Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Коррупцие хирĕç
Раççейре наци проекчĕсем пурнăçланса пыма тытăннă хыççăн çĕршывра патшалăх заказĕн системи ĕçлеме пуçланă. Тутарстан вара ку тытăм çине пуринчен малтан куçнă регионсенчен пĕри шутланать. Апла пулин те ыйтусем сахал мар сиксе тухаççĕ. Чи анлă сарăлни – патшалăх заказĕсем вырнаçтармалли конкурссене «ют» компанисене кĕртменни. Тĕслĕхрен, 2008 çулти пĕрремĕш кварталти патшалăх заказĕн пĕтĕмĕшле суммин 87 процентне пĕр организацире кăна вырнаçтарнă. Монополисемпе кĕрешекен федераци службине иртнĕ çул хушшинче ку тĕлĕшпе 182 çăхав панă. Асăннă пулăмсенчен 65 процентĕнче конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене пăрахăçласа ăна çĕнĕрен йĕркелесе ирттерме хушнă.
 
Пурнăç шайĕ ӳсет
ТР Экономика министерствин кăтартăвĕсемпе, Тутарстан çыннисен тупăшĕсем 2011 çул тĕлне 1,4 хут ӳсмелле. Регионти пĕтĕмĕшле продукт (ВРП) ӳсĕмĕ – 7 процентпа, инвестицисем – 14 процентпа танлашмалла. «Инвестицисен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ ВРП ӳсĕмĕнчен икĕ хут пысăкрах пулни уйрăмах лайăх», – тесе палăртрĕ ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин. 2007 çулта Тутарстан производстви мĕнпур Раççей производствинче 2,7 процент йышăннă пулсан, 2011 çул тĕлне вăл 3 процента çитмелле.
 
Алиментран ан пытан
Кăçал Çемье çулталăкĕ пулнине пăхмасăрах республикăра уйрăлакансен шучĕ, апла пулсан алимент тӳлеменнисен шучĕ те, ӳссех пырать. Суд приставĕсен федераллă службин ТР управленийĕн кăтартăвĕсемпе, кăçалхи тăватă уйăхра 27 пин ашшĕсемпе амăшĕсем пĕтĕмĕшле хăйсен ачисене 65 миллион тенкĕ ытла тӳлемен. Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаттарас тĕллевпе халĕ суд приставĕсем «Время платить алименты» акци ирттереççĕ, вĕсем июнĕн 1-мĕшĕччен мĕнпур парăмçăсем патне çитме сăмах параççĕ.
 
Çĕнĕ университет
Тутарстанра Туполев ячĕллĕ ХПТУ (КАИ), ХПТУ (КХТИ), Хусанти энергетика тата архитектурăпа строительство университечĕсен, Кама патшалăх инженерпа экономика академийĕн никĕсĕ çинче Атăлçи тăрăхĕнчи Федераллă политехника университетне йĕркелеме палăртнă. Вузсем пĕрлешнинчен тупăш сахал мар илеççĕ. Раççейри хальхи Кăнтăрти тата Çĕпĕрти федераллă университетсем пĕлтĕр бюджетран 6 миллиард тенкĕ илнĕ. 2009 çулта çĕнĕ федераллă университетсем тума 13,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
 
Суйлав комиссийĕ çĕнелет
Тутарстан Тĕп суйлав комиссийĕн полномочийĕ кăçал вĕçленет, çавăнпа та ăна çĕнĕрен суйлама тивĕ. ТР ТСК йĕркелемелли процедура çапларах: составăн çуррине республика Президенчĕ, тепĕр çуррине – парламент тăратать. Унсăр пуçне тата кашни çурринче федераци центрĕн пĕрер представителĕ пулмалла. «Сентябрь варринелле пирĕн Тĕп суйлав комиссийĕн çĕнĕ составне палăртмалла, – тесе каларĕ ку эрнере ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин. – Унăн легитимлăхĕ пирки пĕр ыйту та сиксе ан тухтăр. 2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ пулмалла-çке».
 
: 1188, Хаçат: 21 (751), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: