Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм чăваш тĕнчи И.Я. Яковлев юбилейне уявлама хатĕрленет. Вĕренӳпе Культура çурчĕсенче тĕрлĕ вулавсем, куравсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. Пăва районĕнчи Чăваш Киштек вăтам шкулĕ те айккинче юлмасть. Нумай пулмасть ачасем Иван Яковлевичăн Чĕмпĕрти музей-хваттерĕнче пулса курнă. Стена хаçачĕсем кăлараççĕ, аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа сăвăсем хайлаççĕ. Истори вĕрентекенĕ И.А.Васильев йĕркеленипе çуллен Кăнна Кушки ялне экскурсие каясси те кунта йăлана кĕнĕ. Шăп хальхи çĕнĕ шкул çывăхĕнчен 1880 çулсенче И.Я.Яковлев иртсе кайнă чух мĕн курнине хăйĕн аса илĕвĕсенче çырса хăварнă:
«Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Чăваш Киштек ялĕ патĕнче ăнсăртран вăйă картине курса савăнтăм. Ун чухне эпĕ çуллахи вăрман витĕр лашапа ларса пыраттăм. Çамрăксем икĕ рет хире-хирĕç тăнă та, çирĕп йĕркене пăсмасăр, хӳхĕммĕн, хастарлăн юрласа, пĕр-пĕрин речĕ патне утса пырса, рет витĕр тухаççĕ те каллех унчченхи çĕре таврăнаççĕ. Унтан татах пĕр-пĕрне хирĕç утаççĕ. Питĕ хӳхĕм юрлаççĕ, ташши те чаплă. Мана хамăн ачалăхăм аса килчĕ те эпĕ çак ӳкерчĕке куççульсĕр пăхма пултараймарăм. Вара савăнăçлă вăйă-кулă пĕтмесĕрех ларса кайрăм.
Ача чухне илтнĕ чăваш юррисем чылай хăйне евĕр. Вĕсен ташши – яланах поэзиллĕ ӳкерчĕк. Унта вырăс юррисенче тăтăш тĕл пулнă пек уйрăм пăшăрханни çук. Вĕсен кĕввисем чуна тыткăнлаççĕ. Вĕсем йăлтах – чăваш поэзийĕн ятарласа хатĕрленмесĕр хывнă тĕслĕхсем. Чăваш юррисенче тирпейсĕрлĕх, сĕмсĕрлĕх, намăс-симĕс нимĕн чухлĕ те çук. Вĕсенче вараланман таса кăмăл уççăн палăрать».
– Пăва уесне кĕрекен Чăваш Киштекĕнче вĕренӳ çурчĕ 1881 çултах пулни паллă. Халăх училищинчи 24 ачана икĕ вĕрентекен вĕрентнĕ, вĕсенчен 22-шĕ арçын ачасем пулнă пулсан, хĕр ачасем иккĕн çеç.
1886 çулта ял варрине çĕнĕ шкул лартаççĕ. 1929 çулта шкулăн тĕп çурчĕ çумне раскулаченнăй çуртсенчен тата пӳлĕмсем хăпартса тăватă çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ. Çичĕ çул вĕренмеллине Хурăнвар, Таккавар, Çĕнĕ Пăрăнтăк ялĕсенчи ачасем килме тытăнаççĕ, пурĕ вĕсем 420 пулнă. 1958 çулта шкул 8 çул вĕренмелли пулса тăрать, – пĕлтерет истори вĕрентекенĕ И.А.Васильев.
1970 çулсенче çав вăхăтри шкул директорĕ А.П.Михайлов тăрăшнипе çĕнĕ вĕренӳ çурчĕ тума тытăнаççĕ. 1977 çулта декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕнĕ юрпа çĕнĕ шкула сукмак туса ачасем вĕренме килеççĕ.
Вĕренӳре малта пыракансем паян кун та йышлă çак шкулта. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Ксения Кильдюшева район олимпиадинче вырăс чĕлхипе – пĕрремĕш, литература пĕлĕвĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вуннăмĕш класра вĕренекен Ира Васильева вырăс чĕлхипе те, литературипе те – иккĕмĕш, вун пĕрмĕш класс хĕрĕ А.Салмина экономикăпа иккĕмĕш пулчĕç.
Шкулта 111 ача вĕренет. Пĕлӳ пахалăхĕ районти вăтам кăтартуран çӳллĕрех. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче тăватă хĕрупраç кĕмĕл медальпе вĕренĕве вĕçлерĕ: К.Апполонова, Т.Бахтинова, Н.Павлова, В.Меньшакова.
Пур çĕрти пекех кунти ачасем компьютерсемпе кăсăкланаççĕ, мобильнăй телефонпа тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, юрă-кĕвĕсемпе ӳкерчĕксем куçарса илеççĕ, кунсăр пуçне тата хута тураса, чустапа çыпăçтарса, сăрласа тĕрлĕ изделисем тăвассипе питĕ кăсăкланаççĕ. Тĕрлĕ маскăсем, костюмсем туса ялта, районта иртекен уявсенче савăнаççĕ. Шкулта таврапĕлӳçĕсен, спорт аталанăвĕ çине тимлĕх уйăраççĕ.
Кашни çуркунне районта ачасем хушшинче иртекен çарпа спорт ăмăртăвĕсенче Тăхăрьял ачисен ушкăнĕ виçĕ çул тăтăш чи тӳсĕмли, чи вăйли, чи паттăрри, чи тавçăрулли пулса çĕнтерсе пырать. Киштек шкулĕнче аслă классенче вĕренекен ачасен тӳпи те çав çĕнтерӳре питĕ пысăк. Вĕрентекенĕсем те вĕсенчен юласшăн мар. Район шайĕнче учительсен коллективĕсем хушшинче волейбол вăййипе иртекен спартакиадăра Киштек шкулĕн вĕрентекенĕсем çĕнтерчĕç.
Шкул директорĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕренӳ ӳсĕмне, шкул хуçалăхĕн ĕçне те, ачасен аталанăвне, хăйсене мĕнле тыткаланине те тĕрĕслесе, йĕркелесе пымалла.
18 çул ĕнтĕ çак ĕçе йĕркелесе пыракан М.А.Бахтинов нумай пулмасть Пăва муниципаллă район пуçлăхĕн ертӳçи Р.Х.Абузяров патĕнче пулчĕ. Шкулти спортзала кăçал çулла районти юсав ĕçĕсем тумалли плана кĕртнĕ.
Район Чĕмпĕр облаçĕн чиккинче пулнипе Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕпе туслă Киштек шкулĕ. Пĕрле уявсем, тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем ирттереççĕ. Çак ĕç Кунтикаври шкул директорĕ Н.И.Казаков пуçарнипе пуçланса кайнă.
«Хăвана та çамрăкла аваççĕ», – теççĕ халăхра. Ачасене те кĕçĕн класра çирĕп пĕлӳ пани аслă классенчи кăткăс вĕренĕве парăнтарма пулăшать. Çак шкулта ачасене пĕрремĕш сас паллисене çырма, вулама вĕрентекенсем: М.В.Бахтинова, А.В.Васильева, Л.М.Убанкина, А.Н.Васильева.
Нумай пулмасть, шкулсенче тăван халăхăн историне, культурине, йăли-йĕркисене вĕрентме тытăнчĕç. Пуçламăш классенче вĕрентме ятарлă программа çуккипе А.В.Васильева хăй программа хатĕрлет. Пăва районĕнче Антонида Васильевнăн авторла программипе усă курса вĕрентеççĕ. Кăсăкланакансем ăна интернетра çак адреспа тупма пултараççĕ: http://www. 162079030. edusite.ru.
Йĕри-тавра чăваш ялĕсем пулнипе, вĕренекен ачасем пурте тенĕ пекех – чăвашсем. Çак шкулта ачасене тăван чĕлхене юратма, унăн илемне туйма О.М.Бахтинова хăнăхтарать. Вăл илемлетнĕ класс районта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Кашни шкул хăйĕн çыннисемпе мухтанать. Киштексем Г.Савандеевпа мăнаçланаççĕ. Вăл – Совет Союзĕн Ĕç комитечĕн членне Тăхăрьялтан суйланнă пĕртен-пĕр çын. Хăй ĕмĕрне патшалăх банкĕн тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ.
Таккавар ялĕнче çуралса ӳснĕ Е.К.Салмин – Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине ертсе пынă.
Н.П. Бахтинов – Чăваш патшалăх педагогика институчĕн социаллă-экономика наукисен доценчĕ. Паллах ĕнтĕ, шкул хăйĕн чаплă вĕрентекенĕсемпе те мухтанать: Л.В.Бахтинова, З.М.Кильдюшева, Н.А. Савельева, В.А. Емельянов, Л.В.Пиговаева.
Çапла кун хыççăн кун иртсе пырать. Çулсерен ачасене çитĕнтерсе кăларса ярать Чăваш Киштек шкулĕ. Хальхи вун пĕрмĕш класра вĕренекен вун пĕр ачан та шкулти кашни вĕренекен асăнмалăх çырса паракан сăвăсен альбомĕсем тулса пыраççĕ ĕнтĕ. Малалла ачасене ППЭ кĕтет. Çак тĕрĕслеве ăнăçлă иртсе, малашне те Киштек шкулĕн ырă ятне çӳллĕ шайра тытса пымалла пултăр.
 
: 1383, Хаçат: 16 (746), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: