Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2008 çулта Тутарстанра 36950 – IX, 30300 ача XI класс пĕтерет. Вĕсене тата Раççейри 900 пин ытла шкул пĕтерекене Мускав нумай пулмасть кĕтмен «парнепе савăнтарчĕ»: кăçалтан ытти предметсемсĕр пуçне вĕсем вырăс чĕлхипе, математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытаççĕ.
Пĕр шутласан, кунта тĕлĕнмелли темех çук пек, Тутарстан ППЭне 2005 çултанпах хутшăнать вĕт, урăхла каласан, Раççейри 23 регион пек 4-7 предметпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ парать, анчах... Тĕслĕхрен, хальччен математикăпа ППЭ кăмăл тăвакансем çеç панă. Кăçалтан вара вăл обязательнăй шутланать. Мускав кун пирки шкулсене питĕ кая юлса, март вĕçĕнче кăна пĕлтернĕ. Çитменнине тата кăçалтан шкулсенче экзаменсем ытти çулхи пек июнь вĕçĕнче мар, çурринчех вĕçленеççĕ, апла-тăк ачасен экзаменсене хатĕрленмелли вăхăчĕ тата хĕсĕкрех.
ТР Вĕрентӳпе наука министерствин представителĕсем журналистсемпе тĕл пулса ППЭ çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă май лăплантарма та пăхрĕç: математикăпа тата вырăс чĕлхипе ППЭре +1 система сыхланса юлнă, урăхла каласан, аттестат çине пĕр балл ӳстерсе лартаççĕ (анчах ку система ытти предметсемпе сыхланса юлман). Гуманитари предметне вĕреннисем валли тата «хĕрхенекен шкала» системи (математикăна эрнере виççĕ е унран та сахалрах сехет вĕреннисен ĕçне çăмăллатнă шкалапа хакласси) те пур. ППЭре пĕр предметпа «иккĕ» паллă пĕрре кăна пулсан, унăн кĕркунне тепĕр хут экзамен тытма ирĕк пур. Ылтăн тата кĕмĕл медаль илме кандидатсене те çăмăллăхсем параççĕ, вĕсем ППЭре пĕр балл сахалрах паллă илсен те, ку медаль çине витĕм памасть.
Тата тепĕр çĕнĕлĕх – аттестатпа пĕрле парăнакан ППЭ тытни çинчен çирĕплетекен свидетельствăн срокне тăснă, вăл 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кăна тухать, урăхла каласан, выпускник ку свидетельствăпа тепĕр çул та ВУЗа е СУЗа кĕме пултарать. Пĕлтĕр шкул пĕтернисен кăçал хăйсен телейне тепĕр хут тĕрĕслеме те май пур. Вĕсем вырăнти шкулсене апрелĕн 25-мĕшĕччен заявлени тăратсан, кăçал шкул пĕтерекенсемпе пĕрле ППЭ тытма пултараççĕ.
Юлташран «шăлса» илме юратакансене асăрхаттаратпăр, сирĕн кăçал ун пек тума май пулмасть, мĕншĕн тесен ТР Вĕрентӳпе наука министерствин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ППЭре унчченхи пек 1-2 вариант мар – миллион ытла, тĕрĕсрех каласан, пĕр пек задани пачах пулмасть, апла-тăк çынна мар, хăвна кăна шанмалла. Енчен те ача экзамен вăхăтĕнче йĕркене пăсать пулсан, ăна комиссин экзаменран кăларса яма ирĕкĕ пур.
ППЭ заданийĕсен бланкĕ те кăçал улшăннă, вĕсем пурте пĕр форматпа пулаççĕ, тата штрих-кодпа кашнин цифрăллă номерне кăтартаççĕ. Ача бланкра ултă хутчен йăнăша тӳрлетме пултарать.
ППЭ ĕçĕсене тĕрĕслекенсем вара йăнăшсене тӳрлетме пачах пултараймĕç. Мĕншĕн тесен республикăри шкулсенчен ачасен ĕçĕсене Хусанти ППЭ центрне кӳреççĕ, комисси вĕсене мĕнле тĕрĕсленине видео çине ӳкерет. Кăмăл тăвакансем видеона кирек хăçан та тĕрĕслеме пултараççĕ, кун валли ятарлă архив та пур-мĕн. Экзамен мĕнле иртнине обществăлла сăнавçăсем хăйсем курса ĕненме пултарĕç. Енчен те ачан ĕçне мĕнле тĕрĕслени, мĕнле паллă лартни килĕшмерĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕ Раççей шайĕнчи апелляци комиссийĕнчен пулăшу ыйтма пултарать.
Çапла вара пирĕн республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакансем кăçал вырăс чĕлхипе, математикăпа, физикăпа, биологипе, Раççей историйĕпе, обществознанипе ППЭ, тутар чĕлхипе ПРЭ (пĕрлехи республика экзаменне) тытĕç. Апрелĕн 21-мĕшĕнче пирвайхи тĕрĕслев, кăçал шкул пĕтерекенсем математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменне парса пăхĕç.
ТР Вĕрентӳпе наука министерствин ĕçченĕсем ППЭ çинчен паракан свидетельствăна малашне Мускавра мар, республикăрах пичетлесе хатĕрленине, шкул пĕтерекенсен пĕлӳ шайне 2009 çултан тата çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнассине те пĕлтерчĕç пресс-конференцире, мĕншĕн тесен «Вĕрентӳ çинчен» РФ законĕн çĕнетĕвĕпе килĕшӳллĕн, кашни предметпа ППЭ тытасси «штат» режимне куçать-мĕн. Апла-тăк, малашне лайăх пĕлӳ илес тесен ачасен шкултах тăрăшса вĕренмелле те вĕренмелле...
 
: 1366, Хаçат: 16 (746), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: