Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Камăри 34-мĕш номерлĕ чăваш гимназийĕ паян республикăри чи лайăх аталанакан наци шкулĕсенчен пĕри. Унран йăхташсен тĕслĕх илмелли те, вĕренмелли те нумай. Вăл Кама леш енчи районсенчи чăваш ачисене пĕрле пухса тăван чĕлхепе пĕлӳ парать çеç мар, çамрăк ăрăвăн малашлăхĕ çинчен те шутлать. Çак гимназие пĕтерекенсем, тĕслĕхрен, çĕр проценчĕпех аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Гимназин ĕçĕ-хĕлĕпе малашнехи планĕсем çинчен унăн директорĕнчен А.Гавриловран ыйтрăмăр.
– Анатолий Петрович, Тутарстанăн хулисенче чăваш чĕлхине вĕрентессине йĕркелесси калама çук йывăр ĕç, сирĕн те малтан çулăр такăрах пулман-тăр, çапах та Анат Камăра наци пĕлĕвĕн вучахне мĕнле чĕртрĕр?
– Мĕнрен пуçланнине тӳрех калаймăп, эпĕ ку ĕçре 1993 çултанпа кăна. Тӳрех гимнази йĕркеленмен, паллах. Малтан 1992 çулта ачасем нумаях пулманнипе тутар вырсарни шкулĕ çумĕнче икĕ чăваш класĕ уçăлнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – вырсарникунсенче аслисемпе тата ачасемпе ĕçлесси пулнă. Анат Камăра чăвашсем нумайăн пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен тăван чĕлхине тунсăхлани çакăн пек пысăк ĕç пуçарма хистенĕ те. Н.Атряскина (вырсарни шкулĕн директорĕ), унăн çумне Н.Ефремовăна, чăваш чĕлхин учителĕсене: М. Егоровăпа В.Юнусовăна тата ыттисене уçман çереме уçма çăмăлах тивменни каламасăрах паллă. Çапах та çак ĕçе вĕсем чунтан юратса, кăмăлтан пурнăçланă. Кайран ачасен шучĕ ӳссе пынăран чăваш вырсарни шкулĕ йĕркеленнĕ. Унта ĕçлекенсем вара хăйсен ĕçне ача сачĕсенче те пуçарнă. Камские Поляны поселокĕнчи, Анат Уратьмари шкулсенче те чăваш ушкăнĕсем йĕркеленнĕ.
1998 çулта вырсарни шкулĕн ятне улăштарса шкул тулашĕнче ĕçлекен чăваш центрĕ туса хучĕç. Шăп çав çулта ТР Вĕрентӳ министерствинчен тĕрĕслев килсен, Анат Камăра чăваш гимназине уçмалли мĕнпур условисем пур тесе йышăнчĕç. Пире ун чухнехи хула мэрĕ И.Метшин питĕ пулăшрĕ, 85-мĕш номерлĕ ача сачĕн çуртне уйăрчĕ. Çапла эпир 1999 çултанпа гимнази шутланатпăр.
– Ача сачĕсенче чăваш ушкăнĕсем халĕ те пур-и?
– Палăртса хăвармалла, чăваш хастарĕсем вăл вăхăтрах ача сачĕсенче чăваш ушкăнĕсем уçса питĕ тĕрĕс тунă. Енчен те ачана мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхене вĕрентмен пулсан, çак ĕç пăчланса ларатчĕ. Паян та ку опыта эпир малалла тăсатпăр. Хальхи вăхăтра хулари 19 ача садĕнче чăваш ушкăнĕсем пур.
– Унта мĕнле программăпа ĕçлеççĕ?
– Ку тĕлĕшпе эпир ача садĕнче чăвашла вĕрентмелли ятарлă программа хатĕрленĕ. Унта ача пĕр çул хушшинче, икĕ çулта, виçĕ çул хушшинче миçе сăмах, пĕлтерĕшĕсене, шут-хисеп, тĕссене вĕренмеллине палăртнă. Тата паллах, кунта чи кирли – ачана мĕн пĕчĕкрен сцена çине тухма явăçтарни. Вĕсен çав тери хăйсене кăтартас, артист пек пулас килет вĕт. Çавăнпа вырсарни шкулĕнче малтанах тăван чĕлхене çеç мар, чăвашла юрлама, ташлама та вĕрентнĕ. Халĕ те ку çапла.
Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕн управленийĕпе тунă килĕшӳ (ăна кашни çул тăсса пыратпăр) пире çăмăллăхсем парать. Унпа килĕшӳллĕн, управлени пире тĕрлĕ енлĕн пулăшать, вĕрентӳ пособийĕсемпе, чăваш юррисене вĕрентме музыкантсемпе тивĕçтерет. Эпир кашни садикра çулталăкĕпех тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Ку пирĕншĕн те, управленишĕн те аван.
– Хальхи вăхăтра гимназире миçе ача пĕлӳ пухать?
– Аксу, Нурлат,Чистай, Элмет, Çарăмсан тата Анат Кама хулипе районĕсенчен пурĕ 173 ача вĕренет. Юлашки çулсенче пирĕн пата чăвашсем кăна мар, вырăс, мордва, тутар ачисем те вĕренме килчĕç.
– Сирĕн гимназие пĕтерекенсем аслă шкулсене пурте вĕренме кĕреççĕ-ха, вĕсем тӳлевсĕрех вĕренеççĕ-и?
– Аслă шкулпа çыхăну тытни çав тери аван, вăл – гимназие малалла аталантармалли мел. Эпир И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе темиçе çул каяллах килĕшӳ тунă. Унти профессорсем пирĕн ачасене аслă шкула хатĕрлеме килеççĕ. Гимназие пĕтерекенсемшĕн ЧПУн кашни факультечĕн алăкĕ уçă. Паянхи кун унта пирĕн пурĕ 62 ача медицина, информатика, электроэнергетика тата ытти факультетсенче вĕренеççĕ. Палăртса хăварам, гимназие аталанма ЧПУ ректорĕ Л.Кураков питĕ пысăк тӳпе хыврĕ. Пирĕн патран вĕренсе тухакансенчен 100 проценчĕпех аслă шкула вĕренме кĕреççĕ, çитменнине вĕсенчен 85 проценчĕ тӳлевсĕр пĕлӳ пухать. Чăн та, ыттисен, балл сахалрах пухнисен, тӳлесе вĕренме тивет.
– Гимназин малашнехи планĕсем мĕнле?
– Татса паман ыйтусем пирĕн çителĕклех, пĕрремĕшĕ – ачасем валли пурăнма интернат тăвасси, çаплах транспорт ыйтăвĕ те çук мар, ачасене пĕлтĕр районсене автобуспа илсе çӳреттĕмĕр, кăçал шкул автобусĕсене муниципалитета пачĕç те эпир йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕмĕр. Ку ыйтусене татса памаллах пирĕн. Халăх калашле, чул айĕнчен шыв юхмасть вĕт, хамăрăн тăрăшмалла. Çапах та нумаях пулмасть савăнăçлă хыпар илтĕмĕр, ТР Патшалăх Канашĕн культура, наука, вĕрентӳ тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Р.Валеев пирĕн гимназире спортзал тума кăçал хула бюджетне 2 милллион тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ.
– Çак ятпа эпир те саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.
 
: 1368, Хаçат: 21 (751), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: