Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Афган вăрçин инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Тутар регион организацийĕ (ТРО ОООИВА) йĕркеленнĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. Анчах çакна республика ертӳçисем те, çар комиссариачĕ те пĕлмĕше хучĕç курăнать. Унсăрăн апрелĕн 26-мĕшĕнче организацин юбилея халалланă пухăвне вĕсенчен пĕр представитель те хутшăнманнине мĕнле ăнлантарăн?
Çакăн пек самантсенче ирĕксĕрех пуçра Тăван çĕршыва вăхăтĕнче кăна кирлĕ пулчĕç-ши ку каччăсем, текен шухăш çуралать. Юрать-ха, пурте чĕрĕ-сывă таврăннă пулсан, анчах... Хальхи вăхăтра Тутарстанра çапăçусене хутшăнса пулнă 600 инвалид тата Афган Республикинче пуç хунисен 300-е яхăн çемйи пурăнать.
Инвалидсене, пуç хунисен çемйисене медицина, социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парасси – организацин тĕп тĕллевĕ. Кашнине тимлĕх уйăрма тăрăшать-ха ТРО ОООИВА, анчах вăхăта вăраха ямасăр татса памалли ыйтусем çителĕклех: инвалидсене ал-ура протезĕсемпе, туясемпе, костыльсемпе, ортопеди пушмакĕсемпе, инвалид коляскисемпе, хаклă йышши медицина препарачĕсемпе тивĕçтермелле тата ытти те. Çак ыйтусене татса парас тесе миçе алăка уçма тивмест-ши вĕсен, тата медицина препарачĕсем, техника реабилитаци хатĕрĕсем йӳнĕ те мар. Çапăçусене хутшăнса пулнă инвалидсене РФ бюджетĕнчен çуллен сахал мар укçа (пĕлтĕр – 215, кăçал 240 миллион тенкĕ) уйăраççĕ пулин те, регионсенчи инвалидсем патне чи пĕчĕк пайĕ кăна çитет-мĕн. Çак тата ытти нумай-нумай ыйтусене хĕрӳленсе сӳтсе яврĕç ТРО ОООИВАн республикăри тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ членĕсем.
 
Çапах та мероприятие официаллă пайран мар, савăнăçлă лару-тăрура унăн членĕсене (алла яхăн çынна), Мускаври обществăлла наградăсен комиссийĕ çирĕплетнĕ, 40-мĕш çарăн (Афганистанри Совет çарĕ) командующийĕ пулнă Ермаков генерал алă пуснă «Участник локальных конфликтов» медальпе чысланинчен, ветерансене хăйсен заявкипе пухнă хаклă йышши медицина препарачĕсем тата спонсорсенчен пĕчĕк парне панинчен пуçларĕç.
Медаль пирки калас пулсан, вăл хăйне евĕрлĕ. Колодкине Европăри пек хатĕрленĕ. Çӳлте хăш çĕршыври хĕçпăшаллă хирĕçтăрăва хутшăннине палăртса «Афганистан» тесе çырнă, аяларах унта укçашăн мар, çĕршыв хушнипе хутшăннине пĕлтерекен хĕресленнĕ икĕ хĕç сăнланнă. Медалĕн пиччĕн енче вертолетпа Калашников автоматне, тӳнтер енче Совет Союзĕн Гербне кăтартнă.
Афган вăрçин инваличĕсен республикăри обществин пысăк уявĕ малтан палăртнă кун йĕркинчи виçĕ ыйтăва пăхса тухма чăрмантармарĕ. Пĕрремĕш ыйтупа организацин ертӳçи В.Альмяшкин калаçрĕ. Василий Петрович каланă тăрăх, обществăлла организацин правленийĕ 2007–2008 çулсенче те Уставри тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçласа пынă. Тĕслĕхрен, общество членĕсене пурне те техника реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерни, хăшне-пĕрне укçа-тенкĕпе пулăшни, инвалидсене, çапăçăва хутшăннисемпе вĕсен çемйисене, пуç хунă çар çыннисен çемйисене медицина реабилитацийĕ иртме направленисем пани – пĕтĕмĕшле ĕçĕн пĕр пайĕ кăна-ха. Çавах та чи пĕлтерĕшли – организацие ООНăн Экономикăпа Социаллă Канашĕ (ЭКОСОС) çумĕнчи ятарлă консультативлă статуслă «Вăрçă ветеранĕсен обществăлла комитечĕ» обществăлла пĕрлешӳсен халăхсен хушшинчи союзне илни.
– Унăн ертӳçипе, Совет Союзĕн Геройĕпе Р.Аушевпа эпир 2003 çултанпах çыхăну тытатпăр. Нумаях пулмасть пире хăйсен йышне илнине пĕлтерсе тата Афган вăрçин ветеранĕсен республикăри обществăлла организацине пулăшма ыйтса вăл ТР Президенчĕ М.Шаймиев патне çыру ячĕ. Шанатпăр, ку союз йышне кĕни пире малашне инвалидсене тĕллевлĕ пулăшу парассине, хаклă йышши препаратсемпе тӳлевсĕрех тивĕçтерессине самай çăмăллатĕ. Тата нумай ыйтусене татса пама пулăшĕ. Союзăн делегацийĕ, тĕслĕхрен, çуллен Афганистан Республикинче пуç хунă совет салтакĕсен ӳтне илсе килет. Вĕсене генлă экспертиза ирттерсе, камсем пулнине палăртса тăван çĕршывра пытараççĕ. Пирĕн республикăра та Афган вăрçинче хыпарсăр çухалнисем пур-тăр, вĕсене тупассине йĕркелессипе те ĕçлĕпĕр,– терĕ вăл кун пирки.
Паллах, организаци çĕнĕ статус илни Устава тата нормативлă документсене, организацин официаллă ятне улăштарма ыйтать. Организаци членĕсем хăйсен официаллă ятне Афган вăрçин инваличĕсен Тутарстан регионĕнчи обществăлла организацийĕ тесе улăштарма йышăнчĕç. Юридически адресĕ те çĕнелĕ: малашне вăл Хусан хули, Лейтенант Шмидт урамĕ, 48-мĕш çурт пулĕ.
Обществăлла организаци йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнине халалласа Афган вăрçин ветеранĕсем, хăйсен обществăлла организацийĕн медальне тума йышăнчĕç. Унпа ветерансене, инвалидсен организацине пулăшнă çынсене чыслĕç. Çак организацире пĕрремĕш кунранах тăракан С. Никифоров (Çĕпрел районĕнчи Шемĕршел ялĕнче пурăнать. – Авт.) калашле, ветерансене тепĕр чух пулăшнинчен ытла манманни, çамрăклах юн тăкни пĕр ахаль пулманнине шанни темрен те хаклă-çке.
 
: 1329, Хаçат: 18 (748)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: