Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 1-мĕшĕнче ирхине Раççейри мĕнпур информаци агентствисен хыпар ярăмĕсем тата телеканалсен хыпар кăларăмĕсем Раççей черетлĕ çĕнтерӳ туни çинчен калакан хыпарсемпе пуçланчĕç. Нумай пулмасть Санкт-Петербургри «Зенит» УЕФА Кубокне çĕнсе илнĕ, Раççей хоккей сборнăйĕ
тĕнче чемпионĕ пулнă тата Дима Билан «Евровиденире» çĕнтернĕ хыççăн тепĕр пысăк савăнăç килсе çитрĕ. Иртнĕ шăматкун каçхине, Брюссельте 2013 çулта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада Тутарстан тĕп хулинче – Хусанта иртесси çинчен пĕлтерчĕç. Çапла вара шĕкĕр хуламăрăн юлашки темиçе çул хушшинчи чи пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Тĕрĕссипе каласан, халĕ куçăхтарасси çинчен те хăрамалла мар ĕнтĕ, студентсен ăмăртăвĕсене йышăнмашкăн кандидата тăнă виçĕ хула хушшинче Хусанпа танлашаканни пулман тесен те йăнăшах мар-тăр. Паллах, Кăнтăр Корейăри Гван Джу тата Испанири Виго хулисен те лайăх енĕсем пулнă. Корея хулин историйĕ темиçе теçетке çул кăна, çавăнпа та мĕнпур объектсем кунта чи çĕнĕ йышши, юлашки технологисене пăхăнса тунисем. Испанири Виго та хăтлăхĕпе Европа шайĕнче тăрать. Шăпах çакăн çине шаннă та пулĕ вĕсен делегацийĕсем Брюсселе презентацие килес умĕн. Анчах та вĕсем те питĕ лайăх ăнланнă-тăр – ку кăна Хусан кандидатуринчен иртмешкĕн сахалтарах.
Чи малтанах, Хусан хăйĕн кандидатурине икĕ çул каялла Универсиада – 2011 йышăнмашкăн та тăратнăччĕ. Ун чухне те вăл питĕ лайăх хатĕрленнĕ пулнă, анчах та Китай хули унран икĕ сасă ытларах пухса çĕнтерейнĕччĕ. Хальхинче вара Тутарстан тĕп хули Универсиада–2013 ăмăртăвĕсене йышăнмашкăн презентацие кăна мар, мĕнпур хатĕрленӳ ĕçĕсене пуринчен лайăхрах хатĕрленнине палăртса хăвармалла. Çакăн çинчен Брюссельте сасăлав пуçланичченех пĕрре кăна мар каларĕç. Икĕ эрне маларах Хусана FISU хаклав комиссийĕ килсен те делегаци членĕсем пытармасăрах тĕлĕннине курма тӳр килчĕ. Тата «Хусан – Брюссель» супермарафон хăй кăна мĕне тăрать. Тутарстанри çамрăк спортсменсен ушкăнĕ уйăх хушшинче тăватă пин километр ытла чупса тухса, шĕкĕр хуламăр кандидатуришĕн Раççей регионĕсенче тата ют çĕршывсенче 90 пин ытла çынна алă пустарчĕç. «Майăн 29-мĕшĕнче марафонецсем FISU штаб-хваттерĕ патĕнче финиша çитсен ĕçтăвком членĕсем Хусан студенчĕсем Пĕтĕм тĕнчери Универсиада – 2013 йышăнмашкăн темĕн те тума хатĕр пулнине хăйсен куçĕсемпех курма пултарчĕç, – тесе каларĕ каярахпа ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев. – Çакă вĕсен йышăнăвĕ çине самаях пысăк витĕм пани пирки ним чухлĕ те иккĕленместĕп». Унсăр пуçне Хусан презентацине хатĕрлеме АПШран, Голливудран паллă режиссера чĕнсе илнĕ, шăпах вăл 2014 çулхи Олимпиадăна йышăнма хатĕрленнĕ чухне Сочи презентацине тунă. Хусан çыннисем те, хула, республика тата Раççей влаçĕсем те Универсиада–2013 ăмăртăвĕсене пĕр саслă пулса йышăнма килĕшни Тутарстан тĕп хули майлă пулчĕ.
Çапла вара майăн 31-мĕшĕнче 27 FISU членĕнчен 20-шĕ хăйсен сассине Хусана пачĕç. Пĕтĕмĕшле пирĕн хула хаклав комиссийĕнчен тĕрлĕ параметрсемпе виçсе паракан 400 балран 368-не илейрĕ. Марат Бариев сăмахĕсенчен, FISU вице-президенчĕ Клод-Луи Гальен ăна Хусан презентацине FISU историйĕнчи чи лайăх презентаци пулни çинчен каланă. Раççей делегацийĕ шутĕнче паллă спортсменсем, олимп чемпионĕсем – Мария Киселева, Алина Кабаева, Ирина Роднина, Николай Гуляев, Ильгар Мамедов тата ыттисем те пулчĕç.
Хусан кандидатури çĕнтерни паллă пулнă хыççăнах çак ятпа Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев патне РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев тата РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин телефонпа шăнкăравласа саламланă.
Халĕ ĕнтĕ Универсиада – 2013 Хусанта çӳллĕ шайра ирттĕр тесен пурин те мĕнпур вăя парса ĕçлеме тытăнмалла пулать. Вăл çапларах пуласси пирки ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев ним чухлĕ те иккĕленмест. Хулари чылай спорт объекчĕсем хатĕрпе пĕрех. Ыттисен строительстви вара кунсеренех вăй илсе пырать темелле. Тутарстан пуçлăхĕн шухăшĕпе халĕ чи малтанах Хусан аэропортне çĕнетсе тĕнче шайне çĕклемелле тата хулара транспорт çӳрекен çулсене йĕркене кĕртмелле. Çак мĕнпур плансене пурнăçа кĕртсен Хусан тепĕр темиçе çултан çуллахи спорт тĕсĕсен чăн-чăн тĕп хули пулса тăрĕ. Ун шухăшĕпе, Универсиадăна пула Хусан чапĕ тĕнче арени çинче тата çĕнĕ шая çĕкленĕ. «Ку тĕлĕшпе Хусан 1000 çуллăхне паллă туни пысăк утăм пулчĕ, – тесе каларĕ Минтимер Шаймиев. – Универсиадăна йышăнма право çĕнсе илни вара пире мĕнпур тĕнчипе паллă тăвĕ».
 
: 1055, Хаçат: 23 (753)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: