Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Педагог-гуманист, демократ-просветитель, тĕнче шайĕнчи ăсчах. Унăн ятне çĕр çинчи кашни чăваш чунра упрать. Вăл – хисеплĕ ертӳçĕ, пин-пин çамрăкшăн ырă тĕслĕх тата çул кăтартакан. Аслă патриархăмăрăн И.Яковлевăн 160 çулхи юбилейне Атăлçи, Урал тăрăхĕ сумлăн паллă тăвать. Тутарстан Правительстви те хăйĕн ентешне сума суса унăн юбилейне тивĕçлĕн уявлама мероприятисем ирттересси пирки ятарлă йышăнăва çирĕплетнĕ.
Акă ĕнтĕ миçемĕш кун Тутарстан çĕрĕ çинче ăна халалланă мероприятисем иртеççĕ: Анат Камăра наукăпа практика конференцийĕ, Иван Яковлевич çуралнă Кăнна Кушки ялĕнче палăк уçрĕç, кунсăр пуçне республикăри мĕнпур библиотекăпа чăваш шкулĕсенче куравсем, хаваслă каçсем йĕркеленĕ. Ытларикун, апрелĕн 22-мĕшĕнче, уяв Хусан хулине куçрĕ. Аслă патриарха халалланă юбилей каçне республика ертӳçисем, Мускавран, Чăваш Енрен хăнасем килчĕç.
«Хусан» наципе культура центрĕнче чăвашла калаçни, хушпу-тухья тенки сасси хитре кĕвĕ пулса янраса тăчĕ çав кун. Ăçтан кăна килмен кунта чăвашсем: Пĕкĕлме, Аксу, Алексеевски, Анат Кама, Пăва, Çĕпрел, Лениногорск районĕсенчен... тата, паллах, Шупашкартан. Тĕнче шайĕнчи ăсчаха, ентеше саламлама тутар, вырăс юрăçисемпе ташă ăстисем те ятарласах çитнĕ.
«Казан нуры» оркестрĕ шăрантарнă кĕвĕ çепĕççĕн юхнă май, И.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен видеослайд кăтартнинчен пуçланчĕ хаваслă уяв. Тăван халăхшăн капашсăр ĕç пурнăçланă ентешĕмĕрпе хăйпе куçа-куçăн тĕл пулнă евĕрех пулчĕ вăл. ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев пухăннисене патриархăн юбилейĕпе саламланă май, çакăн пек чаплă мероприятисем ирттерме пулăшнăшăн ТР Президентне М.Шаймиева, Правительствăна, Министрсен Кабинетне, Культура министерствине, республикăн ытти мĕнпур министерствисемпе ведомствисене тав турĕ. Чăннипех те сума сăвать хăйĕн ентешне Тутарстан, çакна ТР вице-премьерĕ, культура министрĕ З.Валеева хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ:
– Правительство, Патшалăх Канашĕ, Президент аппарачĕ – пурте эпир аслă патриарха И.Яковлева тивĕçлипе сума суса тата республикăри чи йышлă, хастар диаспорăна май çитнĕ таран пулăшса ку пулăма тимлĕх уйăратпăр. Чăваш наципе культура автономийĕ халăх йăли-йĕркине упраса республикăн аталанăвне хăйĕнчен пысăк пай кĕртет. Иван Яковлевича тĕнче шайĕнчи ăсчахсен шутне кĕртни пĕрре те ӳстерсе калани мар, ку чăнах та çапла. Ун пек çынсен тăрăшулăхĕсĕр тĕнче науки аталанăвне куç умне кăларма та çук. Вĕсем халăхăн харпăр хăй ăнланулăхне, культурине çĕкленĕ, наци чĕлхипе халăх вĕрентĕвне аталантарнă. Хисеплĕ ентешĕмĕрĕн пурнăçĕнче Хусан та пысăк вырăн йышăннă. Кунта вăл аслă пĕлӳ илнĕ, пултаруллă ăсчахпа Н.Ильминскипе паллашса унăн вак халăхсем малтанхи пĕлĕве тăван чĕлхепе илмелле текен теорине малалла тăснă. Халăх вĕрентĕвĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пысăк вырăн йышăннă, унтах хĕрарăмсене вĕрентес юхăм пуçланнă. Гимнази çумĕнчи хĕрсен курсĕ наци шкулĕсем валли, çав шутра тутар, вырăс, ытти халăхсем валли те, 1000 ытла педагог хатĕрленĕ. Паян историе тишкеретĕн те ун пек ăсчахсем малашлăха мĕнле аван курнине ăнланатăн. Мĕншĕн тесен, чăн та, наци культурин аталанăвĕ, ытти халăхсене сума сăвасси чи малтан тăван чĕлхерен пуçланать. ЮНЕСКО 2008 çула Халăхсен хушшинчи тăван чĕлхесен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ, И.Яковлевăн 160 çулхи юбилейĕ шăпах унпа тӳр килчĕ,– терĕ вăл.
Хусан чăвашĕсене уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн ертӳçин çумĕ В.Мидуков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Белов саламларĕç. РФ ЧНКА представителĕ В.Селивестров вара И.Яковлевăн çывăх тăванĕсем Тутарстан чăвашĕсене хĕрӳллĕ салам каланине пĕлтерчĕ. Мускав чăвашĕсем нумаях пулмасть Иван Яковлевичăн çывăх тăванĕсемпе тĕл пулнă-мĕн. «Мăн-мăн аслашшĕне манманнишĕн, унăн ĕçне упранишĕн чăвашсене тав тăваççĕ», – терĕ вăл.
Чăваш халăхĕн аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлекен пултаруллă чăвашсене хисеплĕ наградăсемпе те чысларĕç çав кун. Чи пирвай çак хисепе Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ, Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи Н.Угаслов тивĕçрĕ. Николай Федорович чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕç пурнăçлать, вăл пирĕн тĕп меценат. Вăл тăрăшнипе Аксура – Н.Шелепи çыравçăн, Çĕпрелте – П.Дементьев Социализмла Ĕç Геройĕн, çак кунсенче тата Кăнна Кушкинче И.Яковлев просветителĕн палăкĕ уçăлчĕ. Çак тата ытти сумлă ĕçсемшĕн ăна «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят пачĕç.
– Ман ĕçе çапла пысăка хурса хакланăшăн ТР Президентне, Правительствăна тав тăватăп. Тăван халăхшăн малашне те тăрăшăп. Обществăлла ĕçсемшĕн мана панă наградăсем нумай, анчах çакăн пек сумли – пĕрремĕш. Вăл тăван республикăран пулнипе (Николай Федорович Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминче çуралса ӳснĕ – Авт.) мăнаçланатăп, савăнатăп, – пĕлтерчĕ савăнăçне Н.Угаслов.
Искусствоведени докторне А.Трофимова та хисеплесе «ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят пачĕç. Элмет хулин тата районĕн Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçине И.Альмуковăна, Теччĕри ЧНКЦ ертӳçине В.Вериялова, Хусанти Авиастроительнăй районĕн воспитани центрĕн педагогне В.Бисяковăна ТР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç.
Чăваш Ен делегацийĕ те пушă алăпа килмен уява. ТР ЧНКА хастарне В.Егорова, Çырчаллинчи «Чĕкеç» халăх ансамблĕн ертӳçине Е.Кандюковăна, Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ ЧНКЦ ертӳçине С.Чаркинăна – ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хутне; Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенне М.Кузьминана, Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулĕн директорне М.Пикмуллина тата Чистай районĕнчи Анат Кăтрата вăтам шкулĕн директорне П.Плотникова ЧР Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп хутне пачĕç.
Шупашкарта И.Я.Яковлев фончĕ йĕркеленнĕренпе 11 çул кăна пулин те, вăл курăмлă ĕçсем пурнăçлать. 160 çулхи юбилей тĕлне те акă, конференцисем ирттернисĕр пуçне вăл Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕпе (Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕн филиалĕ) пĕрле И.Яковлевăн календарьне, значоксем тата сĕтелçи медальне хатĕрленĕ. Фондăн Президенчĕ Н.Савруков профессор уява килнĕ кашни чăваша И.Яковлев çинчен кĕнекесен пуххипе значоксем парнелерĕ. Чи сумлă наградăна – сĕтелçи медале: ТР Президентне М.Шаймиева, ТР культура министрне З.Валеевăна, ТР Патшалăх Канашĕн культура, наука, вĕрентӳ тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председательне Р.Валеева, ЧНКА председательне К.Яковлева, «КамАЗ» УАО генеральнăй директорĕн çумне А.Самаренкина, «КамАЗ» УАО генеральнăй директорĕн çумне Н.Абрукова, «Холдинг-Волгоэнергомонтаж» ХАО генеральнăй директорне А.Д.Парфенова, ТР ЧНКАн пĕрремĕш председателĕ пулнă В.Ислие, «Сувар» хаçата, ЧНКА хастарне В.Дедушкина пачĕ.
Уяв концерчĕ çинчен калас пулсан, вăл сцена çинче мар, наципе культура центрĕ умĕнче, фойерех пуçланчĕ тесен те юрать. Районсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем сумлă хăнасене пурне те çăкăр-тăварпа, хаваслă юрăпа кĕтсе илчĕç пулсан, иккĕмĕш хутра чăваш тумĕллĕ пуканесем «хуçаланчĕç»: Хусанти Авиастроительнăй районĕнчи воспитани паракан центрăн Юхма Мишши ячĕллĕ «Теремок» ача-пăча пукане коллективĕ «Юрату илемĕ» спектаклĕн презентацине ирттерчĕ.
Сцена çинче Хусанти музыка училищин хорĕ, Культурăпа искусствăсен университетĕнчи «Красная горка» фольклор ушкăнĕ, «Салават купере» халăх ташшин ансамблĕ, ТР тава тивĕçлĕ артистки Р.Галимова, Аксу районĕнчи «Уяв», Алексеевски районĕнчи «Шуçăм» Чăваш Ен артисчĕсемпе: Пĕртăван Малинасемпе, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе В.Христофоровпа, «Сувар» халăх ташшин ансамблĕпе тата ыттисемпе пĕр-пĕрне ылмаштарса чăвашла, тутарла тата вырăсла юрласа, ташласа куракансене савăнтарчĕç.
 
: 1307, Хаçат: 17 (747)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: