Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчелĕн тĕп урамĕн анлă тӳремĕнче кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă пысăк çурт таçтан курăнса ларать, тăррине çутă симĕс сăрпа сăрланăран тавралăха илем кӳрет. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнасси шиклентерсе тăрать, пĕр тытăнсан вара – пулатех. Чăнах та, çĕнĕ стройкăн пуçламăшĕ пăтăрмахлăрах килсе тухрĕ – республика бюджетĕнче нухрат çуккипе никĕсне янă хыççăн та шкул стенисем виç-тăват çул хăпармасăр тăчĕç. Аслă Сĕнчелĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ Анатолий Константинович Самаренкин ТР Президенчĕпе Минтимер Шаймиевпа тĕл пулса калаçнă хыççăн çеç йывăр лав вырăнтан тапранчĕ. Паян кунта канмалли кунсенче те ĕç вĕресе тăрать.
– Çĕнĕ вĕренӳ çулне шкула хута яратпăр, – шантарать стройка мастерĕ Сергей Крюков. – Паян объектра 50 çынна яхăн ĕçлет. Хăвăртлăха ӳстерме ĕç аллисене тата та ӳстеретпĕр.
Бетон хутăшне янтăлакан хатĕр патĕнчен тулли наçилккесем шкул ăш-чикне ăсанни мастер сăмахĕсене ĕненмелле çирĕплетеççĕ. Рафик Джапаров бригадин ĕçченĕсем коридорсен, классен урайĕсене бетон хутăшне пĕр тикĕс сараççĕ, теприсем стенасене шпаклевкăлаççĕ. Тулашра та ĕç вĕресе тăрать. Кивĕ Саврăш йĕкĕчĕсем Джапаров бригадинех тара кĕрĕшнĕ. Николай Водышев, Владимир Григорьев, Андрей Колесников, Петр Абросимов тулашри стенасене сăрлаççĕ.
Мастер мана анлă классемпе, ятарлă пӳлĕмсемпе паллаштарать. Чи малтанах шкултах вырнаçмалли ача садне кĕретпĕр. Çывăрмалли, вылямалли пӳлĕмсем анлă, пысăк кантăксенчен çутă нумай кĕрет, воспитательпе нянечкăсен пӳлĕмĕсем те типтер.
– Садикра ачасен урисем çарран пулсан та шăнас çук, – тет Сергей Павлович. – Урай айне ăшă çӳрекен пăрăхсем хывса хăварнă, вĕсем бетон ăшĕнче. Çиелтен хăмасем те сартăмăр. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем халех ача сачĕпе кăсăкланаççĕ. Ĕçе çапла тĕплĕн тунипе вĕсем çав тери кăмăллă.
Предметсемпе ятарлă кабинетсем пулни вĕрентекенсене савăнтарать. Шкулăн чи пысăк мăнаçлăхĕ – спортзал. Кунта волейбол, баскетбол, мини-футбол вăййисене пĕр тăвăрланмасăр ирттерме пулать.
– Кун пекки Аксура çеç, – мухтанма пăхать мастер. – Çавăнпа та спорт ăмăртăвĕсен ытларах пайĕ пирĕн шкулта иртессе шанса тăратпăр.
Стройка вĕçĕ кунран кун çывхарать. Шкул котельнăйĕ хатĕр, ăшă пăрăхĕсене хывнă, канализаци те хатĕр. Владимир Воркунов бригади крыльцасене тĕплĕн вырнаçтарать. Валерий Степанов, Сергей Воркунов, Сергей Краснов, Петр Черпаков тата ыттисем шкул гаражне, пушар хатĕрĕсен çуртне тунă çĕрте тăрăшса ĕçлеççĕ.
– Пĕтĕмĕшле шкул июль варринелле хатĕр пулать, – тет Сергей Крюков.– Кухньăра плитасем, ытти хатĕрсене вырнаçтарасси çеç юлать. Сентябрĕн 1-мĕшне шкул тавралăхне тирпей-илем кĕртессине вĕçлеме тăрăшатпăр. Аслă Сĕнчелĕнче çакăн пек чаплă шкул ӳссе ларнишĕн чун савăнать. Аслă Сĕнчел патшасен вăхăтĕнчех Кама ку енчи чăвашсен культура, тăван чĕлхе центрĕ пулнă. Кăçал ялта шкул уçнăранпа 147 çул тултарнине палăртатпăр. Яла çĕнĕ чиркӳ те илем кӳчĕ.
– Çĕнĕ шкул алăкĕсем уçăласса пирĕн коллектив чăтăмлăн кĕтет, çав самант ял халăхĕшĕн чăн пысăк уява çаврăнать, – хавасланать шкул директорĕ Наталья Васильевна Крюкова.
Çапла пултăрччĕ те!
 
: 1365, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: