Çĕпрел районĕнчи «Çĕпрел» агрофирмăна кĕрекен Матак филиалĕн кантурĕнче çулталăкĕпех ĕç чарăнмасть. Çур аки вăхăтĕнче пушшех те. Сăмах май, кăçал çуркунне ир килни ку хуçалăхшăн чăн-чăн телей, мĕншĕн тесен уй-хир айлăмра ларнипе çурхи ĕçсене кая юлса пуçăнма тиветчĕ. Кăçал вара вĕсем çур акине тухнă çеç мар, 568 гектар çинчи нумай çул ӳсекен курăка тата кĕрхи тырăсене удобренипе апатлантарма та ĕлкĕрнĕ. «Çанталăкĕ лайăх тăрсан, тен, Мăнкуна çур акине те пĕтерĕпĕр»,– пĕлтерчĕ филиалăн тĕп бухгалтерĕ Татьяна Ермолаева шӳтлекелесе.
![]() |
Унăн сăмахне ĕненмесен май çук, мĕншĕн тесен шут-хисеп ĕçченĕсем уй-хирти лару-тăрăва никамран лайăхрах пĕлеççĕ вĕт. Кунĕпе пурнăçланă ĕç пĕтĕмлетĕвне бригадирсем кашни кун пĕлтерсе тăраççĕ. Хăçан-тăр пысăк пулнă хуçалăхăн кантурĕнче вăхăтĕнче бухгалтерсем те нумайăнччĕ. Халĕ вара вĕсем пурĕ те виççĕн çеç юлнă: Татьяна Ермолаева, Вера Дрожжановская, Раиса Шингарева. Вĕсем кунта ĕçлеме тытăннăранпа вăхăчĕ самай иртнĕ. Çак вăхăтра хуçалăх историйĕ те сисĕнмеллех улшăннă: колхоз, юхăннă тапхăр, тулли мар яваплăхлă общество, халĕ акă агрофирмăн филиалĕ. Хуçалăхăн ячĕ кăна мар, ертӳçисем те пĕрре мар улшăннă ĕнтĕ, бухгалтер ĕçĕ çеç яланхи пек малалла тăсăлать. Кирек мĕнле саманара та шут-хисепе вăхăтра çырса пымалла, кашни уйăхрах отчетпа каймалла...
Пĕрре пăхсан çеç бухгалтерсем пурте пĕр ĕç пурнăçлаççĕ пек туйăнать, тĕрĕссипе вара кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Тĕслĕхрен, Вера Анатольевна выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлет, Раиса Ильинична запас пайсен, хуçалăхăн кадрсен ыйтăвĕсене татса парать. Татьяна Петровна минераллă удобрени, вăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçленисĕр пуçне хуçалăхăн мĕнпур пурлăхĕшĕн яваплă. Хăйсен ĕçне вĕсем никамринчен лайăхрах пĕлеççĕ, ара, кантурта пĕр çул кăна тăрăшмаççĕ вĕт. В.Дрожжановскаяпа Р.Шингарева кунта ĕçлеме тытăннăранпа – 16, Т. Ермолаевăн кăçал 25 çул çитет. Çак ялтах çуралса ӳснĕскерсем, тăван хуçалăхра ĕçлеме шкул хыççăнах юлнă.