Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кукăль-пӳремеч, салат, консерва... мĕн кăна пĕçерме-хатĕрлеме пĕлмест пуль Матак ялĕнче (Çĕпрел районĕ) пурăнакан Нина Федоровна Ушакова. Пахча çимĕçне килти пахчара хăй ӳстерет пулсан, кăмпа-пулăпа мăшăрĕ Николай Никандрович тивĕçтерет. Çывăхри вăрманăн хăш кĕтесĕнче мĕнле кăмпа ӳснине, çырмасенче мĕнле-мĕнле пулă ĕрченине Коля тете хăйĕн пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек чухлать. Хăй çемйине кăна мар, кӳршĕ-аршине те кучченеç парать.
Çак мăшăр çемье çавăрнăранпа 33 çул ĕнтĕ, пилĕк ача çуратса ӳстернĕ вĕсем, халĕ хăйсем те асатте-асанне, куками-кукаçи пулнă. Нина Федоровна хуçалăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлман пулин те йышлă ачи-пăчине тутлă апат пĕçерсе çитерме нихăçан та ӳркенмен.
Нина Федоровна нумаях пулмасть 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паллах, яланхи пекех сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлерĕ вăл. Н.Ушакова пĕлекен рецептсен шучĕ те çук, пахча çимĕçрен, кăмпа-çырларан, пулăран пĕçернĕ апачĕ, чăн та, чĕлхене çăтса ямалла тутлă, çапах та сĕт юр-варĕнчен хатĕрлени тата та тутлăрах. Юбиляр пĕрне, килте тунă сырăн рецептне, вулакансене те пĕлтерме килĕшрĕ:
Сыр валли: 2 килограмм тăпăрч, 2,5 литр сĕт, 4-5 çăмарта, 200 грамм услам çу, кăшт тăвар, сахăр песокĕ тата апат соди кирлĕ. Тăпăрча ирхи сĕт çине ярса вăйлă мар çулăм çине лартмалла. Сĕт вĕриленсе пынă май, тăпăрч пиçсен ăна çулăм çинчен илсе марля е дуршлаг витĕр шывне сăрăхтармалла. Унтан тăпăрча çăмарта, услам çу, тăвар, сахăр, апат соди ярса лайăх хутăштармалла та кастрюле ярса (тĕпне çу сĕрме ан манăр) каллех вăйсăр çулăм çине лартмалла. Кашăкпа вĕçĕмсĕр пăтратса тăмалла. Хутăш тăсăлакан пулчĕ-тĕк – сыр хатĕр. Енчен те эсир ăна тата тутлăрах тăвас тетĕр пулсан, сыр çине вĕтĕ теркăпа вĕтетнĕ ыхра е укроп, е тмин вăрри хушса савăтсем çине ярса сивĕтме лартмалла.
Нина Федоровнăна 55 çулхи юбилей ячĕпе эпир те саламлатпăр, çирĕп сывлăх, апачĕ тутлă, кĕреки тулли пулма сунатпăр.
 
: 1341, Хаçат: 20 (750)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: