Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çăва тухсан ачасен канăвне йĕркелесси çинчен ашшĕ-амăшĕ юр кайсанах шутлама пуçлать. Камăн ялта кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пур, вĕсене ансатрах, паллах. Каникул пуçланнă çĕре вĕсем мăнукĕсене кĕтсе хатĕрленсех тăраççĕ. Ача шкула кайичченех таса сывлăшра, хĕвел çинче вылять, тăраниччен шыва кĕрет, ватăсене пулăшса ĕçе хăнăхать. Ыттисен вара мĕн тумалла? Кунĕпе хулара хваттерсенче питĕрĕнсе ларнипех ӳт-пĕве пиçĕхтереймĕн, урамра çӳретме те... Темĕнле ушкăнсемпе çыхланса каяс хăрушлăх пур тата çитменнине юлашки çулсенче наркомани питĕ алхасма пуçланă. Çапла ашшĕ-амăшĕшĕн шкул ачисем валли йĕркеленĕ лагерьсем пĕртен-пĕр çăлăнăç пулса тăраççĕ темелле.
Анчах мĕнлерех лару-тăрура паян республикăри лагерьсем? Кăмăл тăвакансене пурне те шăнăçтарма пултараççĕ-и вĕсем? Пушар хăрушсăрлăхĕн, санитарипе эпидемиологи надзорĕн тĕрĕслевĕсем витĕр тĕрĕс-тĕкел тухаяççĕ-и? Путевки тата мĕн хак тăрать?
Тунтикун ТР Министрсен Кабинетĕнче çак ыйтусене пăхса тухма ятарласа лару ирттерчĕç. Ăна ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ертсе пычĕ.
Паянхи куна палăртнă тăрăх, 2008 çулхи çулла 170 пине яхăн ачапа яш-кĕрĕм лагерьсенче канмалла. Ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркеленĕ çĕрте те Раççейре Çемье çулталăкĕ пынине шута илнĕ. «Ачасен лагерьне кайма туянакан путевка çемье бюджечĕшĕн ытла йывăра ан килтĕр», – тесе пуçларĕ ларăва Рустам Нургалиевич.
Паянхи куна республикăра 129 стационарлă лагерь, вĕсенчен 51 лагере предприятисемпе организацисем тытса тăраççĕ (апла вĕсенче предприятисенче ĕçлекенсен ачи-пăчи канса сывлăхне çирĕплетет), муниципаллă йĕркеленӳсемпе патшалăх учрежденийĕсен «аллинче» 68 лагерь, аслă шкулсен – 10.
Çавăн пекех çулсерен вĕрентӳ системинче шкулсен çумĕнче 1300 çуллахи ĕçпе кану лагерĕ йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче вара палаткăллă лагерьсем те йăлана кĕрсе пыраççĕ. Кăçал та 100 ытла палаткăллă лагерь ачасене йышăнĕ. Хуласенче, ялсенче 595 спортпа кану площадки тума палăртнă. Саккунпа килĕшӳллĕн 14 çул тултарнисем çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçпе ĕçлĕх бюровĕсем урлă ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Çапла пĕлтĕр 49 пин çула çитмен çамрăк каникула хăйшĕн те, çемье бюджечĕшĕн те усăллă ирттернĕ.
Республикăри санаторисемпе санаторий-профилакторисенче те çулла ачасен шучĕ ӳсет. Кунта ытларах сывлăха çирĕплетекенсем, тухтăрсен направленийĕпе килекенсем, паллах.
Каларăмăр ĕнтĕ, республикăра 129 лагерь, вĕсенчен тĕрлĕ профильпе ĕçлекеннисем те пур. Вĕсенче канакансем каникул вăхăтĕнче пултарулăхне аталантарма пултараççĕ. Юлашки икĕ çул «кăткăс çамрăксемпе» ĕçлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
2008 çулта çуллахи вăхăтра ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине республика бюджетĕнчен 201428 пин тенкĕ уйăрнă, Раççей Федерацийĕн Тутарстан Республикинчи Социаллă страховани фончĕ – 270000 пин. Паллах, тӳлевсĕр путевка текен ăнлав хальлĕхе пурнăçран тухса ӳкмен-ха, апла пулин те тӳлевсĕр путевкăсемпе канакансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Кăçал республикипе 8 пин ача тӳлевсĕр путевкăпа канĕ. Стационарлă лагерьте 18 кун канакан ачан путевки 6 пин тенкĕ тăрать пулсан, ун хакĕн 17 процентне ашшĕ-амăшĕн тӳлемелле. Палаткăллă лагерьсен путевкисем самай йӳнĕрех – 3600 тенкĕ, ашшĕ-амăшĕн вара 15 процентне саплаштармалла. Шкул çумĕнчи лагерьте канакансен 160 тенкĕ тӳлемелле.
Ларура тухса калаçакансем стационарлă лагерьсен пурлăхпа техника никĕсĕ питĕ кивелнине (чылай лагере 40-50 çул каяллах тунă) палăртрĕç. Тăруках çĕнетме çук ĕнтĕ вĕсене, тепĕр енчен илсен – вăхăт иртет, пурнăç малаллах пырать, киввисемпе пурăнма хĕн. Тепĕр саманта та палăртмасăр хăвараймăн: лагерьсенче канакансен шучĕ сахалланса пыни сисĕнет. Çакă путевкăсем хакланса пынипе те, демографи лару-тăрăвĕ япăхнипе те çыхăнман – ачасене йышăнма пултаракан лагерьсем çителĕксĕрринче çакăн тупсăмĕ. Пĕлтĕр те 7 лагерь кану сменине хатĕрленсе çитеймен (кăçал та пулаççĕ ĕнтĕ ун пеккисем)... Çакăн пек лару-тăруран тухас тесен лагерьсене патшалăх харпăрлăхне памалла тесе шухăш пачĕ Премьер-министр. Çапла тусан инвестор хăй хуçалăхне çулталăкĕпех пăхса тăрĕ имĕш, каникулсенче ачасем канĕç (путевка хакĕ хальхинчен мĕн чул хаклăрах пуласси пирки шарламарĕ), ытти вăхăтра туристсемшĕн йӳнĕрех хăна çурчĕ е урăхла майпа укçа туса илĕç... Республикăра çакăн пек тĕслĕх пур та ĕнтĕ. «Татнефть» УАО лагерĕнче çулталăкĕпех çын татăлмасть: çулла предприяти ĕçченĕсен ачисем канаççĕ (ашшĕ-амăшĕ путевкăшăн 10 пин ытла тенкĕ тӳлет), ытти вăхăтра предприяти лагерьпе хăйне кирлĕ пек усă курать.
Халиччен лагерьсенче ĕçлекенсен ĕç укçи пĕчĕк пулнă (пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 2 пинрен кăна иртнĕ), çавăнпах специалист мар çынсене ĕçе илнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çавăн пек çынна апат хатĕрлеме шанни вара трагеди патне çитерме пултарать (кун пирки санэпидемнадзор ĕçченĕсем те палăртрĕç). Кăçал лагерьсенче ĕçлекенсен шалăвĕ 6 пин тенкĕ ытла. Çакă ачасемпе ĕçлеме чăнах та шанчăклă, профессионаллă специалистсем пуçтарăнас шанчăк çуратать.
 
: 1369, Хаçат: 16 (746), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: