Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ку эрне республикăри журналистсемшĕн хаваслăн пуçланчĕ. Тунтикун, майăн 19-мĕшĕнче, массăлла хыпар хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Тутарстан пичечĕн кунне паллă турĕç. Журналистсене професси уявĕпе ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Х.Мухаметшин саламларĕ:
– Çак уява ТР Патшалăх Канашĕ вунă çул каялла çирĕплетрĕ. Çавăнтанпа майăн 19-мĕшĕ республикăра паллă вырăн йышăнать. Кашни пичет кăларăмĕ, телеканал, радио хăйсен ырми-канми ĕçĕпе пĕрлĕхлĕ информаци уçлăхĕ йĕркелеççĕ. Республикăри хуласемпе ялсенче пулнă май эпĕ хам та пичетленĕ, каланă сăмахăн вăйĕ халăхшăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕрре мар курса ĕненнĕ. Тутарстан журналисчĕсем яланах хăйсен аудиторине хаклаççĕ, унăн шанăçне тӳрре кăларма тăрăшаççĕ. Суйласа илнĕ çулпа малашне те пĕр такăнмасăр малалла утма сунатăп сире. Влаçпа обществăна хыпар кĕперĕпе çыхăнтараканнисем, çывăхлатаканнисем шăпах журналистсем-çке, – терĕ Фарид Хайруллович Патшалăх Канашĕнче иртнĕ тĕлпулура.
Çак кунах «Ватаным Татарстан» хаçат хăйĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Пичет кунне халалланă ытти мероприятисем паян иртеççĕ: Хусанти Бауман урамĕнче йăлана кĕнĕ «МХХсен урамĕ» («СМИшная улица») пулать тата «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче «Бэллур калэм – Хрустальное перо» журналистсен конкурсне пĕтĕмлетеççĕ.
«Сувар» редакцийĕнче тăрăшакансем те, паллах, асăннă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Пирĕн хаçат ĕçне патшалăх власть органĕсем те, «Татмедиа» массăлла коммуникацисен агентстви те хаклани пире çав тери савăнтарать. Сăмах май, кăçалхи август уйăхĕнче «Сувар» та 15 çул тултарать. Хисеплĕ вулакансем, 2008 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăнтару малалла тăсăлнине тепĕр хут аса илтеретпĕр, «Суварăн» индексĕ – 54156, çур çула çырăнмалли хак ӳсмен – 132 тенкĕ.
Майăн 19-мĕшĕ тĕлне «Суварăн» çырăнтару кăтартăвĕсем çапларах: Аксу – 168 экземпляр, Элкел – 56, Элмет – 164, Пăва – 285, Çĕпрел – 333, Нурлат – 89, Теччĕ – 72, Çарăмсан – 101, Хусан хули – 96. Ытти районсенче 50-ран сахалрах. Хаçатăн малашлăхĕ еплерех пуласси чи малтан тиражран килет. Республика шайĕнчи пĕртен-пĕр чăваш хаçатне малашне кăмăлтан çырăнса илсе вуласса шанса тăратпăр, хисеплĕ вулакансем.
 
: 1263, Хаçат: 21 (751)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: