Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурт, пахча çинчен пиртен кашни тенĕ пекех ĕмĕтленет. Анчах çĕр ыйтăвĕ нихăçан та çăмăл пулман, паян та вăл чи йывăррисенчен пĕри. Вулакансене пулăшас тĕллевпе эпир харпăрлăха тивекен хăш-пĕр ыйтусене хуравлама тăрăшăпăр.
Мĕнле çуртпа хуралтăсене законпа çирĕплетмелле?
– Харпăр хăй вăйĕпе çурт лартма уйăрнă çĕр лаптăкĕнчи тата хушма хуçалăх валли уйăрнă çĕр çинчи çурт-йĕре.
Вĕсене харпăрлăха куçарма БТИ хатĕрленĕ техника паспорчĕ пулмалла. Халĕ стройка пуçарма ирĕк те, çурт-йĕре хута яма ирĕк паракан акт та кирлĕ мар.
– Сад, дача участокĕнче лартнă çуртсене, гаражсене, беседкăсене, хуралтăсене.
Вĕсене харпăрлăха куçарма вара хуралтăсем çинчен хăвăр тĕллĕн хатĕрленĕ деклараци те çителĕклĕ. Унта адрес, мĕнле хуралтă пулнине, лаптăкне, хăçан лартнине, тул енчи стенисем мĕнле материалтан пулнине, инженерипе техника сечĕпе çыхăнтарнине, çурт е хуралтă ларакан çĕр лаптăкĕн кадастр номерне çырмалла.
Çĕр туянма мĕнле документсем кирлĕ?
«Куçман пурлăх тата унпа çыхăннă сделкăсен прависене патшалăх регистрацилени çинчен» законпа килĕшӳллĕн, çĕр лаптăкне сутаканăн çакăн пек документсем пулмалла:
– Харпăрлăх правине регистрацилесси çинчен заявлени;
– Суту-илӳ килĕшĕвне регистрацилесси çинчен заявлени;
– Право куçнине регистрацилесси çинчен заявлени;
– Çĕр харпăрлăхра пулнине ĕнентерекен свидетельство (свидетельство на право собственности на землю) (ксерокопийĕпе пĕрле);
– Çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарасси çинчен вырăнти власть органĕн йышăнăвĕ (подлинник – 2 экземпляр е архив справки – 2 экземпляр);
– Налог тӳлессипе нимĕнле парăм та çуккине ĕнентерекен справка (налог инспекцийĕнчен илмелле) тата унăн копийĕ;
– Çĕр лаптăкне сутма мăшăрĕ панă ирĕк (нотариус çирĕплетни) е мăшăр çук-тăк, çакна пĕлтерекен заявлени (нотариус çирĕплетни);
– Суту-илӳ килĕшĕвĕ, унпа пĕрле кадастр планĕн выписки;
– Патшалăх пошлинине тӳленин квитанцийĕ, ксерокопийĕпе пĕрле (енчен те килĕшӳре сделкăна регистрацишĕн сутакан тӳленине кăтартнă пулсан).
Çĕр лаптăкне туянаканăн çакăн пек документсем тăратмалла:
– Суту-илӳ килĕшĕвне регистрацилесси çинчен заявлени;
– Харпăрлăх правине регистрацилесси çинчен заявлени;
– Çĕр лаптăкĕ туянма мăшăрĕ панă ирĕк (нотариус çирĕплетни), енчен те мăшăр çук-тăк, çакна пĕлтерекен заявлени (нотариус çирĕплетни);
– Суту-илӳ килĕшĕвĕ, унпа пĕрле кадастр планĕн выписки – 2 экземпляр.
– Патшалăх пошлинине тӳленин квитанцийĕ, ксерокопийĕпе пĕрле (енчен те килĕшӳре сделкăна регистрациленĕшĕн туянакан тӳленине палăртнă пулсан);
– Харпăрлăх правине регистрациленĕшĕн патшалăх пошлинине тӳленин квитанцийĕ.
Çӳлерех асăннă документсене регистрацилекен органа тăратмалла. Вăл пĕр уйăхра туянаканăн харпăрлăх правине регистрацилесе харпăрлăх правин свидетельствине тата регистраци иртнине çирĕплетсе килĕшĕвĕн пĕр экземплярне памалла.
Харпăрлăха куçарма мĕн чухлĕ тӳлемелле?
РФ Çĕр кодексĕн 20-мĕш статйин 5-мĕш пункчĕпе килĕшӳллĕн, кашни гражданин ялан усă куракан çĕр лаптăкне харпăрлăха тӳлевсĕрех илме пултарать, федераци законĕпе пăхăннă сборсемсĕр пуçне унăн нимĕнле хушма укçа та тӳлемелле мар. Урăхла каласан, кашни гражданинăн хăй ĕмĕрĕнче пĕр хут тӳлевсĕр çĕр лаптăкне харпăрлăха илме юрать.
Харпăр хăйĕн çĕр участокĕ приватизациленинчен, капиталлă çурт-йĕр капиталлă марринчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
Приватизациленĕ лаптăк вăл – облаçпа крайăн е поселокпа ялăн харпăрлăхĕнчи çĕре гражданина пани. Приватизаци ăнлава РФ Граждан кодексĕн 217-мĕш «Патшалăх тата муниципаллă харпăрлăха приватизацилесси çинчен» статйинче çапла ăнлантарнă: «Патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха харпăрлăхçă (собственник) законсене пăхăнса граждансене е хăй халлĕн ĕçлекен организацисене (юридическое лицо) харпăрлăха пама пултарать»,– тенĕ. Харпăр хăйĕн çĕр участокĕ– уйрăм çынран туянни.
Çурт-йĕр пирки калас пулсан, капиталлипе капиталлă маррине техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) специалисчĕсем палăртаççĕ. Учета тăратнă чух вĕсене А (капиталлă) е Б ( капиталлă мар) тесе çыраççĕ. Капиталлă мар çурт-йĕр вăл – çĕре чавса никĕс яман, çăмăл конструкци. Ăна лартма ятарлă ирĕк илмелле мар.
Межевани тусан çĕр лаптăкĕ документринчен нумайрах пулсан мĕн тумалла?
Енчен те унччен «ытлашши соткăсене» укçалла илнĕ пулсан, халĕ ăна тӳлевсĕрех харпăрлăха куçарма юрать. Анчах кунта çакна шута илмелле:
1. Чикке çирĕплетнĕ чух кӳршĕсем хирĕç пулмалла мар.
2. «Ытлашши соткăсем» харпăрлăхри çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕнчен пĕчĕкрех пулмалла.
Регистрацин срокĕ мĕнле?
Правăсене патшалăх регистрацийĕн срокĕ заявленипе документсене тăратнă кунран тытăнса пĕр уйăхран иртмелле мар. Пурăнмалли çурт-йĕрпе ипотека регистрацийĕн срокĕ вара кĕскелнĕ, вăл заявленипе документсене тăратнă кунран пуçласа 15 кун. Правăсене регистрациленĕ чух тунă йăнăшсене тӳрлетме (асăрханă самантран тытăнса) виçĕ кун параççĕ.
Мĕн вăл кадастр планĕ?
Урăхла каласан, вăл – вырăн картти. Унта Патшалăх çĕр кадастрĕнчи сведенисене графика тата текст формипе кăтартаççĕ. Кадастр учечĕ – патшалăх кашни çĕр лаптăкне çырса шута илни. Çапла вара кашни лаптăкăн (уйрăм çыннăн е хăй халлĕн ĕçлекен организацин пулнине пăхмасăр) хăйĕн ытти çĕр лаптăкĕсенчен уйрăлса илмелли характеристики пулмалла, çакă ăна экономикăн чăн хакне пама пултарĕ. Кунсăр пуçне кашни çĕр лаптăкне кадастр номерне параççĕ. Пĕрлехи çĕр реестрне кĕртнĕ чух çĕр лаптăкĕн çакăн пек сведенийĕсене палăртаççĕ: çĕр лаптăкĕн кадастр номерĕ (ăна пĕрре, яланлăха параççĕ), ăçта вырнаçни, калăпăшĕ, çĕр категорийĕ, усă курма панă ирĕк, çаплах тата унăн чиккине, уйрăм пайĕсене сăнлани, нормативпа пăхăннă хакĕ, пулăхлăхĕ.
Усă курман çĕр лаптăкне мĕнле илмелле?
Енчен те çумра усă курман çĕр лаптăкĕ пур-тăк, эсир ăна та харпăрлăха куçарма пултаратăр. Кун валли муниципаллă йĕркеленĕве заявлени кăна тăратмалла. Анчах ан манăр, эсир илме шутланă çĕрпе хăвăрăн çĕрĕн пĕрлехи лаптăкĕ РФ субъекчĕн нормативлă актĕнче кăтартнă чи пысăк кăтартăвĕнчен иртмелле мар. Тĕпрен илсен, усă курман çĕре сирĕн харпăрлăха куçарас е арендăна парас ыйтăва вырăнти власть татса парать.
Дачăра пропискăна мĕнле тăмалла?
«Сад, пахча тата коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕсем çинчен» Федераци законĕпе килĕшӳллĕн, улма-çырла, пахча çимĕç, ытти ял хуçалăх культурисене ӳстерме тата канма граждансене çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ е вăл хăй туянать. Ку лаптăкра пурăнмалли çурт е хуралтăсем лартма юрать пулсан та пропискăна тăма ирĕк çук. Граждансем çак çĕр лаптăкĕнче сад, пахча е коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕн территорийĕнче çурт лартакан организацийĕн проектĕнче кăтартнинчен пысăкрах çурт-йĕр лартма та юрать, анчах малтан хăвăрăн çурт-йĕрĕн е хуралтăн проектне вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕнче çирĕплетмелле.
 
: 1318, Хаçат: 14 (744)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: