Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын сăмахне итлес-тĕк, тĕкел (високосный) çул пĕрлешекенсен çемье пурнăçĕ çăмăл килмест имĕш. Анчах пĕр-пĕрне юратакансемшĕн вăл пĕрре те чăрмав мар. Ара, пурнăçа хамăр тăватпăр мар-и? Кăçал та тĕкел çул пулнине пăхмасăр республикăра туй хыççăн туй кĕрлет. Тĕслĕхрен, мартăн 10-17-мĕшĕсенче Тутарстан ЗАГСĕсенче 495 çемье тĕвĕленнине çирĕплетнĕ. Аслă типĕ вăхăтĕнче те туй тăвакансем çакăн чухлĕн пулсан, типĕрен тухсан вĕсен шучĕ тата темиçе хут ӳсесси иккĕленӳллĕ мар.
Çӳлерех асăннă кунсенче чи нумай пĕрлешекенсем Хусанта пулнă, хулари ЗАГСсенче пурĕ 187 мăшăр çемьен пирвайхи документне илнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Çырчалли (84), виççĕмĕш – Анат Кама (40), Нурлатпа Элмет районĕсенче 12-13 çемье тĕвĕленнĕ, республикăн ытти районĕсемпе хулисенче ку кăтарту вунна çитеймест. Çӳлту, Камско-Устьински, Спас, Тюлячи районĕсенче вара пĕр туй та пулман. Кунти халăх асатте-асаннесен йăлине пăсса Аслă типĕре çылăха кĕрес темест ахăртнех.
Туй терĕмĕр-тĕк, ыттисене те аса илер. Тутарстанра мартăн 10-17-мĕшĕсенче хăйсен юбилейĕсене пурĕ 113 мăшăр паллă тунă. Вĕсенчен 74-шĕн – ылтăн, 31-шĕн – кĕмĕл, 8-шĕн бриллиант туй пулнă. Пĕр-пĕрне ăнланса 60 çул пĕрле пурăннине Ютаза районĕнче икĕ мăшăр, Азнакай, Павлă, Лениногорск, Менделеевски, Рыбно-Слободски, Сарман районĕсенче пĕрер мăшăр уявланă.
50 çул каялла çав кунсенче пĕрлешнисем ытларах Хусанта (кунта 16 мăшăр венчет çĕрри тăхăннă), Ешĕлвар (10) тата Рыбно-Слободски (8) районĕсенче пулнă. Кĕмĕл туй енĕпе Çĕпрел (5), Элмет (4) районĕсем малта пыраççĕ.
Спас тата Тюлячи районĕсенче пурăнакансем те асатте-асаннесен йăлине пăхăннăран, те йĕпе-сапана пула кăна акă ĕнтĕ 60 çул пĕр улшăнусăр пурăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çур ĕмĕр ытла мартăн 10-17-мĕшĕсенче пĕр туй та пулман.
 
: 1194, Хаçат: 13 (743)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: