Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 15-мĕшĕнче çанталăкĕ ăмăр тăчĕ пулин те Çемье уявне пĕрре те тĕксĕмлетеймерĕ. Савăнăçлă вăйă-кулăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе тата çемье ыйтăвĕсене çӳллĕ шайра сӳтсе явнипе иртрĕ вăл.
М.ШАЙМИЕВ: «ТУТАРСТАН УСРАВ АЧАСЕНЕ ÇУРТ-ЙĔРПЕ ТИВĔÇТЕРЕЕТ»
Çемье ыйтăвне Тутарстанра яланах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Раççейре «Атте-анне мухтавĕ» ордена çак кунсенче кăна çирĕплетрĕç пулсан, пирĕн республикăра нумай ачаллă аннесене акă ĕнтĕ миçемĕш çул «Анне мухтавĕ» медальпе чыслаççĕ. Халăхсен хушшинчи Çемье кунĕнче те Тутарстан ертӳçисем çемье ыйтăвне çӳллĕ шайра сӳтсе яврĕç. Çав кун республикăн ыр кăмăллăх ĕçĕсем енĕпе канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне ТР Президенчĕ М. Шаймиев хутшăнчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа тунă докладра РФ Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсем енĕпе пĕрремĕш çумĕ А.Хайруллин Совет Союзĕ арканнă хыççăнах патшалăх идеологийĕ арканни, çемье пĕлтерĕшĕ йӳнелни паянхи демографи лару-тăрăвне хавшатнине каларĕ. Раççейре, ку енĕпе чăнах та шутламалăх пур-мĕн, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршыв халăхĕ çуллен 600 пин çын чакать. АПШра, çав вăхăтрах, тĕслĕхрен, пач урăх курăну. Патшалăх политики пулăшнипе çынсене ачаранах патриот пулма хăнăхтараççĕ, вĕсен çемьере 3-4 ача çуратасси, усрава ача илесси модăра иккен. «Пирĕн те ача çураласлăхне çулсерен 68-70 пине çитермелле»,– терĕ А.Хайруллин. Ун шучĕпе, чи пысăк потенциал– ялсенче. Çавăнпа халăх шутне ӳстерес тесен ялсенче ача çуратма пултаракан çулсенчи çынсем нумай пулмалла, мĕншĕн тесен ялсенчи çемьесем чи тĕреклисем. Хальхи вăхăтра ялсенче çĕршывăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ пурăнать. Ача çуралассине ӳстерес тесен çамрăксене ялта хăварма тăрăшмалла, апла-тăк вĕсем валли лайăх ĕç вырăнĕсем туса тупăшне ӳстермелле, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Ку енĕпе ялти çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр лартма укçа уйăрмалли программа ырă тĕслĕх пулчĕ.
24 çул стажлă педагог Т.Степанова усрав çемьесен ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕ. Степановсем Хусанта çул çитменнисене усрава илнĕ пирвайхи çемьесенчен пĕри. Вăл хăй докладĕнче юлашки çулсенче тинех патшалăх усрав çемьесене те тимлĕх уйăрни пирки каларĕ: пособисем ӳснĕ, ачана усрава илнĕ педагогсене хушма тӳлев, ача усрава илнĕ аннесене уйăхсерен хула бюджетĕнчен икшер пин укçа параççĕ. Усрав ачасене малашне аслă шкулсене вĕренме кĕме, пурăнмалли сертификатсемпе тивĕçтерме шантарнăшăн вăл М.Шаймиева тав турĕ.
Минтимер Шарипович ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрне А.Шафигуллина пурăнмалли çурт-йĕрĕ çук усрав ачасене пурне те пурăнмалли сертификатпа тивĕçтернине тĕрĕслесе тăма хушрĕ: «Тутарстан кун пек ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме хал çитереет. Ку ыйтăва соципотека программи пулăшать. Приютсенчен ача усрава илме кăмăл тунă кашни çемьене пулăшмалла, ача çурчĕсенче пĕр тăлăх та ан юлтăр»,– терĕ Президент. Республика ертӳçи çаплах тепĕр çивĕч ача сачĕсен ыйтăвне те хускатрĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенчи лару-тăрăва уçăмлатма каларĕ. Мĕншĕн тесен садиксене ачисене çӳретмесĕр ахаль кăна вырăн йышăнса тăракансем нумай-мĕн хулара. Çаплах демографи лару-тăрăвне шута илсе çитес 10-15 çулта ача сачĕсенче миçе вырăн кирлине шутлама хушрĕ.
Татьяна Степанова каланă тăрăх, республикăра ача усрава илес текенсем сахал мар, анчах пурăнмалли вырăнĕ çуккипе вĕсем çак ырă ĕçе пурнăçлаймаççĕ. Усрав çемьесен центрĕн проектне хатĕрленĕ, ăна Левченко поселокĕнчи ача сачĕн çуртĕнче пурнăçа кĕртме май пуррине каларĕ вăл. «Енчен те çак çурта 4 хваттер тусан, унта 20 усрав ача çемье хӳтлĕхне тупĕччĕ», – терĕ. Сĕнĕве М.Шаймиев ырласа: «Ку лайăх опыт пулнă пулĕччĕ, эпир сирĕн ыйтăвăра илтрĕмĕр тесе шутлама пултаратăр», – тесе шантарчĕ.
Минтимер Шарипович ялсене пĕтĕмĕшле врач практикин тухтăрĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва та çăмăллăнах татса пама май пуррине пĕлтерчĕ, кун валли студент-медиксене аслă шкул хыççăн районсене яма сĕнчĕ. Сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов медиксене çурт-йĕрпе тивĕçтерекен районсенче ку ыйтăва питĕ хастар татса панине пĕлтерчĕ. Çаплах министр медицинăн аслă шкулĕсенче çар кафедрисене пĕтернипе халĕ алла диплом илекен медиксене альтернативлă служба районсенчи больницăсенче иртмелли варианта пăхса тухнине пĕлтерчĕ.
 
: 987, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: