Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕр Тутарстанăн çара кайма çул çитнĕ яш-каччăран чи лайăххисене, сывлăхлисене суйласа илмелĕх те пулнă. Çар ретне ăсатмалли плана тултарнине кура 2115 йышăнăва улăштарма та тивнĕ. 2007 çулта РФ Хĕçпăшаллă вăйĕсен ретне Тутарстанран çирĕм тата ытларах çулти 3145 яш-кĕрĕм тăнă, çав вăхăтрах çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнакансем те пулнă, вĕсем 358 çын.
Çапла пĕлтерчĕ Тутарстанăн çар комиссарĕ Сергей Погодин çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетĕнче пуçтарăннă Раççей Оборона министерствин РФ гражданĕсене çар ретне хатĕрлекен конкурсăн тĕп комиссийĕн членĕсен умĕнче. Унта шăпах республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем яш-кĕрĕме çара кайма хатĕрленине, призыва йĕркелесе мĕнле ирттернине каласа пачĕç. Лару ĕçне конкурсăн тĕп комиссийĕн ертӳçи Сергей Николенко генерал-лейтенант, ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР пĕрремĕш вице-премьерĕ Равиль Муратов хутшăнчĕç.
2008 çула Раççей çарĕ çĕнĕлĕхпе кĕчĕ, кăçалтан пуçласа яш-кĕрĕм çулталăк кăна хĕсметре тăрать. Сăмах та çук, ку реформа ашшĕ-амăшĕсемшĕн питĕ лайăх, анчах çав хушăрах пирĕн çар çине мĕнле витĕм парĕ вăл? Ку ыйту çĕршыв, РФ Оборона министерствин ертӳçисене хумхантарни каламасăрах паллă. Сергей Николенко та акă, хальхи тĕп тĕллев çĕршыв оборонине, пĕрлешӳллĕ çар чаçĕсен çапăçма пултараслăхне хавшатма памалла марри çинчен каларĕ. Çарти çĕнĕлĕх призывниксен шутне – 2, çарпа учет специальноçĕн кĕçĕн специалисчĕсен шутне виçĕ хут ӳстерме хистенине пĕлтерчĕ. «Ку ыйтупа эпир 2005 çултанпах ĕçленĕ май, мĕнпур майсене пăхса тухрăмăр. Ман шутпа, çарта специалистсене хатĕрлессине виçĕ хут ӳстерме ниепле те май çук, çавăнпа ку ыйтăва татса парас тĕллевпе тĕрлĕ мерăсем йышăнтăмăр, вĕсенчен пĕри – çамрăксемпе çар çулне çитичченех ĕçлесси. Ку енĕпе эпир РОСТО, ДОСВАМ çине шанатпăр. Белгород облаçĕнче, Краснодар крайĕнче, тĕслĕхрен, РОСТО кăтартăвĕсем питĕ лайăх, тĕслĕхе илмелли шкулсем те пур. Шанатăп, сирĕн республикăра та кун пек вĕренӳ заведенийĕсем çук мар», – терĕ вăл.
Чăн та, Тутарстана ку енĕпе хурламалла мар. ТР Призыв комиссийĕн ертӳçин çумĕ, пĕрремĕш вице-премьер Р.Муратов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра граждансене РФ Хĕçпăшаллă вăйĕсенче хĕсметре тăма хатĕрлессипе 2006 çултах ĕçлеме тытăннă. Чи малтан, вĕрентӳ учрежденийĕсенчи «Çар службин никĕсĕ» уйрăмăн «Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ» («Основы безопасности жизнедеятельности») курсĕн вĕрентӳ базине лайăхлатнă. Ку предмета тарăннăн вĕрентекен вĕрентӳ учрежденийĕсем йĕркеленĕ. Çар службин никĕсне вĕрентекен районсем хушшинчи вĕрентӳпе методика центрĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан системăна та тĕпрен улăштарнă, училищĕсенче студентсем халĕ граждан специальноçĕпе пĕрлех çарпа учет специальноçне вĕренеççĕ. Кадет шкулĕсемпе класĕсен сетьне йĕркеленĕ, унта ытларах тăлăх тата ăнăçсăр çемьесенчи ачасене йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне çар специальноçĕсене республикăри аслă шкулсенче те вĕрентессине йĕркеленĕ. ВУЗсенчен вĕренсе тухнисенчен çара ямалли ушкăнсем хатĕрлеççĕ. Призывниксен сывлăхне çирĕплетмелли мероприятисем те ирттереççĕ республикăра.
Равиль Муратов Тутарстанра призывниксене çара ярас, хĕсметрен хăтарас ыйтусене сахал мар тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Пирĕн призывниксен служби мĕнле иртнине шефсем урлă çирĕп контрольлесе тăнине те ырламалла кăна.
Малашне Тутарстан РФ Хĕçпăшаллă вăйĕсен ретне çарпа учет специальноçĕсен кĕçĕн специалисчĕсемпе çителĕклех тивĕçтерĕ. Ку енĕпе республикăра сисĕнмеллех улшăнусем пур, тĕслĕхрен, 2007 çулта виçĕ çар специальноçĕпе пурĕ 2643 çамрăка вĕрентнĕ пулсан, кăçалтан специальноçсен шутне темиçе хут ӳстерсе 13 çитернĕ.
 
: 1175, Хаçат: 16 (746)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: