Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР ЧНКАн Хусанта чăваш класĕсем уçас шухăшне ТР Врентӳпе наука министерствипе хула мэрийĕ пĕлтĕрех ырласа йышăнчĕç. Кăçал та ЧНКА хастарĕсем ку ыйтупа Н.Валеев министрпа тата Хусан мэрĕпе И.Метшинпа темиçе хут та тĕл пулчĕç. Министерствăпа хула влаçĕ çак тĕллевпе Мускав районĕнчи 99-мĕш номерлĕ шкулта (Восход урамĕ, 29-мĕш çурт) чăваш класĕсем уçма ирĕк панă.
Чăн та, çакăн пек пысăк ĕçе пĕр-икĕ кунра пурнăçлама май çук, çапах та пăр тапранчĕ темелле. Çак кунсенче ЧНКА председателĕпе К.Яковлевпа Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ ЧНКЦ ертӳçи С.Чаркина хулари Авиастроительнăй районĕнчи 66-мĕш, Çĕнĕ Савиново районĕнчи 91-мĕш номерлĕ шкулсенче тата Юдино поселокĕнчи 152-мĕш гимназире вĕренекен чăваш ачисен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулчĕç. Пухăва районсенчи вĕрентӳ уйрăмĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш тĕлпулусем пулсан та ăнăçлах иртрĕç вĕсем. Нумайăшĕ хăйсен ачисене чăваш шкулне вĕренме яма хирĕç мар-мĕн, çавна кура кун пирки тĕрлĕ ыйту парса тĕплĕнрех пĕлме тăрăшрĕç. Ашшĕ-амăшне пуринчен ытла транспорт ыйтăвĕ, чăвашла вĕрентĕве мĕнле йĕркелесси интереслентерчĕ. Ытти предметсемпе вырăслах вĕрентĕç-и, тутар чĕлхи пулать-и тата ытти те.
ЧНКА хастарĕсем ку ыйтусене чи малтанах шута илнине пĕлтерчĕç. Ачасем предметсене унчченхи пекех, урăхла каласан вырăслах, вĕренĕç, тутар чĕлхи те пулĕ, тата паллах, эрнере икшер сехет тăван чĕлхепе культурăна вĕренĕç. Кунсăр пуçне шкулта профессионаллă педагогсем тĕрлĕ чăваш кружокĕсем йĕркелĕç.
– Паллах, педагогсене урамран пухмăпăр, ачасене вĕрентме профессорсене явăçтарас шухăш пур. Транспорт пирки те пăшăрханма кирлĕ мар. Хула мэрĕ Ильсур Метшин пире шкул автобусĕ пама шантарчĕ. Чăваш предпринимателĕсем те хĕрринче юлмĕç,– терĕ ЧНКА председателĕ К.Яковлев.
Чăваш шкулне вĕренме çӳрекенсене малашне çуллахи каникулсенче тӳлевсĕрех лагерьсене канма ярасси тата чи пĕлтерĕшли – аслă шкулсене вĕренме кĕме çăмăллăхсем парасси чăваш шкулĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине каларĕç. Чăваш шкулне уçас шухăш ашшĕ-амăшне те кăмăлне кайрĕ, вĕсем ку енĕпе шкул директорĕсемпе мар, чăваш çемйисемпе тӳрреммĕнех çыхăнма, рекламăна вăйлатма сĕнчĕç.
ЧНКА чăваш класĕсене уçас ыйтупа питĕ тăрăшса ĕçлеме хатĕрленет. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен кашни шкулта чăваш ачисен ашшĕ-амăшĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулма шутлать.
Чăваш шкулĕ пирки тĕплĕнрех 293-93-75 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.
 
: 1348, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Хăна (2008-05-27 10:33:50):
Ай, маттур та эсир!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: