Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 63 çул çитрĕ. Шел пулин те, çĕнтерӳшĕн тăшманпа çапăçнă, пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă, тамăк хуранĕ витĕр тухнисем паян пирĕн хушăра сахалланса юлчĕç. Хуласенче ветерансем пухăнаççĕ-ха, хăш-пĕр ялсенче вара пĕрре-иккĕ е пачах çук. Мĕн тăвăн, çулсем иртеççĕ, вăхăт хăйĕннех тăвать. 1941 – 1945 çулсенчи вăрçа хутшăннисем çине пăхсан паян кашни çын, кашни çамрăк, ача мухтанма тивĕç. Халь пурăнакан ветерансем юнлă вăрçăра çапăçнă чух хăйсем те ача пулнă вĕт – 16-17 çулхи яшсем алла пăшал тытса Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. Нумайăшĕ таçти аякри çĕрсем çинчех ĕмĕрлĕхе выртса юлнă, «кĕпепе çуралнисем» таврăнса тăшман аркатнă ял-хуласене йĕркене кĕртес тесе тăрăшнă, малашнехи ырă пурнăçшăн ырми-канми ĕçленĕ. Çăмăл мар шăпа пӳрнĕ аслă ăру çыннисене.
Республикăра Ĕçпе çуркунне уявĕ хыççăнах Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртме пуçларĕç. ТР Министрсен Кабинечĕн Аппаратĕнчи Социаллă аталану управленине ертсе пыракан С.Х.Сабурская каланă тăрăх, ТР Президенчĕн 2007 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче кăларнă «1941 – 1945 çулсенчи вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявласси çинчен» Указĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи те, ытти çулсенчи (2010 çулччен) Çĕнтерӳ уявĕсем те юбилейлă шутланаççĕ. ТР Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăри районсен тата хуласен муниципалитечĕсене Çĕнтерӳ уявне çар комиссариачĕсемпе пĕрле ирттерме сĕннĕ. Муниципаллă влаçсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пултарнă таран укçа-тенкĕпе пулăшма тивĕç. Тутарстанри кашни муниципаллă йĕркеленӳрех çак кунсенче район пуçлăхĕсем ветерансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Ветерансем те хăйсен çăмăл мар çул-йĕрĕ çинчен шкулсенче, училищĕсемпе техникумсенче, вузсенче вĕренекенсене каласа пачĕç.
Палăртса хăвармалла: пур министерствăпа ведомство та, организаципе предприяти те Аслă Çĕнтерӳ 63 çул тултарнă ятпа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви йĕркеленипе ветерансем Социаллă тивĕçтерӳ центрĕсен реабилитаци уйрăмĕсенче сывлăхĕсене сиплеме, канма пултарчĕç. Ваттисен çурчĕсемпе интерначĕсенче пурăнакан вăрçă ветеранĕсене те саламламасăр хăвармарĕç. Çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тӳлеме ветерансене субсиди параççĕ (пĕлтĕр вăл 309 тенкĕпе танлашнă). Майăн 7-мĕшĕнче Хусанти Дубравная урамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли ятарлă пурăнмалли çурта (90 хваттерлĕ) хута ячĕç.
Паллах, ТР Сывлăх сыхлав министерстви те айккинче юлмасть кун пек чух: Çĕнтерӳ уявне халалланă мероприятисенче пур çĕрте те васкавлă пулăшу бригадисем дежурствăра пулчĕç. Çавăн пекех хăй вăхăтĕнче сывлăх хуралĕнче тăрăшнă вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулусем йĕркелет министерство, госпитальсенче сипленекен ветерансене пысăк тимлĕх уйăраççĕ праçник кунĕсенче. Вăрçăра пулнисене хуть хăш вăхăтра та сипленме хăтлă палатăсене вырнаçтарнине асăнмалла. «Таттехмедфарм» ПУП эмел тавраш килех çитерсе парать ветерансене. Эмелсемпе тивĕçтерес енĕпе ыйтусем сиксе тухсан хисеплĕ ветерансем çак телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ: 264-68-46 – ТР Сывлăх сыхлав министерствин «хĕрӳ линийĕ»; 278-82-51, 278-72-48 – «Таттехмедфарм» ПУПăн «хĕрӳ линийĕ».
Соцĕçченсемпе волонтерсем çак кунсенче ваттисене хваттерĕсемпе çурчĕсене тирпей кĕртме, пахча ĕçĕсене тумашкăн пулăшрĕç.
Республикăри 162 вăрçă инвалидне правительство ВАЗ-21074 автомашинăсем парнелерĕ.
Уяв кунĕсенче ветерансем таварсене йӳнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. Вĕсем валли ыр кăмăллăх апатланăвĕсем йĕркелеççĕ.
Майăн 6-мĕшĕнче ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев Кремльте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мăшăрсемпе, республикăри ветерансен юхăмĕн активисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта 24 мăшăр, Совет Союзĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем, Мускав, Сталинград, Курск, Ленинград, Берлин патĕнчи çапăçусенче, Çĕнтерӳ парадĕнче пулнисем хутшăнчĕç.
Тĕп мероприятисем, паллах ĕнтĕ, паян иртеççĕ. Республикăн тĕп хулинче халăх Пин çуллăх тӳремне тата Çĕнтерӳ паркне пухăнĕ. Кăмăл тăвакансем çар парадне, театрализациленĕ представлени, концерт курма пултараççĕ. Уяв яланхи пекех каçхине 22.00 сехетре салютпа вĕçленмелле.
Хисеплĕ ветерансем, мăшăрĕсене вăрçăран кĕтсе илеймен кинемейсем, тылра ырми-канми ĕçленисем, вăрçăран ашшĕсене кĕтсе илейменнисем, «Сувар» вулакансем! Сире пурне те Аслă Çĕнтерӳ 63 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!
 
: 1310, Хаçат: 19 (749)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: