Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кирек мĕнле хĕр пĕрчипе калаçсан та яланах унран ӳкерме, тĕрлеме, юрлама тата ташлама юратни çинчен ыйтатăн, паллах. Хуравĕ кашнин тĕрлĕ. Чăнах та, кам мĕнпе интересленет вĕт-ха.
Халĕ вара çак интерессем çумне тата спорт та хутшăнчĕ. Кĕрешӳпе кăсăкланакансем те тĕл пулаççĕ хальхи саманара. Уйрăмах ялсенчи шкул хĕрĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.
Алексеевски районĕнчи Чăваш Майна ялĕн вăтам шкулĕнче вĕренекен Оксана Романовăпа сăмах хускатсан та кĕрешӳ çинчен калаçу пычĕ.
Оксана, 7-мĕш класра вĕренекенскер, пушă вăхăтне пилĕк çулхи йăмăкĕпе ирттерет пулсан та, спортзала çӳреме май тупать-ха.
– Оксана, сан çине пăхатăн та балерина тесе калас килет. Эсĕ вара «çапăçу» спорчĕпе интересленетĕн. Мĕнле-ха капла? – кăсăклантăм эпĕ хитре хĕр çине пăхса.
– Мана ку спорт чăнах та питĕ килĕшет. Анчах та эпĕ унта пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче çеç çӳреме пуçларăм-ха, – хуравлать пике.
– Ăçтан çакăн пек туртăм?
– Пирĕн шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Алексей Егоров пур. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕ. Нурлатра иртнĕ ăмăртура I вырăн йышăнчĕ. Шупашкара кайсан III вырăн çĕнсе килчĕ. Пирĕн шкул унпа мăнаçланать. Эпĕ те унран тĕслĕх илесшĕн, – чунтан каласа пачĕ пĕр шкулта вĕренекен спортсмен çинчен.
– Хĕрсен ушкăнĕ пысăк-и? Çӳрекенсем пур-и тата?
– Эпир вун икĕ хĕр ача хальлĕхе. Малашне, тен, тата та пулĕç-ха.
– Çак çур çул хушшинче ăмăртусене хутшăнни пулнă-и?
– Районта иртнисенче хутшăннă. Пĕрре мар.
– Кĕрешӳ форми те пур-и?
– Хальлĕхе çук-ха. Нумайрах çӳресен илсе параççĕ.
Оксана питĕ сăпай хĕр ача, ашшĕ тренер пулнине те каламасть. Тепри пулсан ...
Шкул хĕрĕ кĕрешнипе çеç мар, паллах, калавсем, повеçсем çырма та ăста. Сăвăсем шăрçалани те пулкалать.
Ют чĕлхесенчен вара акăлчансенни чĕрине пырать иккен. Чĕлхи те лайăхах çаврăнать. Çăмăлрах та тет.
– Шкул пĕтерсен кам пулас тетĕн?
– Риэлтор ĕçĕ килĕшет пек. Хальлĕхе çавăн çинчен шутлатăп-ха.
– Апла юридически факультета кĕме ĕмĕтленетĕн? Çав ĕçпе ĕçлеме нумай законсем, статьясем пĕлмелле вĕт.
– Вăл мана хăратмасть. Вĕренме мана çăмăл.
Оксана шкулта «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренет. Çавăнпа нимĕнрен те хăрамасть.
Урăхла класан, Романова вĕренет те, кĕрешет те, çĕнтерет те.
 
: 1347, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: