Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çемье – кил ăшши», –çак сăмахсемпе пуçланчĕ Элмет район Культура çуртĕнче иртекен мероприяти. Вăл майăн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Çак кун календарьпе Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ шутланать. Çемье кунĕсĕр пуçне тата Çемье çулĕ те пырать. Шăп çак уява халалласа Элмет районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Инна Ивановна Альмукова нумай çул пĕрле пурăнакан тата тĕслĕхлĕ çемьесене чĕнсе асăнмалăх, савăнмалăх хаклă парнесем пачĕ.
 
Çемьесене саламлама çаплах вăрăм çула кĕскетсе ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ, ТР Обществăлла палата членĕ, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ Константин Геннадиевич Яковлев килнĕ.
Питĕ ăшă сăмахсем каласа Константин Геннадиевич çемьесене мăшăрăн-мăшăрăн сцена çине чĕнсе саламларĕ.
Кусем Сиреньел ялĕнче пурăнакан Ипполитовсем. Çемье пуçĕ Василий Никитович – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, унăн мăшăрĕ Ольга Николаевна. Вĕсем пĕр-пĕрне юратса, ăнланса 51 çул пĕрле пурăнса пилĕк ача ӳстернĕ. Вĕсен тăхăр мăнук.
Кичуй ялĕнче пурăнакан Телепенинсем. Иван Васильевичпа Валентина Николаевнăна ăçта тĕл пулсан та пĕрле курма пулать. Вĕсем 50 çул пĕрле пурăнса Викторпа Екатеринăна ӳстерсе аслă çул çине кăларнă.
Патраклă ялĕнче 60 çул пĕрле пурăнакан Утнюхинсем. Петр Петрович – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ нефтяникĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ хăйĕн мăшăрĕпе Сайреби Савдингиковнăпа пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Вĕсен килĕнче тăван-пĕлĕшĕсем каланă тăрăх хăçан та ырă сăмахпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе тăраççĕ.
Çывăх вăхăтра ылтăн туй пуласса кĕтсе тăракансем Кичуй ялĕнче пурăнакан Шакшинсем. Çемье пуçĕ Александр Григорьевич ĕмĕрĕпе тенĕ пек механизаторта ĕçленĕ. Вĕсем Варвара Васильевнăпа икĕ хĕр ӳстернĕ. Вĕсен тăватă мăнук.
Патраклă ялĕнче пурăнакан Сатыбаловсем – Владимир Семеновичпа Зоя Ухуньевна 30 çул пĕрле пурăнса Геннадипе Натальйăна çитĕнтернĕ. Зоя Ухуньевна, хăй пысăк çемьере ӳснĕскер, халĕ те йăла-йĕркене пăхăнса пурăнать.
Çаплах Патраклă ялĕнче пурăнакан çемье – Минюхинсем. Çемье пуçĕ Евгений Петрович, пĕлтĕр ТР тава тивĕçлĕ нефтяникĕ ятне тивĕçнĕскер, Нина Александровнăпа сахал пурăнман. Пĕр-пĕрне пулăшса вĕсем икĕ ывăл ӳстернĕ. Часах пĕрремĕш мăнукĕ çут тĕнче курмалла. Нина Александровна хăй те нефтяник. Çитменнине тата армрестлинг спорчĕпе кăсăкланать.
Сиреньел ялĕнче пурăнакан Ульдюковсем. Çемье пуçлăхĕ Михаил Ананьевич – депутат. Вăл хăй те нумай ачаллă çемьере ӳснĕскер, ача сасси килте нихăçан та ан татăлтăр тет. Унăн мăшăрĕ Галия Минзагитовна ăна хăçан та пулăшма тăрăшать. Пĕр-пĕрне юратса 25 çул пурăнаççĕ. Çак юрату Надежда, Ольга тата Марийăна пурнăç парать.
Ивановсен çемйи нумай пулмасть кĕмĕл туй туса ирттернĕ. Çемье пуçĕ Николай Ильич, депутат, нефтяник. Унăн мăшăрĕ Ольга Михайловна – пуçламăш классен учителĕ. Сиреньел ялĕнче вĕсене «ылтăн кӳршĕсем» тесе чĕнеççĕ. Вĕсен икĕ хĕр Еленăпа Светлана.
Элмет хулинче пурăнакан Тимировсем. Çемье пуçĕ Леонид Ильч «Клемент» тулли мар яваплăхлă обществăра тĕп инженер пулса ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Тамара Алексеевна – çыхăну уйрăмĕн начальникĕ. Çемьере вĕсен виçĕ ача: хĕрĕ Светлана тата ывăлĕсем Евгенипе Виктор.
Каликовсем те 30 çул ытла пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Михаил Дмитриевич тракторист, Нина Михайловна Клемтел ялĕн Культура çурчĕн директорĕ. Вĕсен виçĕ ывăл: Сергей, Алексей тата Максим. Вĕсене Клемтелĕнче питĕ туслă та çирĕп çемье теççĕ.
Инна Альмукова çаплах «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Элметри управленийĕн ертӳçи пулса ĕçлет. Çавăнпа та «Единая Россия – Крепкая семья» проект витĕмĕпе çак асăннă çемьесене хаклă парне парса савăнтарма шут тытнă. Çемьесем чăнах та чунтан савăнчĕç.
Çак уява чăннипех те хитрелетес тесе Шупашкар артисчĕсем те хапăл туса килнĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Васильев хăйĕн ушкăнĕпе чĕререн тухакан юрăсем юрласа савăнтарчĕ.
 
: 1262, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: