Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Кивьялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта «Чăваш культури» кружок ĕçлеме пуçланă, унта 8-11 çулсенчи 2-5-мĕш классенче вĕренекен 16 ача çӳрет. Кружока Надежда Михайловна Тронягина вĕрентекен ертсе пырать.
Кружок пĕр çул çеç ĕçлет пулин те çак кĕске вăхăтрах шкулта ирттерекен мероприятисене хутшăнса ачасем хăйсене кăтартма пултарчĕç. Анне кунне халалласа ирттернĕ уява та хастар хутшăнчĕç, кунта вĕсем анне, асанне, кукамай çинчен чăвашла сăвăсем вуларĕç. Çĕнĕ çул уявĕнче те Хĕл Мучи çинчен нумай сăвă каларĕç. Чăваш чĕлхипе литературин эрнинче И.Я.Яковлевăн пултарулăхĕпе, унăн тăхăмĕпе паллашрĕç, чăваш халăхĕшĕн çырса хăварнă «Халалпа» паллашса, ăна мĕнлерех ăнланнине уçса парас тĕллевпе ун тăрăх пĕчĕк сочиненисем те çырчĕç, И.Я.Яковлевăн калавĕсене вуласа ачасем тĕрлĕ иллюстрацисем ӳкерчĕç.
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев 160 çул тултарнине халалласа ирттернĕ творчествăлла отчет та пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Кунта ачасем кружока çӳресе илнĕ пĕлĕвĕсене кăтартма пултарчĕç.
Уяв чăваш тĕрри-эрешĕсемпе илемлетнĕ хитре залра иртрĕ. Сцена çинче – И.Я.Яковлевăн портречĕ, унăн афоризмĕсем. Аслă вĕрентекенĕмĕр пултарулăхне халалланă ачасен ӳкерчĕкĕсен куравне те йĕркеленĕ.
Уява хутшăнакансем пурте наци костюмĕсемпе пулчĕç. Ачасем чăваш юррисене юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Яковлев калавĕсемпе халапĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартрĕç. Кружок ертӳçи чăвашла тата тутарла юрăсем юрласа пачĕ.
Хăйсен ачисене курма тата вĕсемпе савăнма ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш пуçтарăннăччĕ. Уяв хăнисен шутĕнче Теччĕри педагогика училищин студенчĕсем, Маргарита Анатольевна Адайкина преподаватель ертсе пыракан «Мерчен» вокал ушкăнне çӳрекенсем. Теччĕри педагогика училищинче музыка вĕрентекен Константин Сергеевич Лебедев пулăшнипе вĕсем хитре чăваш юррисем шăрантарчĕç.
Хăнасен шутĕнче çавăн пекех Теччĕри ЧНКЦ ертӳçи Владимир Григорьевич Вериялов та пурччĕ, вăл тав сăмахĕ тухса каларĕ, курнипе питĕ те кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Çак творчествăлла уява унăн мăнукĕ Василий те хутшăннă. Вăл 5-мĕш класра вĕренет, кружока та çӳрет. Паллах, мăнукĕ сцена çине тухса чăвашла калаçма пултарни савăнтарать.
Чăваш культурине çĕнĕрен чĕртес ĕç çакăнпа çеç вĕçленменнине шанас килет. Тăван чĕлхене юратакан пултаруллă çамрăксем малашне те пулĕç.
 
: 1387, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: