Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă Çĕнтерӳ 60 çул тултарнине халалласа 2005 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин музей-мемориалĕ уçăлчĕ. Тутарстан çыннисем те Тăван çĕршывшăн сахал мар çапăçнă, çитĕнӳсем тунă, пуç хунă. Фронта 700 пин çын тухса кайнă. Пирĕн ентешсем мĕнпур çĕрти чи пысăк çапăçусене хутшăннă тата паттăрсем пулнă. Çаплах 200 çын ытла Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тивĕçнĕ, 48-шĕ Мухтав орденĕн (III степень) кавалерĕсем пулнă. Анчах та, шел пулин те, 360 пин Тутарстан çынни вăрçăран таврăнайман. Музея вара шăп та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пирĕн ентешсен хастарлăхне тата паттăрлăхне халалласа уçнă.
Музей çинчен унăн заведующийĕпе, ТР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Çарпа истори наукисен академийĕн член-корреспонденчĕпе Михаил Валерьевич Черепановпа калаçрăмăр.
– Михаил Валерьевич, мĕншĕн музей-мемориал?
– Çак çуртра революцичченех юнкер училищин казарми пулнă. Çаплах Пĕрремĕш тĕнче вăрçин тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçин çулĕсенче фронта та çакăнтанах пуçтарса янă. 1988 çул вĕçĕнче те-ха çак пӳлĕмсенче салтаксен кравачĕсем тăратчĕç. Мĕншĕн тесен çав çулчченех кунта запас офицерĕсен çар пухăвĕсем иртнĕ.
Кунта музей уçăличчен Тутарстанра пĕртен-пĕр мемориал Çарăмсан районĕнчи Çарăмсан ялĕнче çеç пулнă.
– Нивушлĕ унччен Хусанта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă музейсем пулман?
– Республикăри наци музейĕнче пысăках мар экспозици пурччĕ, анчах та пушар хыççăн ăна пĕтерчĕç. Шкулсенче, предприятисенче тата районсенче çеç музейсем юлчĕç. Кашнинчех тенĕ пек хăй районĕн паттăрĕсем е вăрçă вăхăтĕнче предприятисем мĕнлерех майпа пулăшни çинчен çутатса панă.
– Сирĕн вара мĕнлерех тĕллевсем музей умĕнче?
– Тĕп тĕллев – Тутар АССР çыннисем Çĕнтерӳшĕн мĕнле çитĕнӳсем тунине кăтартса парасси.
Тутарстанра пурĕ 7 кадр дивизийĕ йĕркеленнĕ пулнă. Вĕсем Белосток патĕнчи те, Белоруссинчи те, Смоленск тата Калуга облаçĕсенчи те, Сталинград патĕнчи тата ытти çĕрти çапăçусенче те палăрса тăнă. Республикăри заводсемпе фабрикăсенче самолетсем, карапсем, парашютсем, медицина оборудованийĕсем, тумсем тата ытти 600 тĕрлĕ çар продукцине туса кăларнă. Çаплах Тутарстанра 72 госпиталь ĕçленĕ. СССР Наукăсен академийĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ кунта пулнă. Çавăнпа та Хусан тата Чистай хулисем нумай çыравçăн «иккĕмĕш килĕ» шутланнă.
– Хăш-пĕр экспозицисем çинчен каласа парсамăр. Пурĕ миçе тата вĕсенчен хăшĕ пĕлтерĕшлĕрех?
– Музейре тăватă зал. Вĕсенче 1000 экспонат.«Максим» пулемет, фронт блиндажĕн макечĕ тата ытти çар япалисем кашни музейрех пур, паллах. Чи паллă та сайра тĕл пулаканни вара – 37 миллиметрлă нимĕçсен трофей туппи, пирĕн патра. Ăна 1989 çулта Аслă Новгородран, 2-мĕш Ударлă çар çапăçнă çĕртен тупса килнĕ. Тата çаплах сайра тĕл пулакан япаласем – ППШ пăшал кĕпçи, Ф-1 граната кăшкарĕ, минăсем, нимĕç çĕççи, артиллери гильзисем пур.
Нимĕçсен огнемечĕ ишнĕ Брест крепоçĕн стенин кирпĕч катăкне те таçтан асăрхама пулать. Ăна крепость хӳтĕлевçи, Совет Союзĕн Геройĕ Петр Гаврилов Хусана илсе килнĕ. Вăл хăй те темиçе уйăх нимĕçсене хирĕç тăрса крепость катакомбинче тĕлĕнмелле майпа сывă юлнă. Тыткăна лекнĕ вăйсăрланнă салтакран фашистсем те тĕлĕннĕ, унăн чăтăмлăхне тата хăюлăхне хакланă.
Нимĕçсем хăвăрт кăна хĕле кĕричченех çĕнтерес тесе шутлани те вĕсен ура тăхăнмаллине кура ĕнентерет. Сталинград патĕнче питĕ интереслĕ япала тупнă. Сивĕрен хăтăлмашкăн фашистсем çăпата тата кĕççе бахила атăпах тăхăнса янă иккен. Анчах та çак «лапăштипе» çапăçма мар, постра тăма çеç пултарнă.
Хусан хирургĕ Г.И.Иваненко дневникĕ те хăйне евĕрлĕ япала. Вăл дневник çине аманнă çынсене операци туса хушамачĕпе пĕрле пульăсене те çĕлесе, çыпăçтарса хунă.
– Халĕ мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ музейре?
– Кашни кун тенĕ пекех экскурсисем ирттеретпĕр. Уйрăмах шкул ачисем кăсăкланаççĕ. Вĕсем кĕнеке вуланипе çеç çырлахмаççĕ, кунта килсе хăш-пĕр экспонатсене аллисемпе тытса пăхса паллашаççĕ. Хăйсем мĕн пĕлнине каласа параççĕ.
Çаплах Хусанти шыравçăсем (поисковик) хăйсен экспедицийĕсем çинчен кино ӳкереççĕ. Çавсене вара кунта курма пулать.
Музей «Астăвăм кĕнеки» редакцийĕпе те питĕ тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçал акă, тепĕр том «пиçсе» тухмалла.
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 65 çулхи Çĕнтерĕвне мĕнлерех майпа хатĕрленетĕр?
– Кăçал кăна питĕ пысăк ĕçсем турăмăр тесе калас килет. Ветерансемпе тĕлпулусем, конференцисем ирттертĕмĕр. Асăну маршĕпе Алексеевски, Ешĕлвар тата Çарăмсан районĕсене çитрĕмĕр. Малашне тата ытти районсене те кайма палăртса хунă.
Тата чи пысăк тĕллев – 65 çулхи юбилей тĕлне вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнисен тĕлне тупса тăванĕсене пĕлтересси.
Музейре вара экспозицисемпе пуянлатасси тата çĕнĕ пулĕмсем уçасси.
– Михаил Валерьевич, ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсем пур?
– Йывăрлăхсем тесен, пире квалификациллĕ историксем çитмеççĕ. Çамрăксем пур, анчах та вĕсене институтсем хыççăн хăйсене те вĕрентме тивет-ха. Чунпа вĕсем пурпĕр туймаççĕ. Çавăнпа та экскурсисем ирттерме вĕсене çăмăлах мар.
– Тен, юлашки çулсенче тата та çĕнĕлĕхсем пур музейĕн?
– Пур, паллах. Пирĕн патрах «Жди меня» фончĕн корпункчĕ те вырнаçнă. Унпа та эпирех ĕçлетпĕр. Çавăнпа та музей курма килнĕ çынсем хăйсен тăванĕсен, пĕлĕшĕсен шăпине пирĕн урлă пĕлме пултараççĕ. Вăрçă, репресси вăхăтĕнче çухалнисене çеç мар, юлашки вунă çуллăхра пулса иртнине те тупма май пур.
 
: 1222, Хаçат: 19 (749)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: