Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăрçă... Мĕн чухлĕ хĕн-асап, нуша кӳнĕ вăл çынсене. Асатте каланă тăрăх, Çĕнĕ Хăяслăран (Аксу районĕ) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тăват çĕр вун пилĕк çын тухса кайнă. Ялта хĕрарăмсем тата пĕчĕк ачасем кăна тăрса юлнă. Вĕсем çине пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ. Салтак арăмĕсем хирте те ĕçленĕ, ача-пăча та ӳстернĕ. Кашни кунах çĕр-çĕр çăкăр пĕçерсе фронта ăсатнă. Салтаксем вĕсене перекетлесе çинĕ. Кашнине темиçешер татăк çеç лекнĕ. Ялта выçлăх пулнă. «Курăк çисе пурăнтăмăр»,– тет асанне Мария Колесникова.
Вăрçа кайнисенчен çурринчен кăшт ытларахăшĕ çеç çĕнтерӳ хыççăн киле таврăннă. Вĕсен шутĕнче манăн асатте Николай Прокопьевич Колесников та пулнă. Вăл 1919 çулта Çĕнĕ Хăяслă ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 18 тултарсан асаттене салтака илсе кайнă. 1940 çулта киле таврăннă вăл. Анчах мирлĕ пурнăçпа вăрах киленеймен. 1941 çулхи июльте асатте фронта тухса кайнă. 1942 çулхи кĕркунне пĕрремĕш хут аманнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн асаттене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ тата «Паттăрлăх» орденĕсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн асатте çемье çавăрнă.
– Вăл çулсенче çурма выçă пурăнтăмăр. Ĕç кунĕшĕн 100 грамм тырă паратчĕç. Хальхи пурнăçа нимĕнпе те танлаштарма çук, патшасем пек пурăнатпăр. Çапах та нумайăшĕ пурнăçа ӳпкелет. Эпир тӳснине курма никама та Турă ан хуштăр, – аса илет асанне.
Асаттепе асанне çичĕ ача çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă. Халĕ кашнин хăйĕн çемйи.
Йывăр суранне пăхмасăр асатте колхозра нумай çул тракторист пулса ĕçленĕ. Вăрçа пула юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă.
 
: 1137, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: