Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумаях пулмасть «Хусан чăвашĕсен» концертĕнче пулма тӳр килчĕ. Ушкăн юрăçисене пурне те пĕлетĕп пуль тенĕччĕ, анчах хальхинче вĕсемпе пĕрле пĕр палламан чипер хĕр те юрларĕ. Унпа тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?
Çамрăк каччă Петя.
 
Хаваспах. «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, чăн та, хăй тавра пултаруллă чăваш çамрăкĕсене Тутарстанран кăна мар, кӳршĕллĕ регионсенчен те пухма тăрăшать. Эсир калакан хĕр шăп çавсен йышĕнчен, паллашăр – Катя Лашманова.
– Катя, эсĕ хăш енчисем?
– Теччĕ мăнукĕ, Çĕнĕ Ульяновскра пурăнатăп. Атте Василий Владимирович Аслă Ăнăран, анне Светлана Николаевна – çĕньялсем. Эпĕ Теччĕ хулинче çуралнă çеç, ӳсме Çĕнĕ хулара ӳснĕ. Эпĕ çуралсан пирĕн çемье çак хулана куçнă.
– Чăвашла сутса ямалăх калаçма та хуларах вĕрентĕн-и?
– Ытларах ялта, асатте-асанне, куками-кукаçи патĕнче. Канмалли кунсене, каникулсене яланах унта ирттернĕ, çывăх çынсемпе чăвашла калаçатăп. Ялта манăн юлташсем нумай. Тата иккĕмĕш класа куçсан чăваш кружокне çӳреме тытăнтăм, унта калаçма кăна мар, юрлама та вĕрентĕм.
– Катя, эсĕ пĕчĕкренех юрлатăн тенине илтнĕччĕ, ку тĕрĕс-и?
– Çынсен умĕнче пĕрремĕш хут эпĕ тăваттăрах юрланă. Ун чух садикре мартăн 8-мĕшне халалланă уявччĕ. Вăт çав кунран юрăпа «чирлерĕм» те. Хулара, çулла ялта концертсенчен пĕрре те юлман тесен те юрать.
– Юрă-кĕвĕ саншăн мĕн, чун киленĕвĕ е професси?
– Вăл та, ку та. Юрламасăр чун чăтмасть. Кашни кун ăçта çитнĕ, унта юрă ĕнĕрленине килтисем хăнăхнă ĕнтĕ. Çавна кура профессие те юрă-кĕвĕпех çыхăнтарма шутларăм. Фортепианăпа калама пĕлетĕп, хам та юрă, кĕвĕ çыркалатăп. Кăçал Ульяновскри музыка училищине пĕтерсе «Халăх хор пултарулăхĕ» специальноçне алла илсен, малалла Шупашкарти Культура институтĕнче пĕлĕве ӳстерес тетĕп.
– Чăвашла юрăсем те çыратăн-и?
– Хальлĕхе манăн пилĕк юрă кăна-ха, вĕсенчен иккĕшĕ – чăвашла. Юлташ хĕрĕ Оля Табаркина сăввисене те кĕвĕлетĕп. А.Чурбанов музыкант фонограмма çырса пулăшать.
– Катя, сана мĕнле юрă жанрĕ ытларах килĕшет?
– Тĕрли. Халăх юррисене юратнипех темиçе çул ĕнтĕ хулари «Ладанка» (ертӳçи Н.Аринина) вырăс халăх фольклор ансамбльне çӳретĕп. Аннесен вăхăтĕнчи юрăсене юрлама кăмăллатăп. Вăл вăхăтри юрăсем тарăн шухăшлă.
– Хăвăн юррусем мĕн çинчен?
– Паллах, тĕп тема – юрату.
– Чĕрене çунтараканни те пур-тăр-ха?
– Савнийĕм Анат Камăра пурăнать. Юрăсем çырма вăл хавхалантарать. Ăна халалланă юррăм та пур.
– Тăвансене те юрă парни тăватăн-и?
– Пĕр тăван аппа Марина пĕлтĕр сентябрьте качча тухрĕ. Никама систермесĕр туй валли ятарласа «Моя любимая сестра» юрă çыртăм та туйра юрласа патăм. Пурне те килĕшнĕ терĕç.
– Килте юрлакансем тата та пур-и?
– Тăвансемпе пĕрле пуçтарăнсан юрламасăр ирттерместпĕр. Çемьере ку профессие суйланисем çук.
– Сана Çĕнĕ Ульяновскра пĕлмен çын та çук пуль?
– Чăвашсем лайăх паллаççĕ, кунти Туслăх çуртĕнче пулнă мероприятисене кашнине тенĕ пекех хутшăнатăп вĕт. Чăваш кружокне çӳренĕ чухне кунти чăваш наци центрĕн хастарĕпе И.Гавриловăпа паллашрăмăр. Вăл мана ялан концертсене чĕнет.
– Концерт тумĕпе те вăлах тивĕçтерет-и?
– Аппапа иксĕмĕр çĕлетпĕр. Эпĕ хам тумсем шутласа ӳкеретĕп, аппа çĕлет.
– Катя, «Хусан чăвашĕсем» ушкăнпа тахçанах паллашрăн-и?
– Тĕрĕссипе, ку ушкăна хальччен питех пĕлмен те. Пĕрре яла кайсан, пĕлĕш Алексей Наумовпа паллаштарчĕ. Шкулта пĕрле концерт та лартрăмăр. Вăт çапла туслашрăмăр. Сăмах май, Хусанта эпĕ пĕрремĕш хут. Кунта мана пурте килĕшрĕ.
– Кунта пурăнма килес шухăш çук-и?
– Кăна калаймастăп, вăхăт кăтартать.
 
Блиц-ыйтăм:
Катя ЛАШМАНОВА, 19 çулта :
Çуралнă: Теччĕ хулинче
Пурăнать: Çĕнĕ Ульяновскра
Вĕренет: Ульяновскри культура училищи, 4 курс
Чун киленĕвĕ: ӳкерет, тумсем шутласа тупать
Апат: амăшĕ пĕçерни
Чечексем: салтак тӳми
Хула е ял: ял
Ĕмĕт: профессионал юрăç пуласси
 
: 1501, Хаçат: 17 (747), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Мирон Толли (2008-04-30 22:41:39):
маттур хĕрача!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: