Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай нациллĕ Хусан хулин Туслăх çуртĕнче те Халăхсем хушшинчи çемье кунне чаплăн паллă турĕç. Залра нацисен апат-çимĕçне лартнă сĕтелсем хушшине тĕрлĕ халăх çыннисен нумай пурăнакан тата çамрăк çемйисене чĕннĕ. Кам кăна çукчĕ унта: вырăс, тутар, грузин, эрмен... çулланнисем, вăтам çултисем, шкул ачисем тата чи пĕчĕккисем. Пĕри те тимлĕхсĕр юлмарĕ, вĕсене çав кун пурне те çемье уявĕ пĕрлештерчĕ-çке. ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн Ф.Мухаметшинăн ятĕнчен ассамблейăн ĕçтăвком председателĕн çумĕ Н.Владимиров саламларĕ.
Мероприятие Хусанти «Нумай нациллĕ вырсарни шкулĕ» вĕрентӳ центрĕ хатĕрленĕ. ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ М.Хухунашвили пĕлтернĕ тăрăх, унта ытларах çак вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсен, вĕренекенĕсен çемйисене чĕннĕ. «Уявăн тепĕр енĕ те пур, эпир пĕрле нумай çул пурăнакан çемьесен опычĕпе çамрăккисене паллаштарасшăн»,– терĕ вăл. Чăн та, каярах тĕллеве пурнăçласа уява ертсе пыракансем аслă çултисенчен телейлĕ çемье вăрттăнлăхĕсене ыйтрĕç. Нумай-нумай çул пурнăç çулне пĕрле такăрлатакансене хулари ЗАГС савăнăçлă лару-тăрура «Вăрăм ĕмĕрлĕ çемье» сертификатпа чысларĕ.
Тутарстанра халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăракан чăвашсенчен çак хисепе Нина Александровнăпа Василий Афанасьевич Дедушкинсем тивĕçрĕç. Вĕсем 49 çул пĕрле пурăнаççĕ. Тухтăр-ветерансем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, халĕ тăватă мăнукĕ савăнтарать. Уява вĕсен ачисем, мăнукĕсем те килнĕччĕ. Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи С.Чаркина та Дедушкинсене асăнмалăх парне тата чечек çыххи пачĕ.
Хулари тĕрлĕ халăх общинисем те парăмра юлмарĕç, пухăннисене хăйсен чĕлхипе юрласа, ташласа савăнтарчĕç.
 
: 924, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: