Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çемьесĕр çын – пуш чечекпе пĕрех», – теççĕ. Ӳссе çитĕннĕ çамрăксем пĕр-пĕрне чунтан савса, килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Мĕн авалтан çын хăй пекрех çынпа пĕрлешме тăрăшнă. Укçа-тенкĕллĕ çын – пуянраххипе, чухăнраххи – хресчен çыннипе, пĕр тĕне ĕненекен ывăл-хĕр суйланă. Пурнăç улшăнăвĕсем, цивилизаци, тĕрлĕ наци, культура çыннисемпе хутшăнтарать.
Пĕррехинче Кивĕ Мертлĕ хĕрĕсем çакăн пек такмак каланине илтме тӳр килчĕ:
Савни килет салтакран
Ик аллинче чăматан,
Ыталаса чуп тăвăттăм
Майри утать хыçалтан.
Çапла майпа, вырăс хĕрĕсен чăваш ялĕн пурнăçне кӳлĕнме тӳр килнех. Хĕр качча кайсан пурăнакан вырăнне, хушаматне улăштарни йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ял хĕрĕсем хулана качча кайсан хăвăрт майрана çаврăнаççĕ, хула пурнăçне те час вĕренеççĕ. Майра хĕрĕсене хуларан яла килесси вара – каялла утăм, кунта йывăрлăхсем те нумайрах. «Юрату – суккăр», – тесе ахаль каламан-тăр çав ваттисем. Ют чĕлхене, йăла-йĕркене çĕнĕ вырăнта мĕнле хăнăхни çинчен пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех пĕр куштан Тăхăрьял каччи салтакран Украина хĕрне илсе килет. Çĕнĕ кин чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен, кунти халăхăн пĕр сăмахне те ăнланман. Кунта килсенех 8-9 çултан упăшки вăрçăра çухалать. Сенкер куçлă, илемлĕ хĕрарăм ĕмĕрне чăваш ялĕнче ирттерет. Тăватă ачине çитĕнтерсе те чăвашла лайăх калаçма вĕренеймест вăл. Мĕн ватăличчен майрасен вăрăм юбкипе, кĕске кофтипе çӳренĕ. Вăл акцентпа калаçни паян кун та анекдот пек таврана сарăлнă:
«Пăх-ха, пăх! Çитмĕл карчăк чавать,çирĕм ача çыврать!» – тенĕ вăл хăй ватă пулсан та пахча чавнипе, çав вăхăтра çамрăк ывăлĕ çывăрса выртнипе тарăхса.
Ячĕпе мар, «майра-инке», «майра-кин», «Ваçка майри» пулса юлнă вăл ял-йыш асĕнче. Ялта пĕрремĕш хăяр акса ӳстерекен те вăлах пулнă.
Анчах ялан çапла пулман, ваттисем каласа панă тăрăх, тепĕр тĕслĕхре хуларан ял ачине качча килнĕ вырăс хĕрарăмĕ кĕске вăхăтра чăвашла калаçма та, юрлама та вĕреннĕ, çи-пуçне те чăвашла тăхăнма тытăннă. Çĕпĕртенех чăваш ачине савса килнĕ хĕрарăм хăйне майра тенине юратман, çавăнпа та ăна ялти хăш-пĕр çынсем вырăсран иккенне пĕлмен те. Апла пулсан, çĕнĕ вырăна хăнăхасси веçех çынран хăйĕнчен килет теме пулать.
Ку ĕлĕк пулнă. Хальхи вăхăтра та хуларан яла качча килекенсем пур. Хулари кашни утăмри ырлăхсенчен ялти йывăр пурнăçа килнин сăлтавĕсене пĕлес тесе эпĕ икĕ-виçĕ çынна хамăн ыйтăва патăм.
 
«Юратнипе, – кĕскен татса хучĕ Ирина. – Мăшăр ял ачи пулнăран хулана килесшĕн пулмарĕ. Эпĕ ун хыççăн яла мар, уйăх çине те кайнă пулăттăм. Паллах, ялта ĕç нумай, пурнăç та, хуларипе танлаштарсан, йывăртарах. «Ача хăй ӳксен, йĕмест», – теççĕ. Халĕ тымар янă ĕнтĕ, каялла çул çук», – пулчĕ унăн сăмахĕ.
 
Ольга: « Манăн аттепе анне ял çыннисем пулсан та эпĕ хулара ӳснĕ. Хулара тĕрлĕ çынсем, эпĕ унта хам таланта кăтартаймарăм. Яла асанне патне хăнана килсен ман ăсталăха хакларĕç, хам суйласа илнĕ профессипе культура ĕçченĕ пулса тăрăшатăп. Юратнă çын çумра пулсан нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар, халĕ мана ял хуларан та çывăх».
 
Татьяна: «Эпĕ ялта мар, хулара пурăнма ĕмĕтленнĕ. Хĕр çум пулса яла туя килсен мана Сергей куç хыврĕ. Туй хыççăн эпир хулана кайса вырнаçрăмăр. Анчах упăшкан ватă амăшне пăхакан çуккипе тата пирĕн пурăнма хамăрăн хваттер те çукчĕ, каялла яла таврăнма тӳр килчĕ. Халĕ хуняма çурчĕ пире юлчĕ, ачасем çитĕнеççĕ. Ялта пурнăç йывăрланса пырать, çуртсене газ кĕчĕ пулсан та, ĕç çукки те питĕ кансĕр. Яла килнипе ӳкĕнместĕп те хам, ĕçчен, йĕркеллĕ çын тĕлне пултăм, анчах ачасене хулана вырнаçтарма тăрăшатпăр».
 
Çак йĕркесене вулакан хăй пурăнакан вырăнта, пĕлĕшĕсем хушшинче кун пек тĕслĕхсем пуррине аса илчĕ-тĕр. Вĕсен хушшинче ял йывăрлăхĕсене тӳсеймесĕр пăрахса кайнисем те пур, вĕçĕ вара – арканнă çемьесем, ашшĕсĕр ӳсекен ачасем.
Çемье тĕреклĕхĕ мăшăрсенчен пĕри теприн ӳкĕтне кĕрсе унпа килĕштерсе пурăнма пĕлнинчен тăрать. Пĕрле пурнан пурнăçра чи йывăрри – юрату ăшшине, пĕр-пĕрин хушшинчи туйăма пурнăç тăршшĕпе упрама пĕлесси. Çемьесен никĕсне çирĕплетме пирĕн патшалăх хальхи вăхăтра çемьесене çурт-йĕрке, е ăна хăпартма укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енчен тĕрлĕ программăсем кăларса пулăшу парать.
Самана улшăнса пынă май, ĕлĕкхипе танлаштарсан хальхи майрасене ял пурнăçне хăнăхма пур енчен те çăмăлрах. Халиччен вĕсем чăваш ялĕсенче хăйсем чăвашла вĕреннĕ пулсан, хальхисем ял çыннисене нумайрах чух вырăсла калаçтараççĕ. Ачисен те «Ванюк вылянă пĕренепе» сăвă мар, «Маленький котенок плачет у ворот» пĕрремĕш калакан сăвви пулса юлать. Çи-пуç халĕ пур нацин те пĕр джинс шăлавар, йăла-йĕркесем те манăçа тухса пыраççĕ. Çакă тепĕр хăрушлăх мар-ши?
Çĕр çинче пурăнакан çын пурте пĕр – вырăс та, чăваш та, мăкшă та. Пурсăмăр та лайăха юрататпăр. Çĕр çинчи пĕтĕм лайăх – çын аллинче. Çемьесен телейĕ ăçта пурăннинчен мар, мĕнлерех çынпа, мĕнле обществăра пурăннинчен те килет. Ял çинче хула çынни пулни ял пурнăçне те çĕнĕлĕхсем кĕртет. Çапла пĕр-пĕринпе тымарсемпе çыхăнса пурăнма Турă хушнă-тăр ĕнтĕ.
Ташласа, юрласа
Саркаланса пурăнакан
Майрасем сайра-ши?
Айккинчен пăхсан хамăр та майрана çаврăнса каймарăмăр-ши?
 
: 1407, Хаçат: 14 (744)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: