Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Биографин пĕр пайне шута илмесен, Андрей Игнатьевпа Алексей Саксонов хăйсемпе пĕр тан çамрăксенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, вĕсем пекех шӳтлеççĕ, çанă тавăрса ĕçлеççĕ, ĕмĕтленеççĕ... пурнăç хакне кăна вăт, ыттисенчен лайăхрах чухлаççĕ вĕсем: шăпа вăхăтсăрах вилĕмпе пĕрре мар куçа-куçăн тĕл пултарнă. Вăрçă мĕн иккенне калама кирлĕ мар ку каччăсене – хăйсем курнă, тӳснĕ.
Пӳркел (Пăва районĕ) ялĕнчен Чечня вăрçине пурĕ пиллĕкĕн хутшăннă пулсан, вĕсенчен тăваттăшĕ шăпах Игнатьевсемпе Саксоновсен çемйинчен. Çитменнине вĕсем пурте пĕр вăхăталла, тĕрĕсрех каласан, пĕрин хыççăн тепри Чечняра пулнă. Андрей, тĕслĕхрен, пĕр тăван тетĕшĕпе Сашăпа тăватă çул курнăçман. Алексее ку енĕпе кăшт ăннă та темелле, вăл тетĕшĕ çартан таврăннă хыççăн тепĕр икĕ эрнерен салтак аттине тăхăннă.
Телее, Игнатьевсен те, Саксоновсен те ачисем киле чĕрĕ-сывах таврăннă. Аслисем халĕ Ульяновск хулинче пурăнаççĕ, кĕçĕннисем ялта. Пĕртăвансен калаçмалли те, сӳтсе явмалли те сахал мар, паллах, анчах ютсене Чечняри кунсем мĕнле иртнине çеç питех каламаççĕ. Хальхинче те акă: «Унтанпа миçе çул иртрĕ те, манăçнă»,– теме пăхрĕç вĕсем. Тĕрĕссипе, Андрей Игнатьев Чечняра – çулталăк çурă, Алексей Саксонов сакăр уйăх хĕсметре тăнă. Çак вăхăт хăвăрт кăна манăçа тухĕ-и? Темĕн, иккĕленӳллĕ.
Чечня вăрçинчи чăнлăха, унта пулса курнисемсĕр пуçне, эпир чухлаймастпăр та. Тĕслĕхрен, юлашки çулсенче çак вăрçă çинчен сахал мар фильмсем ӳкерчĕç. Кун пирки те чăваш каччисенчен ыйтас терĕмĕр. «Илемлĕ фильмсенче мар, «Новостире» те тĕрĕслĕхĕн пĕр пайне кăна пĕлтеретчĕç», – пулчĕ вĕсен кĕске хуравĕ.
Ентешсен, йăхташсен туслăхĕ çарта нихçанхинчен ытла çирĕпленет. Андрейпе Алексей те акă, пĕрле çарта пулнă юлташĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.
– Çарта учебка пуçланиччен çамрăксене пире пĕр взвода пуçтарчĕç те миномет палатисене вырнаçтарчĕç. Никам та никама палламасть. Эпĕ те ларатăп, аслă призыври пĕр салтак пычĕ те: «Мĕн, салтак, тăраймастăн-и?» – терĕ йĕкĕлтешсе. Çапла сăмах хаççăн сăмах, иксĕмĕр те Тутарстанран пулнине пĕлтĕмĕр. Вăл Нурлат каччи Паша Ерофеев иккен. Унтан юнашар ларакан салтакпа калаçса кайрăмăр, вăл та ман пекех чăваш пулса кайрĕ, туслашрăмăр. Тин кăна килнĕскер эпĕ, хамăн адреса та пĕлместĕп. Вара çак юлташ ячĕпе, адресĕпе киле çыру ятăм. Кăшт вăхăт иртсен, юлташран çыру илтĕм, вăл конверт çине чăвашла «Аван-и?» – тесе çырнă. Ман çыру хайхи Паша аллине те лекнĕ иккен. Вăл мана чĕнсе илчĕ те: «Аван-и?» чăваш сăмахĕ вĕт, эсĕ мĕн, чăваш-им?» – тет ку. Çапла тепĕр йăхташа тупрăм»,– çарти кăсăклă саманта аса илет А.Игнатьев.
Çĕршыв умĕнчи тивĕçе Чечняра пурнăçланă каччăсене çĕршыв çеç тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмасть. Вĕсене çур хакпа çул çӳремелли çăмăллăха та туртса илчĕ. Реабилитаци центрĕсем пирки калама та кирлĕ мар. Ун çинчен асăнакан та çук. Юрать-ха, Андрейпа Алексей ку вăрçăран сывах таврăннă. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн темрен те хаклă. Сывă, ӳркенмен çын вара пурнăçра хăй вырăнне тупатех. Алексей, тĕслĕхрен, çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ, халĕ хăйĕн проекчĕпе çурт лартма хатĕрленет. Андрей вара Ульяновскри техникумра правоведа вĕренет. Унăн ĕмĕчĕ – юрист пуласси. Алла диплом илсенех аслă шкула вĕренме кĕресшĕн.
Çак чăваш каччисем хăйсем çамрăклах вăрçă тертне курнă пулсан та, хăйсен ывăл çуралас пулсан, вĕсене çартан тартма шутламаççĕ: «Вĕсем пулмасан тата кам çĕршыва хӳтĕлĕ?» – терĕç çеç.
 
: 1342, Хаçат: 17 (747), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: