Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Нижнекамскнефтехим» уçă акционер обществинче паянхи куна 20 пине яхăн çын ĕçлет. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ – 40,3, 30 çула çитеймен çамрăксем вара 26,7 процент.
– Анат Кама хули, пĕтĕмĕшле илсен, промышленность хули шутланать. Заводсемпе пĕрле хула та ӳсет, – тет Анат Кама муниципаллă район тата хула пуçлăхĕ Айдар Метшин. – Пире ĕçлекенсем кирлĕ. Юрист та мар, экономист та мар, платник, монтажник, каменщик тата ытти рабочисем. Уйрăмах «ТАНЕКО» уçă акционер обществи çинчен сăмах пырать. Вăл çĕнĕ объект-ха. Паян унта 1800 çын ĕçлет, çулталăк вĕçлениччен 6 пин рабочи кирлĕ пулать. Енчен те завода хута ярсан пурĕ 13 пин çын кирлĕ. Ĕçлекенсем валли пирĕн хулара пĕтĕмпех пур темелле. Пурăнма хваттерсем хатĕр, канас тесен те...
Рабочи профессийĕсем çинчен калас пулсан, çамрăксем пурте пуçлăх пуласшăн. Анчах та çын начальникре ĕçлесе кăна мар, кирек мĕнле ĕçре те авторитет илме пултарать. Уйрăмах пысăк должноçра ĕçлекен малтан рабочи профессинчен тытăнчĕ-тĕк, вăл чăн-чăн специалист тата сумлă, хисеплĕ çын пулать. Ун пеккисене эпĕ пĕрре мар тĕл пулнă.
Тĕрĕссипе, ман шухăшпа, юрист дипломĕпе ĕçсĕр килте лариччен, слесарь пулса ĕçлесе киле, çемьене укçа илсе килес. Çавăнпа та çĕнĕрен тепĕр професси алла илсе ĕçлеме вырнаçсан питĕ лайăх пулмалла пек. Кунта ним начарри те çук.
Анчах та, малашне те ун пек ан пултăр тесен, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем халĕ çавăн çинчен шутламалла.
ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИ
«Нижнекамскнефтехим» УАО Анат Камăри 44 тата 62-мĕш номерлĕ профессиллĕ лицейсемпе, нефтехими колледжĕпе, химипе технологи институчĕпе тата Хусанти патшалăх технологи университечĕпе килĕшӳ туса çамрăк специалистсене хăй патне ĕçлеме илет. Çулсерен асăннă вĕренӳ заведенийĕсенчен 500 çын нефтехимик пулса тухать.
Кашни çул икĕ пине яхăн студентпа вĕренекен пред- приятире производство практики иртеççĕ. Кашнине, практика вăхăтĕнче, пысăк квалификациллĕ инструктор-настав- ник аллине параççĕ.
Çамрăк специалистсене акционер обществи пĕрре те кӳрентермест:
– авланать е качча тухать пулсан, тӳленекен виçĕ кун парать;
– ятарлă тум, ятарлă апат тата профессине кура сыхланмалли хатĕрсем, меслетсем парать;
– çамрăк рабочисен шкулĕнче вĕренекенсене эрнене пĕр кун канма парать;
– ĕçлекенсене, аслă шкулсенче вĕренекенсене, тӳлевлĕ вĕренӳ отпускне ярать (паянхи куна ун пеккисем – 2156);
– ĕçлекенсене, хесмете кайса килнĕ хыççăн 5 пин тенкĕ тата салтакран таврăннă çамрăксем ĕçе вырнаçсан 3 пин тенкĕ хушса тӳлет;
– çамрăк çемьесене пурăнма кирлĕ таварсем туянма ссуда парать (2008 çула кăна 50 пин тенкĕлĕх 200 ссуда пама уйăрса хунă).
Завод 3600 çемье пурăнма пултаракан 30 çемье общежитийĕ тытса тăрать.
Çамрăксем кунта ĕçленипе кăна мар, тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнаççĕ: профессионал-ăстаçăсен конкурсĕсем, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, концертсем лартаççĕ. Профсоюз организацийĕ те вырăнта тăмасть. Паянхи кун ăна çамрăксем ертсе пыраççĕ.
Çапла «Нижнекамскнефтехимра» çамрăксен политики çамрăк рабочисемпе специалистсен социаллă адаптацийĕ çине витĕм кӳрет. Урăхла каласан, ĕçре аталанса пыма пĕтĕм условисем пур.
ÇĔНĔ КОМПЛЕКС
«ТАНЕКО» уçă акционер обществин заказĕпе Анат Камăра нефтьрен продуктсем туса кăларакан тата нефтехими завочĕн çĕнĕ комплексне тума тытăннă.
Çĕнĕ комплекс пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлекен виçĕ заводран тăмалла:
1-мĕшĕ – нефте тирпейлесе кăларакан завод çулталăкне 7 миллион тонна чĕртавар хăвалама пултараканни;
2-мĕшĕ – нефтьрен продуктсем туса кăлараканни;
3-мĕшĕ – нефтехими завочĕ.
Çирĕм тĕрлĕ продукт туса кăларма палăртса хунă. Европа пахалăхĕллĕ мотор топливинчен пуçласа... Урăхла каласан, малашне бензин хамăрăн пулать.
«Нижнекамскнефтехим» УАО çумĕнчи пысăк хирте халĕ питĕ хĕрӳ ĕç пырать. Хальлĕхе никĕсне кăна хываççĕ пулсан та, пысăк хăвăртлăхпа ӳсет вăл. Ӳсме майĕ те пур, завода çĕклеме кăна 130,3 миллиард тенкĕ укçа куçарнă.
Кунта, паллах, «ТАНЕКО» УАО «Татнефть» компанипе пĕрле проект тăваççĕ те-ха. Укçа-тенкĕ çинче хальлĕхе ыйту тăмасть. Малашнехи çинчен шутлаççĕ. Унта вара плансем пысăк.
Чăнах та çакăн пек завод тĕнчери чи пысăк заводсенчен пĕри пулмалла.
«ТАНЕКО» УАО административлă директорĕ Сергей Пахоменко сăмахĕпе, завода 2009–2011 çулсенче тапхăрăн-тапхăрăн хута ямалла. Оборудованисем пĕтĕм тĕнчерен тенĕ пек илсе килмелле. Пурĕ çирĕм пилĕк технологи пулмалла.
Паянхи кун кунта ĕçлекенсем кирлĕ. Анчах та, ĕç çукран çапкаланса çӳрекеннисем мар, алăра кирлĕ професси дипломĕ тата стаж пулмалла. Уйрăмах, асăннă вĕренӳ учрежденийĕсенчен килнисене хапăл тăваççĕ. Тата çаплах ĕç биржисемпе тачă çыхăнса, унта тăракан çынсене чĕнсе илеççĕ. Ĕç укçи те сахал мар тесшĕн, хальлĕхе 15-20 пин алла илеççĕ.
ПУРĂНМАЛЛИ ПУЛСАН...
Çак пин ытла ĕçлекен ăçтан кăна килмен-ши? Хамăр республикăрисемсĕр пуçне тата кӳршĕ регионсенчен те, Мускавран та, Санкт-Петербургран та, çитменнине тата Белоруссинчен килнисем питĕ нумай. Рабочисем валли пурăнма паян тăватă çурт хатĕр. Февраль уйăхĕнче кăна-ха пĕр çуртĕнче пурăнма пуçланă. Унта икĕ, виçĕ тата тăватă пӳлĕмлĕ хваттерсем. Хальлĕхе вăл общежити евĕрлĕ-ха, пĕр пӳлĕмĕнче икĕ е виçĕ çын пурăнать. Кухнинче гарнитурсăр пуçне савăт-сапа та, холодильник те, микрохумлă кăмака та пур. Пӳлĕмĕсенче кашнинче ЖК-телевизор, телефон пур. Вăт ырлăх.
Çемьеллисене, упăшкипе арăмĕ те «ТАНЕКОра» ĕçлеççĕ пулсан, тӳрех икĕ пӳлĕмлĕ хваттер параççĕ.
Çитменнине тата паян кунах социаллă ипотекăпа хваттер илме пулать. Апла пулсан рабочи хăй çемйине кунта илсе килме пултарать. Çуртсем пурăнма хатĕр.
Айдар Метшин каланă тăрăх, специалистсене вырнаçтарма 40 пин тăваткал метр хатĕр тата 25 пин тăваткал метр планра-ха. Çавăнтах ача сачĕсем, шкул, больница, лавккасем пулмалла. Урăхла каласан, хăйне уйрăм пĕр хула пек пулать.
ЭКОЛОГИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ
Анат Кама – промышленность хули тесе асăннăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа экологи лару-тăрăвĕ те лайăхах мар пулмалла кунта. Завод çине завод. Халĕ каллех пысăк объект уçасшăн-ха. Çитменнине татах нефтьпе çыхăннă вăл.
Экологи çинчен сăмах хускатсанах «ТАНЕКО» ĕçченĕсем çак ыйту пирки пăшăрханмалла мар терĕç. Кунта пĕтĕмпех шута илнĕ имĕш.
Комплекса планланă чухне çут çанталăк сыхлавĕн законĕсене тата промышленность хăрушлăхсăрлăхĕн нормисене пĕтĕмпех шута илнĕ тесе лăплантарчĕç журналистсене завод хуçисем. Çаплах проект экологи стандарчĕпе сертификаци те иртнĕ. Урăхла каласан, «ВНИПИ нефть» УАО проектировщикĕсем проектпа пĕрле экологи паспортне те хатĕрлесе панă. Çĕнĕ завод çĕнĕлле ĕçлет терĕç. Кашни, виçĕ заводĕнче те чи çĕнĕ технологипе ĕçлемелле. Экологиллĕ хăрушсăр мотор топливи – Евро-4 тата Евро-5 – европа стандарчĕн пахалăхĕпе килĕшсе тăмалла вĕт.
Енчен те эпир çак пысăк стройка пуçламăшĕпе паллашрăмăр пулсан, хута яричченех сăнаса, пĕлсе тăрăпăр. Экологи енчен те, çамрăк специалистсен ĕçĕ-хĕлĕпе те, хваттер ыйтăвĕпе те кăсăкланăпăр.
 
: 1151, Хаçат: 13 (743)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: