Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăнăç та лăпкă пурнăçра пĕр çын та телейсĕр пулмалла мар пек, анчах апла мар çав. Сывă ашшĕ-амăшĕ пур çинчех хăш-пĕр ача тăлăх ӳсет, çитменнине вĕсен шучĕ Раççейре хăрушла пысăк.
Паллах, ачана приютсенчи хитре теттесем те, унти воспитательсем те çемье ăшшине, атте-анне юратăвне параймаççĕ. Çак тĕллевпех Хусан усрав, патронат çемьесем, «хăна режимĕ» (ачасене çемьесем хăнана йышăнни) çине тимлĕх уйăрать. Хула мэрийĕн шучĕпе, çаксенчен чи приоритетли – усрав çемьесем. Çак ыйтупа ТР Ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствин ĕçченĕсем апрелĕн 10-мĕшĕнче журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Усрав çемьесем Хусанта 2006 çулта пурĕ 47 ( 68 ачана воспитание илнĕ) пулнă, 2007 çул вĕçне 81 (111 ачана илнĕ) çитнĕ. Кунта, тен, çакăн йышши çемьесене парăнакан укçана самай ӳстерни те витĕм кӳчĕ-тĕр-ха. Ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшне кашни ача пуçне уйăхсерен 2500 тенкĕ (енчен те ашшĕ-амăшĕ медик е педагог пулсан вĕсене тата чи пĕчĕк ĕç укçин 50 процентне хушса тӳлеççĕ), ТР законĕпе килĕшӳллĕн, 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шкул çулне çитмен кашни усрав ача пуçне 4496 тенкĕ, шкула каяканнисене 5187 тенкĕ параççĕ. Хусан мэрийĕ те вĕсене пулăшас тĕллевпе тата 2000 тенкĕ хушса тӳлет. Çапла вара Хусанта кашни ача пуçне уйăхне 10 пин тенкĕ ытла пухăнать.
Пĕлтĕр Ыр кăмăллăх çулталăкĕнче Хусан «Малашлăха шанăçпа» ыр кăмăллăх акцине пуçарчĕ. Чи малтан ăна Атăлçи районĕнчи 26 предприятипе организаци ырласа йышăнчĕ. Вĕсем çемьесене усрава панă 18 тăлăха шефа илсе Перекет банкĕнче кашнин валли счет уçрĕç. Тăлăх ача 18 тултарнă çĕре счетра 250 пин тенкĕ пухăнĕ. Çак акцие каярах Вахитов районĕ те хутшăнса ултă тăлăха малашлăха шанăçпа кĕме май пачĕ. Хальхи вăхăтра ку ыйтупа хулари кашни район ĕçлет. ТР Президенчĕ М.Шаймиев ертсе пыракан Ыр кăмăллăх канашĕ ырланă хыççăн, акцие республикăри районсем те хутшăнаççĕ. Сăмах та çук, пархатарлă ĕç, анчах Хусан Ĕçтăвкомĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ брифинга хутшăнакансем ку укçа инфляцие кура ӳссе пырасси пирки те, кайран ачасем укçана мĕнле тăкакласси çинчен те татăклăн калаймарĕç. Акци тин кăна пуçланнăран ку ыйтăва тĕплĕн тĕпчеменнипе сăлтавларĕç вĕсем. Çĕршывра темиçе çул каяллахи пек, тăрук девальваци пулса тăлăхсене шăнман пăр çине лартас марччĕ.
Паллă ĕнтĕ, приютсенчен ачасене усрава илсе воспитани парасси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Унти ачасем мĕнлерех пулнине ТР Ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствин представителĕсем те пытармарĕç. Шел те, кун пек ачасене çемьесем каялла тавăрса панă тĕслĕхсем те çук мар. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Раççейре 4 пин ытла ачана иккĕмĕш хут тăлăха хăварнă, урăхла каласан, каялла приютсене тавăрнă. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен, пĕрремĕшĕ – усрава илнĕ çемьесем йывăрлăха çĕнейменни. Иккĕмĕш хут тăлăха юлнă ачапа мĕн пулнине калама та кирлĕ мар пуль кун пек чух. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесех пĕлтĕр Хусанта Çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан «Çемье» центр çумĕнче çемье академийĕн службине йĕркеленĕ. Унта шăпах çемьесене усрава илнĕ ачасемпе мĕнле ĕçлемеллине тĕрлĕ тренингсем ирттерсе вĕрентеççĕ.
– Тĕрĕссипе, эпир ку ыйтупа 7 çул каяллах ĕçлеме тытăннă. Вăл вăхăтра ача усрава илнĕ çемьесемпе ĕçлемелли опыт та, кирлĕ методика хатĕрĕсем те çукчĕ. Пирĕн пата вара ун чухне те кун пек çемьесем пулăшу ыйтса килетчĕç, усрав ачасемпе çыхăннă йывăр лару-тăруран мĕнле тухмаллине ыйтатчĕç. 2006 çулта ТР Министрсен Кабинечĕн «Обществăлла пуçару» конкурсĕнче грант çĕнсе илсен эпир чи малтан методика пособийĕсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Халĕ пирĕн кун пек çемьесемпе ĕçлемелли мĕнпур условисем пур.
Çемье академийĕн службине ача усрава илме хатĕрленекен кандидатсем кăна мар, ачана воспитание илме шухăш тытнисем те килеççĕ. Эпир вĕсене усрав çемье мĕн иккенне ăнлантаратпăр. Пĕр-пĕр лару-тăруран мĕнле тухмаллине вĕрентетпĕр. Пĕрремĕш ушкăн пирĕн патран вĕренсе тухрĕ ĕнтĕ. Сăмах май, малтан ушкăнра 12 çемьеччĕ. Усрава илнĕ ачасемпе мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухма пултарнине ăнлантарнă хыççăн, вĕсен шучĕ 8 кăна юлчĕ. Ку япăх мар, апла-тăк çак 4 çемье ачана усрава илме хатĕр мар. Эппин, вĕсене йăнăш утăм туса ача чĕрине амантасран сыхласа хăвартăмăр,– терĕ Çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан «Çемье» хула центрĕн ертӳçи Н. Хрусталева.
Вăл каланă тăрăх, ку ыйтура аслисемпе кăна мар, çемьесене воспитание парăнакан ачасемпе хăйсемпе те ĕçлемелле. Вĕсен вĕт, çĕнĕ çемьере (усрава илмен пулсан) нимĕнле право (уйрăмах пурлăх енчен) та çук. Çак япаласене ачасене малтанах ăнлантарсан лайăхрах пулĕ. Тата кун пек çемьесене çемье академийĕн служби яланах тĕрĕслесе тăрсан та чылай йăнăш утăмран сыхласа хăварма пултарĕ. Шел, çемье академийĕн служби Хусанта кăна йĕркеленнĕ. Тĕрĕссипе, кун пек службăсем республикăри кашни районта сывлăш пекех кирлĕ. Н.Хрусталева хăйсем патĕнче специалистсем хатĕрлеме хирĕç маррине пĕлтерчĕ, анчах хальлĕхе вĕсем патне ку ыйтупа пĕр район та килмен-мĕн.
Шел, ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх ӳсекенсен шучĕ çулран-çул чакас вырăнне ӳссе пырать, пĕлтĕр Тутарстанра 470 ачана шута илнĕ. Вĕсенчен 28-шне хальлĕхе ниçта та вырнаçтарман. Ют хуйхă пулмасть теççĕ халăхра, çак ачасене те çемьене илсе каснă чĕлле çыпăçтаракансем тупăнсан мĕн тери лайăх пулĕччĕ.
 
: 1245, Хаçат: 16 (746)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: