Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ӳсĕм чакнă
Тутарстанăн экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ кăçал чакма пуçланă, – çак шиклентерекен хыпара ТР экономика министерствинче иртнĕ канашлура сӳтсе явнă. «Тутарстанри хăш-пĕр предприятисем сăлтавсене пĕлтермесĕр 2008 çулхи аталану планĕсене чакарас енне тӳрлетнĕ. ТР Президентне çапларах лару-тăру шиклентерет», – тесе палăртнă ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин. Министр экономика конкурентлăхĕ ĕç тухăçлăхĕпе тачă çыхăнса тăнине аса илтерчĕ. Тутарстанра вăл пĕр çын пуçне çулталăкне 200 пин тенкĕпе танлашать, Раççейри вăтам кăтарту вара – 191 пин тенкĕ. Промышленность тата нефть кăларакан предприятисен шутне кура çак уйрăмлăх пĕчĕк пулни пирĕншĕн намăс пулмалла.
 
Çĕнĕ тӳлев системи
Июлĕн 1-мĕшĕнчен Тутарстанра бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен тӳлев системи отрасль тарифĕсем çине куçмаллаччĕ. Анчах та правительство палăртнă сроксене пурте пăхăнаймарĕç те, çĕнĕлле майпа хăш-пĕр районсемпе хуласенчи бюджетниксене кăна тӳлеме тытăнаççĕ. Халиччен пулнă пĕрлехи тариф сеткипе танлаштарсан, çĕнĕ системăпа килĕшӳллĕн ĕç тӳлевĕ тĕп тата хавхалантару пайĕсенчен тăмалла: çын ытларах тата лайăхрах ĕçлесен, унăн ĕç укçи те пысăкрах пулĕ. Пĕтĕмĕшле вара çĕнĕ тӳлев системи çине республика 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен куçĕ.
 
Чи лайăххисене палăртаççĕ
Республикăра кăçалтан пуçласа иртекен «Врач года – Ак чэчэклэр» конкурса хутшăнакан врачсемшĕн интернет урлă Тутарстанра пурăнакан пур çын та сасăлама пултарать. ТР Сывлăх сыхлав министерствин сайчĕ çине – www.minzdrav.tatar.ru – кĕрсе чи лайăх врачшăн, медсестрашăн тата республикăри чи лайăх медицина учрежденийĕсемшĕн сасăлама пултаратăр. Конкурса хутшăнакансем хушшинче тĕрлĕ специальноçпа ĕçлекен тухтăрсем – хирургсем те, онкологсем те, стоматологсем те, тата ыттисем те пур… «Медучреждение года» номинацие вара ДРКБ, «Татнефть» УАОн Элметри медсанчаçĕ тата Çырчаллинчи Перинаталь центрĕ лекнĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене июнĕн 10-мĕшĕ хыççăн пĕлтерĕç.
 
: 1225, Хаçат: 23 (753), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: