Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикинчи нефть запасне тишкернĕ хыççăн вăл тата 30 çула çитмелле-ха. Çакăн çинчен пĕлтерчĕ иртнĕ эрнере ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов Раççейре йывăр нефть кăларассин ыйтăвне тата малашлăхне сӳтсе явнă «çавра сĕтел» хушшинче.
– Паян Тутарстан Раççей регионĕсем хушшинче нефть кăларассипе чи асли тата мăнаçли шутланать, – терĕ ТР Правительство пуçлăхĕ. – Çак 60 çул хушшинче пирĕн республикăра 3 миллиард тонна ытла нефть кăларнă. Анчах та çĕршывăн ресурс никĕсĕн анализĕ начарланса пырать. Ахаль майпа уйăракан запас пайĕ чакать, йывăр майпа уйăраканни вара, шел пулин те, ӳссе пырать. Енчен те паян нефчĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен йывăр майпа уйракан пайĕ 36 процента çитет пулсан, 2020 çул тĕлне кăтарту 77 процент таран ӳсет.
– Пĕр тонна нефть кăларас тесен активлă запаспа танлаштарсан 3-5 хут нумайрах нефть шăтăкĕ чавма тивет, – шутлать ТР Премьер-министрĕ. – Çавăнпа та çитес вунă çулта пирĕншĕн чи çивĕч ыйту – йывăр нефте эффективлă майпа кăларасси.
Рустам Минниханов шухăшĕпе, çитес вăхăтра запасран углеводород чĕртаварне йывăррăн уйăрса илессин лару-тăрăвне улăштарас тесе нормативлă актсем йышăнмалла. Пирĕн нефтяниксен запасĕ тĕрек тесе шутларăмăр, анчах та кăçалхи тăватă уйăхри анализ канăç памасть.
Лару пынă вăхăтра çаплах Рустам Нургалиевич çакна та палăртса хăварчĕ: «Тутарстан тата унăн нефть кăларакан чи пысăк компанийĕ – «Татнефть» УАО – тахçанах инновациллĕ майпа йывăр нефть уçлама пуçланă». Ку савăнтарать.
Нефть кăларакан компанисем валли налог илекен системăна улăштарасси пирки те чарăнса тăчĕ.
– Урăхла каласан, патшалăх пулăшăвĕ тата социаллă программăсăр ĕç тухмасть, – терĕ хăй сăмахĕнче РФ Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Çут çанталăкпа усă курас енĕпе патшалăх политикин тата йĕркелессин департаменчĕн директорĕн çумĕ Александр Павлов.
 
: 1193, Хаçат: 22 (752)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: