Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Оксана Несина 17 çулта кăна-ха, апла пулин те вĕрентӳ министрĕ, президент пулма ĕлкĕрнĕ. Çĕршывăн, республикăнах мар, паллах, шкулăн çеç, анчах яваплăхĕ аслă ĕçтешĕсенчен пĕрре те кая мар-мĕн. Пĕлтĕр хăш класăн пĕлӳ, кĕнеке-тетрадьсен шайĕ мĕнлереххине тĕрĕслемеллеччĕ-тĕк, кăçал яваплăхĕ тата пысăкрах, Матакри (Çĕпрел районĕ) вăтам шкулта вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасен канашĕн президентне суйланă ăна, вăл – шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн М. Ермолаевăн пулăшуçи те.
«Вĕренӳре, обществăлла ĕçсенче – пĕрремĕш, сăпай, хастар, тимлĕ...»,– çапла хакласа тав тăвать шкул дирекцийĕ Мария Михайловнăпа Николай Петрович Несинсене хĕрĕшĕн. Оксана, чăн та, мĕнпур енĕпе малта. Пĕрремĕш класранпах «4»,«5» паллăпа кăна вĕренет. Вырăс чĕлхипе, алгебрăпа, историпе, чăваш чĕлхипе район, республика олимпиадисене кашни çул хутшăннă. Кăçал та акă районта вырăс чĕлхипе – II, Раççей историйĕпе III вырăнсем йышăннă. Вырăс чĕлхипе тата литературин республика олимпиадинче те япăх мар кăтарту тунă.
Оксана спортпа та туслă, йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа иртнĕ пĕр ăмăртуран та юлман темелле. Кунсăр пуçне юрлама-ташлама та ĕлкĕрет. Ял çамрăкĕсен, шкул ачисен мероприятийĕсем унсăр пĕрре те иртмеççĕ. Апла-тăк, кăçал шкул пĕтерекен хĕрпĕрчин Хисеп, Тав хучĕсен шучĕ те çуккинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. «Килте пурте мар-ха, нумайăшĕ шкулта»,– терĕ Оксана хăйĕн Хисеп хучĕсемпе паллаштарнă май.
Чăваш хĕрĕсем ĕлĕкренех тĕрлеме-çыхма ăста пулнă, хальхисем те çак йăлана манман-ха. Оксана та акă мĕн пĕчĕкрен йĕп тытма вĕреннĕ. Шăрçа пек тĕрлеме те, тип-тикĕс çыхма та пултарать, анчах юлашки вăхăтра çамрăксем хăйсем çыхнă тумпа çӳресси модăра маррипе çеç кофта тавраш çыхса аппаланмасть. «Вĕренни пурнăçра кирлĕ пулĕ-ха»,– калаçăва хутшăнчĕ амăшĕ Мария Несина. Тепĕр чун киленĕвĕ те пур унăн – пушă вăхăтра ӳкерме юратать. Паллах, çынсене кăтартма мар, ытларах хăй, çывăх тăванĕсем валли.
Пушă вăхăт тенĕрен, 11 класс пĕтерекенсен вăл халĕ сахал, умра экзаменсем, патшалăх тĕрĕслевĕ. Кăçалтан математикăпа тата вырăс чĕлхипе Раççейĕн кашни шкул пĕтерекенĕн ППЭ тытмалла-çке. Эпир пынă чух Оксана та кĕнекесем тултарнă сĕтел хушшинче пуçне çĕклемесĕр вуласа ларатчĕ – историпе экзамена хатĕрленет иккен. Математика предмечĕпе вара пĕрлехи патшалăх экзаменне апрелĕн çирĕм пĕрремĕшĕнчех парса пăхнă. Ытти ачасемшĕн ку предметсемпе ППЭ тытасси кĕтменлĕх пулсан, О.Несинашăн савăнăç кăна. Вăл пурпĕр çак предметсенех суйласа илнĕ пулĕччĕ, мĕншĕн тесен математикăпа вырăс чĕлхи тата истори предмечĕсем чи юратнисем-мĕн унăн.
– ППЭ мана пĕрре те хăратмарĕ. Алешкин-Саплăк вăтам шкулĕнче ППЭ панă чух кăшт та хумханмарăм. Кун пек лару-тăрăва олимпиадăсене çӳресе хăнăхнă ĕнтĕ. Экзаменра задачăсене чи малтан тенĕ пек шутласа пĕтертĕм те ĕçĕме тĕрĕслесе лартăм. Заданисем пирки тӳрех калатăп – çăмăл мар,– пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, 11-мĕш класра вĕренекен 13 ачаран çурри ытла ППЭне ăнăçлă тытнă, паллах, вĕсен шутĕнче Оксана Несина та.
Умра экзаменсем çеç мар, сывпуллашу та. Оксанăн сывпуллашу каçĕ валли туяннă хитре кĕпи тахçанах хăй вăхăтне кĕтет ĕнтĕ. Уяв хыççăн ку хĕрпĕрчи те ытти пин-пин шкул пĕтерекен пек, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать. Матакри вăтам шкулăн арçын ачасемпе хĕр ачасен канашĕн президенчĕ О.Несина пулас профессие тахçанах суйланă-ха, анчах вăл кам пулассине хальлĕхе пĕлтермĕпĕр, çакă иккĕленӳллĕ мар: президента аслă шкул кĕтет.
 
: 1352, Хаçат: 22 (752), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: