Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КИНО ӲКЕРМЕ ВĔРЕНТЕÇÇĔ
Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен университетĕнче кăçал пуçласа «Кино тата видеотворчество» уйрăм уçăлать. Ăна асăннă вĕренӳ заведенине кĕрекен Театр, кино тата телевидени институчĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Унтан вĕренсе тухакансем «кино тата видеотворчество студийĕн илемлĕх ертӳçи, преподаватель» специальность алла илĕç.
Çĕнĕ уйрăмра Раççейри паллă киноведсем, кинодраматургсем тата кинорежиссерсем вĕрентĕç.
 
«ХĔРӲ ЛИНИ» ĔÇЛЕТ
Пĕрлехи патшалăх экзаменне тытассипе кăçал çĕнĕлĕхсем пурри пирки пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кашни шкул пĕтерекенех тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Камран ыйтмалла? Вĕрентекенсене хăйсене те чылай ыйту канăç памасть, хăйсем те вĕренекенсем пекех пăлханаççĕ. Çакна шута илсе РФ Патшалăх Думин Çамрăксен ĕçĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ тата «Национальная Медиа Группа» Обществăлла Канашăн председателĕ Алина Кабаева майăн 15-мĕшĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕпе çыхăннă ыйтусен «хĕрӳ линине» уçнă. Шкул ачисем кашни кун 14.00 сехетрен пуçласа 19.00-ччен 8-800-505-12-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ППЭ тесчĕсемпе çыхăннă ыйтусем пама пултараççĕ. Вĕсем çине Мускаври аслă шкулсенче вĕрентекен профессорсем тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи чи лайăх учительсем хуравлĕç.
«Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ нумай ачара ыйту хыççăн ыйту çуратать. «Хĕрӳ лини», паллах, пур проблемăна та татса параймĕ, никамран канаш ыйтма çук чухне вара вăл – пысăк пулăшу. Енчен те кăçалхи опыт пурне те кăмăла кайсан, «хĕрӳ линие» тепĕр çул та йĕркелĕпĕр», – тет Алина.
А.Кабаевăн харпăр сайчĕ çинче çак адреспа тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать: www.kabaeva-alina.ru.
 
ЙĂЛАРИ ТĔЛПУЛУ
Июнĕн 27-мĕшĕнче Хусанта «Выпускники КАИ-КГТУ имени А.Н.Туполева» обществăлла организацин XI съезчĕ иртмелле. Асăннă организаци 1997 çулхи декабрь уйăхĕнче Туполев ячĕллĕ ХПТУра йĕркеленнĕ. Унăн хăйĕн уставĕ, программи те пур. Паянхи кун тĕлне организацире 400 ытла çын шутланса тăрать. Кашни çуркуннех кунта ХПТУран вĕренсе тухнисен съездне ирттереççĕ, уяв мероприятийĕсене йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр уяв мероприятийĕсене ХАИ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалланă пулнă, X съезда Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă 500 ытла çын хутшăннă.
Кăçалхи съездра организацин президентне тата Канашăн çĕнĕ йышне суйлама палăртнă. Хальлĕхе ăна 1987 – 2007 çулсенче ХПТУ ректорĕ пулнă Геннадий Дегтярев ертсе пырать.
 
: 1302, Хаçат: 22 (752), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: