Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван çĕршыв, тăван ял, тăван кил... Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял, атте килĕ тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кунта çын çут тĕнчене килет, утма вĕренет, калаçма пуçлать, çут çанталăкпа паллашать, ĕçе явăçать, ăс-тăнне çивĕчлетет, пурнăç çулĕ çине тăрать. Çавăнпа та хăй çуралса ӳснĕ вырăна никам та, нихçан та асран кăлармасть. Çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл – тăванлăх туйăмĕ. Çак туйăм этеме хăй çĕршывне, савнă тăван вырăнсене, тăван халăхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тăрать. Çак хăватлă туйăм пулмасан, çынсем пĕтĕм çĕр пичĕпех хăйсен вырăнне тупаймасăр çапкаланса çӳрĕччĕç.
Халăх ытларах хăй çуралса ӳснĕ вырăнтах пурăнать. Пирĕн халăх хăй çĕршывне юратса, ун çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланса, çĕнелсе чечекленекен ял-хулисемпе савăнса, кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлесе, ытти халăхсемпе туслашса тăнăç пурнăçпа ĕмĕрне ирттерет.
Тăван çĕршыв тесенех мана хамăр ентешĕмĕр, чăваш халăх поэчĕ, Тутарстан Республикинчи Элкел районне кĕрекен Сиктĕрме ялĕнче çуралса ӳснĕ Петĕр Хусанкайăн сăввисем аса килеççĕ. Поэт мĕн тери таса та уçă çын. Пĕтĕм пурнăçĕ сăвăра: кунта унăн кăмăлĕ, шухăшĕ, туйăмĕ, тĕнче курăмĕ. Мĕн тери юратса та кăмăлпа çырать чăваш çынни Тутарстан çĕрĕ çинчен:
Тутарстанра çуралнăскер,
Манаймăп эп çĕршывăма.
Çарран, пилĕксене çыхман,
Хура ураллă малайсем,
Эпир тăван Тутарстанран
Салантăмăр, çунат ӳссен.
Мĕнле килĕшмĕн хамăр паллă ентешĕмĕрпе? Çак çĕр çинче эпир çуралнă, çак çĕр çинче эпир ӳсетпĕр: чăвашĕ те, тутарĕ те, мăкши те, вырăсĕ те...
Çав кӳршĕллĕ ялсем – чăваш,
Тутар е вырăс ялĕсем –
Иптеш, товарищ та юлташ
Теетчĕç пĕр-пĕрне вĕсем.
Виç сăмахри çав пĕр ăнлав
Пире çĕклерĕ тăванла.
Мĕн тери тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем! Тĕлĕнмелли те, шухăшламалли те пур кунта. Ун шухăшĕ чĕрех.
Чечеклен, мăнаçлан, малтан-мала ӳс эс, Тутарстан çĕрĕ! Эсĕ чăваш Улăпĕсене ӳстеретĕн, малашне те пирĕншĕн сăваплă пул:
Çĕклен те ӳс çултан çула
Пур халăхлă йышупалан!
Салам сана пĕр çыннунтан,
Салам та тавтапуç – чунтан!
 
: 1163, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: