Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ Упири тулли мар вăтам шкул 3-4 йывăç çуртран тăрать. Аслă вăрçă хыççăнах лартнă вĕсене, лаша, чăх витисене пăсса... Вĕренекенсем кунта яланах йышлă пулнă. Паян 171 ача пĕлӳ илет Çĕнĕ Упире.
Çурчĕсем кивĕ пулсан та, кунта илекен пĕлӳ шайĕ самаях çӳллĕ курăнать. Шкултан вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ ятлă-сумлă пулнă. Хисепе тивĕçлĕ çемьесенчен пĕри – Дергуновсем. Çĕнтерӳ уявĕ умĕн, майăн 6-мĕшĕнче шкул çурчĕн стени çине Л.В.Дергунова, Социализмла Ĕç Геройне халалласа Асăну хăми çакрĕç. Лазарь Васильевич 1914–1918 çулсенче çак шкулта вĕреннĕ. Паян та вĕрентекенсем ĕç паттăрне ачасене тĕслĕхе илсе воспитани параççĕ.
Савăнăçлă митинга шкул директорĕ Г.П.Саландаева уçрĕ, шкул ĕçченĕ А.П.Макарова пухăннисене Л.Дергуновăн паттăрла ĕçĕсем çинчен аса илтерчĕ.
Лазарь Васильевич 1907 çулта февралĕн 7-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Çĕнĕ Упири Кӳлĕ кассинче пурăнакан хресчен çемйинче çуралнă. Çиччĕ тултарсан Лазаре ялти 4 çул вĕренмелли шкула ăсатаççĕ. Вун пĕр çулти пĕлӳ илнĕ ачана малалла вĕрентес темен курăнать. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл тăван хуçалăх ĕçĕсене кӳлĕнет. Çапла çитĕнсе çемьеллĕ те пулать. Ĕçчен çамрăка халăх хисеплет: 1938 çулта Чапаев ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма шанать. Лазарь Васильевич шаннине тӳрре кăларать, колхоз кĕске вăхăтрах çитĕнӳсем тума пуçлать, анчах хаяр вăрçă пĕтĕм çутă ĕмĕтсене хупласа хурать. Çара юрăхлă ентешĕсемпе пĕрле Дергунов та тăшманпа çапăçма тухса каять, анчах Çĕнтерӳчченех алла пăшал тытса фашиста «ăшалайман» вăл, 1943 çулта аманнипе яла таврăнма тӳр килет. Ĕнерхи салтак тылра та тăшмана хирĕç кĕрешет – тăван колхоза ертсе пыма пуçлать, тивĕçлĕ канăва тухичченех Чапаев ячĕллĕ колхоз тилхепине алран ямасть.
Кĕçех хуçалăх фронта ытларах та ытларах апат-çимĕç ăсатма пуçлать: 718 пăт тырă, 3300 пăт пахча çимĕç, 1080 пăт аш-какай, пиншер литр сĕт. Çаплах вăрçă çулĕсенче ял халăхĕ танксемпе самолетсем тума пĕр миллион тенкĕ ытла укçа пухнă. Апла пулин те çакă ял-йыш валли çиме хăвармасăр йăлт фронта ăсатнине пĕлтермен. Лазарь Васильевич яланах халăхшăн тăрăшнă. Районтан килсе пĕр пĕрчĕ тырă хăвармасăр пуçтарса каяссине пĕлсе вăл çынсен пушă кĕлечĕсене тырăсем пытарса хăварнă. Çакна «çӳлтисем» пĕлсен мĕн пулĕччĕ-ши?.. Патшалăхран пытарнăшăн çав çулсенче пысăк явап тыттарнă. Апла пулин те Дергунов хăраса тăман. Ĕçлекенсене пĕр ĕç кунĕ пуçне виçшер кило тырă валеçсе панă. Ял-йыш та ырă председателе ырăпах тавăрнă: колхоз лашисене вилĕмрен хăтарса хăварас тесе виçшер кил пĕр пулса хăйсем патне илсе хĕл каçарнă.
Вăрçă пĕтсен çулталăкранах Чапаев ячĕллĕ колхоз ура çине тăнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, ака çĕрĕсен лаптăкне ӳстерессипе те хуçалăх вăрçăчченхи çулсене «хăваласа çитет». Тахçанах электростанци туса яла çутă кĕртме ĕмĕтленнĕ Лазарь Васильевич. Вăрçă чарăнсан нумай та вăхăт иртмест, çак ĕмĕт пурнăçланать.
Çулсерен ӳссе пыраççĕ Чапаев ячĕллĕ колхоз çитĕнĕвĕсем, ял-йыш пурнăçĕ те лайăхланать: çынсем çурчĕсене çĕнетме пуçлаççĕ. Вăрçă хыççăнхи пилĕк çуллăхра хатĕрлев пункчĕсене 12156 пăт тырă ăсатаççĕ. Таврара Дергунов ячĕ, Чапаев колхозĕ кĕрлесе тăрать.
1948 çулта Хĕрарăмсен праçникĕнче ял хуçалăхĕнче ĕçлесе мала тухнисене чыслаççĕ. Вĕсен хушшинче Л.В.Дергунов та пулать. Ăна Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă.
Çак пысăк награда хыççăн чапаевецсем тата ытларах хавхаланса ĕçлеме пуçланă, яланах малтисенчен пĕрремĕш пулнă. Вĕсем темиçе хут та СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне (ВДНХ) хутшăннă. Лазарь Дергунов партин ТАССР обкомĕн членĕ, КПССăн XXI съезчĕн делегачĕ пулнă. Ленин орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» тата ытти медальсемпе наградăласа патшалăх унăн ĕçри тата вăрçăри паттăрлăхне хакланă.
Уявра тухса калакансем нумай пулчĕç. Çĕпрел район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.В.Шадриков Асăну хăмишĕн спонсорсене тав сăмахĕ каларĕ, район администраци ĕçченĕ Р.З.Алиуллов халăха районта çур аки ĕçĕсем вĕçленни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Е.Ярухин Асăну хăмине уçма пулăшнă А.П.Горбунова, Л.В.Дергуновăн Мускавра пурăнакан мăнукне, «СК Санлайн» фирмăн генеральнăй директорне, çаплах «Колос» УАО агрофирма директорне А.Л.Станкевича, Çĕпрел район администрацине тав турĕ.
 
: 1317, Хаçат: 19 (749)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: