Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кам кăна пулса ĕçлемеççĕ-ши чăвашсем?! Çар журналистикине те сукмак хывакансем тупăнаççĕ пирĕн хушăра. Шăпах вĕсенчен пĕринпе – Андриян Турханпа – вулакансене паллаштарма шутларăмăр. Чăн та, вăл хальлĕхе журналистах мар-ха, анчах шанатпăр – пулатех.
Патăрьел (Чăваш Ен) каччи Андриян, мĕн пĕчĕкрен компьютер умĕнчен пăрăнма пĕлменскер, ӳссе çитсен никам та мар, программист пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтернĕ çĕре пуçа пач урăх шухăш кĕрессе шутламан та вăл. Тен, кунта чăвашра паллă Турхан писательсен генĕ те юлашки вырăнта пулман-тăр-ха. Ара, Андриян чăваш писатель-журналисчĕсен Кели Кĕркурийĕн тăванĕ, Энтри Турханăн мăнукĕ, Евгений Турханăн ывăлĕ-çке. Вĕсен çулне малалла тăсса çар журналисчĕн профессине суйланă та каччă. Хальхи вăхăтра вăл РФ Оборона министерствин çар университечĕн культурăпа çар журналистики факультечĕн иккĕмĕш курс курсанчĕ.
– Шкул хыççăн журналиста кайма шутланине пĕлсен пичче мана виçĕ хуларан пĕрне Хусана, Шупашкара е Мускава суйлама сĕнчĕ. Мĕн тесен те Мускав Мускавах, унта кайма шут тытрăм,– каласа парать Андриян.
Мускавра иккĕмĕш çул кăна вĕренет пулин те тĕп хула ăна тыткăнлама ĕлкĕрнĕ. Хуларан ытла, паллах, пулас профессийĕ кăмăлне каять качча. Чăн-чăн арçынсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне çутатакан пулать-çке. Мускаври çар университечĕ паракан пĕлӳ мĕнле шайра пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ, умра мĕн чухлĕ çул уçăлать. Çар журналистики те ахаль журналистикăран самай уйрăлса тăрать. Унта вĕренекен студентсем творчество ани çине, тĕслĕхрен, вĕренме пуçланă пĕрремĕш кунсенчех тăраççĕ. Хулара пулса иртекен мероприятисене çутатаççĕ. Лайăх статья-заметкăсене хуть те мĕнле периодика кăларăмĕнче те пичетлеме ирĕк параççĕ. Ентешĕмĕр, вăрттăн тенĕ пек, тепĕр хыпар та пĕлтерчĕ: ăна тĕп телеканалсемпе икĕ хутчен кăтартнă-мĕн.
– Мускавра пач урăх пурнăç, урăх шай. Вĕренме тытăнсанах çур çултан киле килсен хамăн ачаран пĕрле выляса ӳснĕ юлташсене ăнланмастăм. Пирĕн шухăшсем те, хамăра тыткалани те питĕ уйрăлса тăратчĕ. Пысăк хула витĕм пачĕ-ши çакна е çар пурнăçĕ – калаймастăп.
– Провинциалсене Мускав пит хапăлласах йышăнмасть, саншăн чи йывăрри мĕнччĕ?
– Хула пирки калаймăп, мĕншĕн тесен эпир – çар çыннисем, казармăсенче пурăнатпăр, çавăнпа кунĕн-çĕрĕн Мускав тăрăх ирĕккĕн çӳреме çук. Пирĕн йĕрки те çирĕп, дисциплина та йăлтах салтакри пек. Паллах, вĕренӳ те ытти вузсенчен уйрăлса тăрать. Пирвайхи çур çул çар пурнăçне хăнăхма йывăрччĕ. Пуçлăх Е.Романов, Хусанти танк училищинчен килнĕскер, чуна илет пуль тенĕччĕ. Халĕ çав вăхăта кулса аса илетĕп, хама çын тума тăрăшнă çак начальнике чĕререн тав тăватăп.
– Пĕрле вĕренекенсен хушшинче чăвашсем пур-и?
– Шупашкар, Куславккапа Етĕрне ачисемпе пĕрле вĕренетпĕр, анчах эпĕ ытларах Тамбов, Чулхула каччисемпе туслă.
– Чăвашла манмастăн-и капла?
– Патăрьелĕнчи туссемпе эпир ачаранах вырăсла калаçса ӳснĕ-ха, анчах килтисемпе чăвашла кăна калаçатпăр. Ку халĕ те çапла.
Андриян тăван чĕлхене те, тăван тавралăха та çав тери юратать, анчах алла диплом илсен тăван ене таврăнма шутламасть. Ĕмĕчĕсем вара пысăк: чăн-чăн журналист пуласси, 4-5 курса çитсен тата программиста вĕренесси, унтан лайăх ĕç тупасси, çыравçă тăванĕсенчен кая мар ят-сум çĕнсе илесси.
– Киле вара таврăнатăпах, пенсие тухсан,– терĕ вăл кун пирки шӳтлесе.
Тĕп хулара пурнăçĕ лайăх пулсан та шăпана Мускав пикипе çыхăнтарма ĕмĕтленмест каччă, мĕншĕн тесен куçласа хунă хĕрĕ Патăрьелтех-мĕн.
Кам пĕлет, тен, Андриян Турханăн çарпа çыхăннă сюжечĕсене те телевизорпа курăпăр-ха малашне. Ун чух унăн çитĕнĕвĕпе эпир те савăнăпăр. Апла-тăк такăр çул, ăнăçу сана, чăваш каччи!
 
: 1383, Хаçат: 13 (743), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: