Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурхи призыв хĕрсех малалла пырать. Республикăра пурăнакан салтак çулне çитнĕ ачасене кашни районтан, ялтан тенĕ пек ТР çар комиссариачĕ çанăсене тавăрсах пуçтарать. Пулас салтак хурланать, ашшĕ-амăш хуйхăрать. Анчах та...
Çук, пăшăрханма кирлĕ мар. Пĕтĕмпех лайăх пулать. Асаттесемпе аттесем хĕсметре тăрса килнĕ, пирĕн ачасем те сывлăхпа таврăнаççех. Эпир шанатпăр.
ТР çар комиссариачĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, пирĕн республика каччисем хамăр çĕршывран инçе каймаççĕ. Атăлçи-Урал тата Ленинград территорийĕнче вырнаçнă çар округĕсенче пулаççĕ. Планпа çурхи призывра пурĕ 4 пин çын кайма тивĕç.
Пĕрремĕш ушкăн иртнĕ эрнере, майăн 14-мĕшĕнче, 52 каччăран тăракан виçĕ команда çар службине çул тытрĕ.
Хальхи призывăн уйрăмлăхĕ – аслă пĕлӳ илнĕ çамрăксемпе техникум пĕтернисене пуçтарасси. Çак ĕçе çар комиссариачĕпе пĕрле вĕрентӳ учрежденийĕсен ертӳçисем те хутшăннă.
Кăçалтан хĕсмет вăхăчĕ 1 çул çеç пулать. Анчах та салтака каяссин срокне тăснин сăлтавĕсен шутне пĕчĕклетнĕ. Халиччен 25 тĕрлĕ сăлтав пулнă, кăçалтан 9-ăшне чакарнă. Çапах та сывлăх мĕнле пулнинчен, çемьери лару-тăрăва пула тата патшалăх аккредитацине иртнĕ аслă шкулсенче вĕренекенсене салтака каяссин срокне тăсассине хăварнă.
Призывниксем халĕ малтанхи пек çар комиссариатĕнчен мар, «Патриот» пухăнмалли пунктран каяççĕ.
Çак пункта салтакри казармăсен копийĕ темелле. Пилĕк хутлă çуртра вырнаçнă:
– призывниксем валли пӳлĕмсем. Пурĕ 550 çын вырнаçать кунта;
– тĕрлĕ мероприятисем ирттермешкĕн 600 лармалли вырăнлă, 800 тăваткал метр пысăкăш зал;
– призывниксене тумсемпе тивĕçтерекен пӳлĕм;
– медкомисси иртекен пӳлĕм;
– 450 çын ларакан вырăнлă, 800 тăваткал метр пысăкăш столовăй тата буфет;
– призывниксен ашшĕ-амăшĕсем валли 45 çын вырнаçакан хăна çурчĕ;
– чи кирлĕ япаласем туянмашкăн лавкка;
– ТР пухăнмалли пунктăн штабĕ;
– христиан тата мăсăльман тĕнне ĕненекенсем валли уйрăмшар пӳлĕмсем;
– 80 çын вырнаçакан пӳлĕм. Кунта призывниксен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе курнăçма пултараççĕ. Ывăлĕсем ăçта, хăçан, мĕнле поездпа кайнине те кунтах пĕлме пулать.
Пухăну пунктĕнче çаплах çынсенчен ыйтусем тата çăхавсем илме «хĕрӳ лини» уçнă. Унта 227-44-71 факспа тата tatvoenkomat@tatar.ru электронлă почтăпа яма пулать.
Призывниксен çак пунктра виçĕ кун таранччен пулма май пур. Вĕсене унта виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, çар тумĕ тăхăнтартаççĕ, çул çине тухмашкăн паек параççĕ.
Тата чи интересли, Тутарстан Правительстви пирĕн республика призывникĕсене мобильлĕ телефон парать. Çаплах уйăхсерен салтак телефонĕ çине укçа хурăнать.
Ырă çул пултăр сире, хисеплĕ салтаксем! Сывлăхпа таврăнса аçăр-аннĕрсене, юратнă хĕрĕрсене савăнтармалла пултăр! Сире килте кĕтеççĕ!
 
: 1263, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: