Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Литературăпа музыка композицийĕ (2 класс валли)
Чăваш халăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пултаруллă та ĕçчен ывăл-хĕр сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Иван Яковлевич Яковлев. Вĕренекенсене чăваш халăх просветителĕ, учителĕ, çыруçи, куçаруçипе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç туса ирттерме пулать. Чăн малтан уроксенче унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштармалла. Унăн калавĕсене вуласа ӳкерчĕксем туни вырăнлă. Кашни класа уйрăм темăпа стена хаçачĕсем кăларттарни, сăвăсем çыртарни ачасен тавра курăмне ӳстерет. «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх хаçат» конкурс йĕркелеме юрать. Юлашкинчен мĕнпур ĕçе пĕтĕмлетсе акт залĕнче литературăпа музыка композицине тĕпе хурса уяв ирттермелле. Зала И.Я.Яковлев каланă сăмахсемпе илемлетмелле, вăл çырнă кĕнекесем, ачасем кăларнă стена хаçачĕсем, сăввисем валли те вырăн тупмалла.
Уяв пуçламăшĕнче «Учительсене» юрă кĕвви янăрать.
1-мĕш ертӳçĕ: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, ачасем!
2-мĕш ертӳçĕ: Паян эпир пысăк уява пуçтарăнтăмăр. Сцена çинче те, залра та Яковлев хушаматне вулатпăр.
1-мĕш ертӳçĕ: Кам-ши вăл Яковлев?
2-мĕш ертӳçĕ: Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен?
1-мĕш ертӳçĕ:
Çĕр-шывсем нумай тĕнчен
Пĕринчен тепри илемлĕ,
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,
Чи ирĕклине иленнĕ.
2-мĕш ертӳçĕ:
Халăхсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри тĕреклĕ,
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,
Сапăр та сатур чĕреллĕ.
1-мĕш ертӳçĕ:
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен:
«Атăлçи – тăван кил!» – тетпĕр,
Туссене мĕнпур енчен
Çăкăр-тăварпа кĕтетпĕр.
2-мĕш ертӳçĕ:
Эпĕр –Улăп йăхĕнчен,
Тымарсен чакми хăват пур,
Ĕмĕт инçете чĕнсен
Çăлтăр витĕр çул хыватпăр.
1-мĕш ертӳçĕ: Энтип Ваççи çырнă çак сăвă йĕркисемпе чăннипех килĕшмелле.
Улăп йăхне чапа кăларнă çынсем сахал мар. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăх просветителĕ, чаплă педагог, çыруçă, куçаруçă, çĕнĕ çырулăхпа литература чĕлхин никĕсне хываканĕ.
Ачасем сăмахсем кăтартаççĕ.
2-мĕш ертӳçĕ: Халĕ сире чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри çырнă «Яковлева сума суса» сăвăпа паллаштарасшăн.
Ачасем черетпе калаççĕ.
1-мĕш ача:
Иван Яковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асĕнче,
Ăна сума суса юрлатпăр
Хамăр чăваш çĕршывĕнче.
2-мĕш ача:
Çын вăй-халне вăл çирĕп шаннă,
Пире вăл чĕннĕ çутталла.
Ăна Ульянов асăрханă,
Савса ал панă тăванла.
3-мĕш ача:
Вĕсем пĕрле тăрса çул хывнă
Ыр ĕмĕтпе – малашлăха.
Пĕрле тыр акнă, тырă вырнă,
Пĕрле çĕкленĕ туслăха.
4-мĕш ача:
Тавах сана, Раççей-аннемĕр,
Тавах, манмарăн эс пире.
Пĕрле пулнишĕн чун-чĕремĕр
Сана саватпăр ĕмĕрех.
Ачасен ушкăнĕ «Урокра» юрă юрлать.
1-мĕш ертӳçĕ: Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче, удел хресчен çемйинче çуралнă. Çуралсассăнах тăлăха юлнăскере кӳршĕри çемье усрава илнĕ. 1856 çулта çывăхри Пăрăнтăк ялĕнчи удел шкулне вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕрти çĕр виçевçисен шкулне кайнă, вĕренсе тухнă. 4 çул хушши çĕр виçевçи пулса ĕçленĕ. Кайран Чĕмпĕрти гимназин 5-мĕш класĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Çав çулах Хусан университетне вĕренме кĕрет. Хăй пуçарăвĕпе ялтан чăваш ачисене Чĕмпĕре чĕнсе илсе тĕрлĕ шкулта вĕрентме тытăнать, каярах çав ушкăнран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлать.
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Вирьял çырнă «Чăваш Прометейĕ» сăвă (ачасем черетпе калаççĕ).
5-мĕш ача:
Тăван çĕршыв – Раççей çĕршывĕ,
Асаттесен çĕршывĕ Атăл тăршшĕнче,
Эс пултăн чăвашсен чăн Прометейĕ,
Тĕттĕм хупланă салхуллă кунсенче.
6-мĕш ача:
Хура каçра парасшăн йăлтăр çутă,
Ăс-пуçсенче шевле чĕртес тесе, –
Эс шурăмпуçăн çăлтăрĕ пек çунтăн,
Шанса тăрса ырри çĕнтерессе.
7-мĕш ача:
Ăс-тăн вучахĕ пулнă Чĕмпĕр шкулĕ,
Тавах сана,ăслай-вĕрентекен!
Эс парнелерĕн чăваша çырулăх,
Пĕрремĕш хут тыттартăн кĕнеке.
8-мĕш ача:
Хулара сăнатăп таврана мăнаçлăн,
Умра ем-ешĕл, сарлака проспект.
Турат çумне турат хушса хаваслăн
Хунаççĕ йывăçсем, сан шухăш пек.
1-мĕш ертӳçĕ: Хусанта вĕреннĕ чухне, И.Я.Яковлев чăваш алфавитне туса тăван чĕлхепе шкулсенче вĕрентмелли кĕнекесем кăларма тытăнать. Чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак ĕçре 1922 çулччен ĕçленĕ.
9-мĕш ача:
Çав çутă – пĕлӳлĕх çути,
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тути.
Пурте: ТАЙМА ПУÇ, ИВАН ЯКĂЛЬЧА.
Ташă (хĕрсен ушкăнĕ).
Унтан ачасем И.Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани» калав тăрăх пĕчĕк инсценировка лартаççĕ.
«Асамат кĕперĕ» юрă.
1-мĕш ертӳçĕ: Тĕлĕнмелле çын пулнă вăл: ăшă кăмăллă, сăпайлă, ăслă, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Унăн ячĕ пирĕн пурнăçра ĕмĕр-ĕмĕр сывă пултăр, нихçан та манăçа ан тухтăр.
 
: 1352, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: