Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 18-мĕшĕнче музей ĕçченĕсем професси кунне паллă турĕç. Анăçри çĕршывсенче тахçанах йăлана кĕнĕ «Музейри каçа» Раççейре те хапăлласах йышăнчĕç. Хусанти ӳнер, наци музейĕсенче те çак куна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Программăра экспонатсемпе паллашасси те, концерт та, театрализациленĕ представленисем те пулчĕç. Çапла тĕп хулара паллă турĕç уява, «переферире» вара мĕнле? Тутарстан районĕсенчи музей ĕçченĕсем мĕнле ирттерчĕç уява?
Сăвар хулашĕн музей заведующийĕ Н.М.Садриева хаваспах каласа пачĕ пире çакăн çинчен. Вырсарникун, майăн 18-мĕшĕнче кунта ачасемпе пысăк мероприяти ирттернĕ. Паллах, чи малтан музее хăçан, мĕнле йĕркелени çинчен каласа панă. Ун хыççăн 30 яхăн ачана «Сăварсемпе» «Суперхĕрачасем» командăсем çине уйăрса вăйăсем, викторина ирттернĕ. Ачасем çаплах Сăвара халалласа тăватă йĕркерен тăракан сăвă çырнă, ӳкерчĕксем тунă.
Командăсен ĕçне жюри хакланă. Нинель Масгутовна каласа панă тăрăх, чылай мероприятие вырăнти библиотекăпа, Культура çурчĕпе пĕрле йĕркелет музей. Хальхинче те жюрире ача-пăча библиотекин заведующине В.Г.Чичковăна, ялти Культура çурчĕн заведующине В.Н.Родионовăна курма пулчĕ.
Уяв «Пĕлетĕн-и эсĕ хăвăн ялна?» викторинăпа вĕçленчĕ. Ачасем Кузнечиха ялĕн историне пĕлнине кăтартрĕç, асра тытса Кузнечихăран Сăвара çитме çул ӳкерчĕç.
Çĕнтерӳçĕсене парнесем парсан савăнăçлă ачасене сĕтел хушшине лартса чейпе сăйларĕç. Çак уява ирттерме пулăшнăшăн Нинель Садриева «Сувар» урлă паллă мецената, Элкел районĕнче çуралса ӳснĕ ырă чăваша Валерий Михайлович Волостнова тав тума ыйтрĕ.
 
: 2363, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: