Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ май, паян Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинчи шкул картишĕнче унăн палăкне уçрĕç. Хаваслă мероприятие Тутарстанран – ТР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Гайнутдинов, ТР вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ А.Поминов, ЧНКА председателĕ К.Яковлев, Çĕпрел, Пăва, Аксу районĕсен ЧНКЦ председателĕсем; Чăваш Енрен – ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, ЧР Культура министерствин этникăпа конфесси хутшăнăвĕсен тата культура еткерлĕхне упракан уйрăмĕн ертӳçи М.Краснов, ЧНК председателĕ Г.Архипов, Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи Н.Угаслов, чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем; Чĕмпĕртен – Ульяновск облаçĕн Вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Улензеева, УОЧНКА председателĕ В.Сваев, Чĕмпĕр хулин ЧНКЦ ертӳçи И.Гаврилова, асăннă регионсен массăлла хыпар хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата нумай-нумай хăнасем килчĕç. Вĕсене Теччĕ муниципаллă район ертӳçи М.Ибятов, Ĕçтăвком ертӳçи Н.Зотов, ЧНКЦ председателĕ В.Вирьялов, Кăнна Кушки ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов тата ыттисем кĕтсе илчĕç.
Сумлă хăнасем Кăнна Кушкинчен тухнă паллă чăвашсен А.Алган, И.Максимов-Кошкинскин, Тихăн Петĕрккин, А.Казаковăн асăну хăми умне чечексем хунă хыççăн патриарх çуралнă çурт вырăнĕнчи часавай умĕнче «Асăну минутне» ирттерчĕç.
Хаваслă мероприяти малалла шкул картишне куçрĕ, кунта тахçантанпа кĕтнĕ И.Я.Яковлевăн бюстне (скульпторĕ В.Нагорнов) уçрĕç. Палăк Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи, «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕн Н.Угасловăн парни. Вăл пуçарнипе тата Теччĕ чăвашĕ Н.Сергеев, муниципаллă район ертӳçи М.Ибятов тăрăшнипе Иван Яковлевичăн бюсчĕ малашне кăннакушкисене кăна мар, пĕтĕм чăваш тĕнчине савăнтарĕ.
 
: 1507, Хаçат: 16 (746)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: