Паянхи ял çамрăкĕсем мĕнпе сывланине, мĕнпе пурăннине Альбина Сундеровăран лайăх пĕлекенни çук та пуль. Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен, вăл – хăй те çамрăк, иккĕмĕшĕнчен, студентка (харăсах икĕ аслă шкулта вĕренет), виççĕмĕшĕнчен, Аслă Аксу (Çĕпрел районĕ) Культура çурчĕн директорĕ.
![]() |
Чăваш пикин пĕр пушă минучĕ те çук: кунĕпе кил-тĕрĕшре аппаланнисĕр (кукамăшĕпе кăна пурăнать), каçхине ĕçе кайнисĕр пуçне диплом, рефератсем çырмалла, экзаменсене хатĕрленмелле тата, паллах, каçхине савнипе çăлтăрсем те шутламалла. Ăçтан кăна ĕлкĕрет-тĕр тульккăш?
Альбина кăçал Ульяновскри патшалăх университечĕн экономикăпа бизнес факультетне пĕтерет, кĕç-вĕç алла диплом илмелле. Финансист профессине суйланăскер, урăх çĕрте те ĕç тупнă пулĕччĕ-ха вăл, анчах кукамăшне пĕччен хăварас мар тесе кăна ялта юлнă. Пултаруллăскер валли ĕçĕ те тупăннă, ял-йыш ăна клуб директорĕн ĕçне шанса панă. Юрлама та, ташлама та ăста пулнăранах ĕнтĕ вăл клубра ташă кружокне ертсе пырать, районти «Çĕпрел» фольклор ушкăнне çӳрет.
Ял çыннисен, çамрăкĕсен канăвне интереслĕрех ирттерес тесе питĕ тăрăшать хĕр. Кăçал та акă, «Çамрăк сасăсем», «Çамрăк çăлтăр» район конкурсĕнче ку ялтан Юля Ярмушова, Катя Пайзе, Люба Анисимова палăрнă. Хальхи вăхăтра ял клубĕ район Акатуйне хатĕрленет.
Пултаруллă çамрăка районтисем тӳрех асăрханă иккен, çавăнпах ĕнтĕ культура уйрăмĕ Альбина Сундеровăна Хусанти хушма професси пĕлĕвĕн (соцкультсферăпа искусство ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстермелли) институтне вĕренме янă. Ĕçленĕ хушăрах икĕ аслă шкулта вĕренме çăмăлах мар, паллах, анчах аптрамасть хĕр: çанă тавăрса ĕçлеме те, наука гранитне кăшлама та вăхăт тупать. «Çамрăк чух ĕлкĕрмелле»,– тет çеç йăл кулса кун пирки.