Абдулла Алиш çыравçăн халапĕнчи хитре те ĕçчен вĕлле хурчĕ Ничкэбил мĕн кăна тума ĕлкĕрмест-ши? Вăл ĕçчен вĕлле хуçи, лайăх анне, çитменнине тата йăрăс пӳллĕ те хитре. Çак халапăн геройне тĕпе хурса ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, «ELAN-стиль», «AVT-промоушн» компанисем республикăра хĕрарăм илемĕн «Ничкэбил» конкурсне йĕркеленĕ. Ăна «Тутарстан хĕрарăмĕсем» республикăн обществăлла организацийĕн (ТР вице-премьерĕ З.Валеева ертсе пырать) пулăшăвĕпе ирттереççĕ.
![]() |
Хитре те пултаруллă аннесен конкурсĕ республикăра кăçал пиллĕкмĕш çул иртрĕ. Ытти çулсенче унта ытларах хуларисем кăна хутшăнатчĕç пулсан, юлашки çулсенче вăл республикипех анлăн сарăлчĕ, пултаруллă хĕрарăмсем, аннесем районсенче те сахал мар-çке. Çапла вара пирвайхи турсем – районсенче, иккĕмĕшĕ – Хусанта, финал шăпах Çемье кунĕнче иртрĕ. Конкурсра вун-вун анне хутшăнса хăй пултарулăхне кăтартрĕ.
Унăн ячĕ тутарла пулнăран-и, ытти çулсенче чăвашсем хутшăнни питех палăрманччĕ, кăçал вара пирĕн йăхташсем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхрĕç çеç мар, япăх мар кăтартусем те турĕç. Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче пурăнакан тăватă ача амăшĕ Наталья Владимировна Макарова пĕрремĕш турта та, иккĕмĕшĕнче те çĕнтерсе финала тухрĕ. Анчах, çурт-пуç çынни (мăшăрĕ темиçе çул каялла сарăмсăр вилнĕ) кил-çурта пĕр эрнене пăрахса конкурса хатĕрленме Хусана килме май пулманнипе кăна эпир ăна финалисткăсен хушшинче курмарăмăр. Анчах финалта сцена çине тухма çав-çавах тивĕçрĕ вăл. Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ жюрие хăйĕн правурлăхĕпе питĕ тĕлĕнтернĕ иккен. Çавăнпа та конкурсăн тепĕр заданине пурнăçлама ыйтнă. Наталья Владимировнăн чăваш туй йăли-йĕркипе паллаштармаллаччĕ. Каланă – тунă тенешкел, жюрие тата пухăннисене туй йăли-йĕркине кĕрлеттерсе «Çемье йăли-йĕрки» номинацире палăрчĕ.
Конкурс финалне Наталья Владимировнăна вара районĕпех хатĕрленĕ тесен те йăнăш мар-тăр. «Çĕпрел» фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа, декораципе пулăшнă пулсан, апат-çимĕçне хатĕрлеме район администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрнă, транспортпа тивĕçтернĕ. Сĕтел çинчи шăрттанпа хура, чăкăтпа кукăльсене тата чашкăрса тăракан чăваш сăрине кашни тенĕ пекех астивсе мухтамасăр чăтаймарĕ.
![]() |
Наталья Владимировнăна ку конкурсра пуринчен ытла хăйĕн ачисем пулăшса вăй парса тăчĕç. Олесьăпа Владислава (вĕсем иккĕшĕ те студентсем) «туйра» хĕрпе каччă ролĕ лекрĕ пулсан, тăхăр çулти Вадимăн хĕрĕн кĕçĕн шăллĕне выляма тиврĕ. Тепĕр тесен, Наталья Владимировнăн питех выляма та тивмерĕ, вăл хăй пĕлтĕр кăна вĕт-ха аслă хĕрне Юльăна качча панă.
– Хĕрĕме качча патăм, кукамай пултăм, халĕ акă тата «Ничкэбиле» хутшăнтăм,– савăнăçне пытараймарĕ йăхташăмăр.
Кукамай тенĕрен, Наталья Владимировна çамрăк-ха, 43-ре кăна. Мăшăрĕсĕр юлсан та ачи-пăчине ура çине тăратма тăрăшать. Çав хушăрах ĕçе те ĕлкĕрет, вăл Ульяновскри культурăпа çутĕç училищин дирижер уйрăмне пĕтернĕренпе 23 çул ĕнтĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи Культура çуртĕнче тăрăшать, темиçе çул директор пулнă, халĕ илемлĕх ертӳçи.
– Çĕнтересси пирки шутламан, маншăн хутшăнни те савăнăç. Эпир хăш-пĕр конкурсанткăсем пек, профессионаллă музыкантсем те, ташăçăсем те мар, хулара пурăнмастпăр, çавах та çакăн пек конкурсра финала çитни хăй пĕр телей, апла-тăк, эпир те, ял хĕрарăмĕсем, пултаратпăр,– терĕ Наталья Владимировна.