.
Регионсенчи чăваш çамрăкĕсен организацийĕсем йăл илсен нацие упраса хăварас проблемăна çĕнĕ шайра çĕклеме май пулатчĕ. Шел, вĕрентӳ пирки ыйтăва тĕплĕн хускатакансем пулмарĕç çавра сĕтеле хутшăнакансен хушшинче.
Канашлăва хутшăннă çыравçă Юхма Мишши чăвашсен историне тĕплĕн вĕрентесси çине пусăм тумаллине асăнчĕ. Халăх аваллăхне халалланă 200 кĕнеке çырнă Шупашкарта чăваш обществăпа культура центрне ертсе пыракан хисеплĕ çыннăмăр. Пирĕн историе тĕпченĕ Василий Николаев ученăя (йывăр тăпри çăмăл пултăр) чăвашсем умĕнче сулăмлă ĕçсем тунăшăн палăк лартас шухăш та вĕçрĕ сывлăшра.
Суха уявĕнче
2008 çулхи Акатуя мускавсем Иван Яковлева халаллани тӳрех курăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн тӳремне вĕрентекене халалласа стендсем лартса тухнă. Кăçалхи Акатуя патриархăн тăванĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсемсĕр пуçне хаклă хăнасен хушшинче Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн çумĕ Владимир Зорин пурччĕ.
Акатуй хапхи уçăлсан, Шупашкартан килнĕ чăваш мăчаварĕ Микихвер пичче Наумов шурсухалсен пил сăмахне пуçларĕ... Регионсенчен килнĕ юрăпа ташă ансамблĕсем ретĕн-ретĕн тăрса тухнă, кашнийĕ хăнасене хаваслă юрăпа кĕтсе илет. Ансамбльсен хушшинче Çырчаллинчи «Чĕкеç» уйрăлса тăчĕ. Хăйсен янравлă юррисемпе сцена çинчен Акатуй курма килнĕ халăха пĕрре мар савăнтарчĕç ывăна пĕлмен чаллăсем. Тӳремре те вĕсем ялан хаваслă кулă-ташăпа палăрчĕç, калăн, автобуспа тăнкăртатса çур талăк килмен те. Пирĕн ентешсен юрри-ташшисене Китай, Эфиопи çыннисем те тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
Акатуйри чи кăсăк самант – кĕрешӳ вăхăчĕ: кăçал чăваш кĕрешĕвне чăвашсен кăна мар, ытти халăх çыннисен те хутшăнма май пулчĕ. Мала чăваш ачи тухмасса пултарнинчен ăмăртăва йĕркелекенсем хăраман, спортра вăйли çĕнтерни паллă-çке. Çапла, такана Карачаево-Черкесси представителĕ çĕнсе илчĕ.
Кăçалхи Акатуйра халăх иртнĕ çулхинчен те нумайччĕ, 20 пин çынна та çитнĕ теççĕ. Мероприятие лайăх йĕркелени ăна хатĕрлекенсен тивĕçĕ. Оборона министерствин подполковникĕ, Раççей Федерацийĕнчи Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн Ĕçтăвком председателĕ Владимир Селивестров ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Ăна вырăнти чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ нумай пулăшни сисĕнчĕ.
Уява тахçантанпа кĕтекенсем чун ăшшин тинĕсне кĕресшĕн туртăнчĕç тăван артистсем юрлакан сцена енне. Пур çĕрте те савăнăçлă юрă-ташă, вăйă-кулă чăваш халăхĕн уçă та ырă кăмăлне кăтартрĕ.
 
: 1709, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: