Михаил Тимирхаевич Миникаев – Заинск районĕн чăвашĕ. Тăван Канаш ялĕнчен Хусана куçса килнĕренпе çырмара шыв-шур нумай юхнă ĕнтĕ. 1969 çултанпа пурăнать вăл хулара. Малтан мотор тăвакан заводра электрик-столярта ĕçленĕ, 1974 çултан пуçласа вара паянхи кунчченех Ленин ячĕллĕ Культура çуртĕнче электрикра тăрăшать. Те нумайранпа Хусанта пурăннипе, те пĕр вырăнта улшăнмасăр вун-вун çул ĕçленипе ăна кунта никам та ял çынни тесе шутламасть, мĕнле наци çынни пулнине те чухламасть, мĕншĕн тесен коллективра вăл – «дядя Миша».
Эпир те Михаил Тимирхаевичпа çак Культура çуртĕнче Шупашкарти «Çавал» ансамблĕн концерчĕ пуçланас умĕн паллашсан, сăмаха вырăслах пуçларăмăр. Çулланнă арçын «Сувар» хаçатăн пĕр номерне илсен: «Хаçачĕ пирĕн чăвашла, вулаймастăр пуль»,– тесе асăрхаттарсан, вăл пĕр кĕтмен çĕртен: «Эпĕ те чăваш, тăван чĕлхепе вулама манман-ха»,– терĕ хаçата уçкаланă май. Нумайранпа вырăсла çеç хутшăннăран чăвашла калаçнă чух чĕлхи кăшт такăнать унăн.
– Хăçантанпа калаçман ĕнтĕ эпĕ тăван чĕлхепе. Яла та сайра-хутра кăна кайкаласа килетĕп. Мăшăрăм Елизавета Михайловна вырăс пулнăран ывăлăма чăвашла вĕрентмерĕмĕр. Ĕçре те, хулара та чăвашсене пĕлместĕп, чăвашла калаçма пĕлĕшĕмсем çук, – тесе ăнлантарчĕ кун пирки.
Тĕрĕссипе, Михаил Миникаев чăн чăваш Канаш ялĕнче атте-анне чĕлхипех калаçса ӳснĕ-ха. Каччă чух та чăваш хĕрĕсенех вăйăран ăсатнă. Ку кăна та мар, пирвай Элмет районĕнчи чăваш хĕрнех качча илнĕ. Хĕрĕ те пур вĕсен. Анчах пĕрле ĕмĕр ĕмĕрлеме темшĕн Турри пӳрмен çемьене.
– Яла кайсан тăвансемпе, юлташăмпа тăраниччен чăвашла калаçаттăмăр, иртнисене аса илеттĕмĕр. Шел, тусăм нумаях пулмасть вилсе кайрĕ. Хулара чăвашла калаçмастăп пулин те хама вырăс тесе шутламастăп, тăван чĕлхене пĕрре те манман эпĕ. Тем тесен те, тăван халăх патнех чун туртать, чăвашлах калаçас килет.
Комментарисем:
► Архип (2007-06-25 20:22:04):Çапла çав... ватăлса çитсен çех чăваш чĕлхи çинчен аса илетпĕр...