Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аксу районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Ăмăртăва хутшăнма таврари ялсенчи кĕçĕн классенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Кунта Анат Саврăшри тĕп шкул, Кивĕ Саврăшри вăтам шкул, Савгачевăри чăваш гимназийĕ, Саврăшпуçĕнчи ача сачĕ-шкул комплексĕ, Кивĕ Илтрекьелĕнчи вăтам шкул тата Çирĕклĕри пуçламăш шкул хăйсен командисене тăратрĕç.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине малтан 1-2 класра вĕренекен хĕр ачасем тăчĕç, вĕсем хыççăн çак ӳсĕмри арçын ачасем тупăшрĕç. Кайран 3-4 класс ачисем ăмăртрĕç. Пирĕн шкул команди ăнăçлă ăмăртрĕ. Настя Илендеева – 3-мĕш вырăн, Костя Ильдимиров – 2-мĕш вырăн, Максим Ишметов – 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ăмăртура Кивĕ Илтрекьел команди пĕрремĕш пулчĕ, Çирĕклĕри пуçламăш шкул иккĕмĕш вырăн, пирĕн шкул хисеплĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Çак кунах ку йĕлтĕр йĕрĕ çинче «Атте, анне, эпĕ – йĕлтĕрçĕсен çемйи» ăмăрту иртрĕ. Çак мероприятие кăçал пыракан «Çемье çулне» халалласа ирттерчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тĕрлĕ ялтан 6 çемье тăчĕ, Çирĕклĕрен – Илюхинсен тата Васильевсен, Саврăшпуçĕнчен – Максимовсен, Хĕрлĕ Шуртан – Тимкинсен тата Ишметовсен, Савгачевăран – Васильевсен çемйисем ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăн Илюхинсен çемйи çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕсем – Васильевсем, виççĕмĕшĕсем вара Ишметовсем пулчĕç.
Ăмăртуран ачасем тулли кăмăлпа саланчĕç...
Çак йăлана кĕнĕ ăмăртусене ( çакăн йышши мероприятисем виççĕмĕш çул иртеççĕ) йĕркеленĕшĕн Çирĕклĕри пуçламăш шкул коллективне, уйрăмах Леонид Федорович Васильева, çĕнтерӳçĕсем валли парнесем уйăрнă вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхне Валерий Зиновьевич Николаева тав тăвас килет. Тепĕр çул та çамрăк йĕлтĕрçĕсене пуçтарасса кĕтсе тăратпăр.
 
: 1119, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: