Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнче чăн-чăн чăваш ялĕ пĕрре кăна темелле. Çаплах ачасен «Шăнкăрав» ушкăнĕпе пĕрле чăваш фольклор ушкăнĕ те районта пĕртен-пĕрре.
Чăваш Майни ялĕнче «Шуçăм» ушкăн иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче чăмăртаннă пулсан та, паян вăл чи аслисенчен пĕри теме пулать. «Шуçăм» – 25-ре!
Ушкăн ертӳçи Людмила Никифорова каланă тăрăх, çăмăл пулман вĕсене малтанхи çулсенче. Кивĕ клубра концерт валли тумсем çитмен, купăссăр урăх музыка инструменчĕсем те пулман. Çапах та пуçа усман майнасем, çĕрне-кунне пăхмасăр сцена çине тухма хатĕрленнĕ. Çапла 1982 çултанпа вĕсем ял-йыша çеç мар, пĕтĕм тавралăха савăнтараççĕ юрă-ташăпа. Пĕр уявран та, нихăш мероприятирен те юлман, юлмаççĕ те. Кашнинчех çĕнĕ репертуарпа тухма тăрăшаççĕ сцена çине.
Районти культура уйрăмĕ те вĕсене пулăшмасть мар, паллах. Çĕр хĕрĕх пин тенкĕлĕх чăваш костюмĕсем кăна нумай пулмасть çĕлеттернĕ-ха. Транспорт енĕпе те йывăрлăхсем çукпа пĕрех.
– Пирĕн вĕсем районта та пĕртен-пĕрре вĕт. Çитменнине тата хăйсене питĕ маттур тытаççĕ, хитре юрлаççĕ, маттур ташлаççĕ, яланах малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Нумай пулмасть иртнĕ «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсран та вĕсем II степеньлĕ лауреатсем пулса таврăнчĕç. Ку пирĕншĕн те питĕ пысăк савăнăç, – тет районти культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Анна Трошина.
Тата çаплах Алексеевски районĕн Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Дарья Романова çинчен те каласа хăвармасăр май çук. Дарья Валентиновна, хăй те çак ушкăна çирĕм ытла çул çӳренĕскер, «Шуçăмшăн» питĕ нумай тăрăшнă. Халĕ те вĕсемшĕнех чĕри ыратать. Вĕсемпе пĕрле савăнать, кулянмалли сиксе тухсан пĕтĕм чунтан хурланать.
– Чи малтан эпир сцена çине туйпа тухрăмăр. Урăхла каласан, хамăр енчи туя кăтартса патăмăр, – тет ушкăн ертӳçи Людмила Павловна. – Куракансене питĕ килĕшнĕ. Ăна эпир халĕ те ют çĕрелле кайнă чухне кăтартмасăр хăвармастпăр. «Хĕр йĕрекенсем» те пур-ха пирĕн хушăра. Çамрăксене вĕренме йывăртарах та-ха, пурпĕрех вĕренетпĕр малашне.
Людмила Павловна Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ пулсан та Чăваш Майнине качча килнĕ хыççăн çак яла чунтан юратать. Ялĕнчен ытла çыннисемпе килĕштерет. Малтанлăха, тен, йывăртарах пулнă пулĕ те, халĕ вара...
«Шуçăмшăн» чунне паракан ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хăй çинчен пĕрре те каласа пама юратмасть, ушкăн çыннисем çинчен вара кашнин пирки савăнса калама хатĕр.
Чăваш Майни пысăках ял мар. Пурĕ те ик çĕре яхăн килĕ шутланать. «Шуçăма» çӳрекенсем вара ватти-вĕтти çур яла яхăн тесен те йăнăш пулмĕ. Тата чи интересли, нумайăшĕ кунта арлă-арăмлă, ачи-пăчисемпе пĕрле çӳреççĕ. Ман шутпа ку питĕ тĕрĕс япала. Атту е упăшки, е арăмĕ репетицирен кая юлса килет те, вăт пуçланать вара. Кун пек иккĕшĕ те пĕр çĕрте.
Çаплах хисеплĕ юбилярсене хушаматран асăнса хăварас килет: Иван Кузнецов, Лидия Кузнецова, Анатолий Чехонин, Нина Тарасова, Елена Унюкова, Мария Кузнецова, Олег Кузнецов, Геннадий Федоров, Светлана Федорова, Анна Егорова, Валерий Егоров, Геннадий Егоров, Вячеслав Никифоров, Нина Карпова, Анатолий Никаноров (купăсçă), Римма Рыбакова, Лариса Леонтьева, Татьяна Чернышова, Светлана Егорова, Олеся Кузнецова, Анастасия Степанова, Мария Миронова, Анастасия Федорова. Енчен те камăн та пулсан хушаматне асăнмасăр хăвартăмăр пулсан тархасшăн каçарăр. Çак, чĕрĕк ĕмĕр хушшинче тĕрли хутшăнса сцена çине тухнă, паллах. Анчах та паян эпир, паянхи сцена çинчисене аса илтĕмĕр.
Уява ял çыннисемпе пĕрле кӳршĕ ялсем те, районсем те саламлама килнĕ.
Районти культура уйрăмĕн ĕçченĕсем вара юбилей ячĕпе «Шуçăм» юрăпа ташă ушкăнне хисеп хучĕсем парса тата хаклă парнесем тыттарса ăшă сăмахпа саламларĕç. Парнисем те питĕ кăсăк вĕт-ха? Арлă-арăмлисене пĕр вырăн çинче ашăнса выртма çемçе утиял пачĕç. Тата çаплах хитре тĕслĕ те чаплă тӳшек-минтер çиттисемпе савăнтарчĕç майнасене.
«Сувар» хаçат ĕçченĕсем те парне памасăр юлмарĕç. Халиччен Чăваш Майнинче пулман чăваш ялавне «Шуçăма» парнелерĕç. Малашне вара вĕсем чăн-чăн чăваш ялавне кирек мĕнле мероприятире те çакма пулчĕç.
Тепĕр хут саламлатпăр сире, хисеплĕ тусăмăрсем! «Шуçăм» çути ан сӳнтĕр.
 
: 1247, Хаçат: 18 (748)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: