Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Православи тĕнне йышăннă çынсем халĕ типĕре. Типĕ тытнинче, пурте пĕлетпĕр, вар-хырăм çусенчен тасалнисĕр пуçне çылăхсенчен тасални тĕп вырăнта.
Енчен те пирĕн кукамайсемпе асаннесем, кукаçисемпе асаттесем ир тăрсан та, апат çиме ларсан та, çывăрма выртас умĕн те кĕлĕ вулаççĕ пулсан, çамрăксен вара типĕ вăхăтĕнче кĕлĕ сăмахĕсене пĕлмеллех.
 
Ирхи кĕлĕсем
Ыйхăран вăрансан ӳркенсе ан вырт, тирпейлĕн тăр та кăмăлна уçса Турă умĕнче çакна кала:
Ашшĕйин, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн ячĕпе. Аминь.
Унтан, шухăш-туйăмна лăплантарса, çĕр çинчи кулленхи тĕркешӳлĕхе манма тăрăшса пĕр хушă шăпăрт тăр. Вара виçĕ хутчен пуç çап та çапла кала:
Эй Турă, Турă Ывăлĕ, Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере.
Пуçла:
Эй Турă, Турă Ывăлĕ, Иисус Христос, Хăвăн чăн таса Аннӳ кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.
Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.
Эй Çӳлти патша, Эсĕ чуна лăплантартăн, Эсĕ тӳрĕ Сывлăш, Эсĕ пур çĕрте те пур, Эсĕ пурне те пултаратăн, пур ырлăх та Санран тухать, чĕрĕлĕх те Эсĕ паратăн. Пирĕн ăша кĕрсе вырнаç, пур усалтан та тасат пире, ырă Турă, пирĕн чунсене çăл.
Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире. (3 хут).
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй Турă, çылăхран тасат пире, Эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар, Эй, Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тӳрлет.
Эй Турă çырлах (3 хут). Мухтав халĕ те.
Эй çӳлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кĕрт пире; усалтан хăтар пире.
Виç-ипостаçлĕ Турра кĕлтумалли тропарь:
Эй хăватлă, ырă Турă, çывăрса тăрсан Сана пуççапатпăр, Сана ангел юрри юрлатпăр: Эй Святой, Святой, Святой Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.
Эй Турă, çырлах (12 хут).
 
Каçхи кĕлĕ
Эй Турă, хĕрхенсем пире, хĕрхенсем. Урăх нимĕн те калама пĕлмесĕр, эпир çылăхлăскерсем, Сана, Патша Турра, çак кĕлĕпе анчах тархаслатпăр: Эй, Турă, хĕрхенсем пире.
Эй Турă, хĕрхенсем пире, Сан çине анчах шанса тăратпăр: пире ытлах ан çиллен, эпир йĕркесĕр пурăннине ан асăн, халĕ те ĕлĕкхи пекех, пирĕншĕн ырă кăмăллă пул, тăшмансенчен хăтар пире. Эсĕ пирĕн Турă, эпир Санăн этемӳсем, пурсăмăр та Санăн аллунтан пулнă. Санăн ятна асăнатпăр.
Эй Турă, çырлах (12 хут).
Вара çак кĕлле пит тăнласа, кăмăлпа çемçелсе вуламалла:
Эй ĕмĕрхи Турă, Эсĕ Ху пултарнă япаласенĕн пурин те Патши, Эсĕ мана çак сехете çитиччен пурăнма патăн; эпĕ паянхи кун е ĕçпе, е сăмахпа, е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар; Эй, Турă, мĕскĕн чунăма ӳтĕм ирсĕрĕнчен, усал шухăшсенчен тасат; Эй, Турă, çак çĕрхи ыйхăма канлĕ çывăрса ирттерме пар мана; эпĕ хамăн мĕскĕн вырăнăм çинчен тăрса малашне пурăнас кун-çулăма Санăн чăн таса ятна юрăхлă ирттерем, хама хирĕç тăракан курăнан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те çĕнтерсе пурăнам. Эй, Турă, хама ирсĕрлентерекен усал шухăшсенчен хăтар мана. Патшалăх та, хăват та, аслăлăх та Санăн: Ашшĕйин, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Тата çаплах пурте пĕлекен кĕлĕ:
Каç выртсан канлĕхне патăр, ир тăма çăмăллăх патăр. Выртнă вырăнта, çӳренĕ çулта Турă сыхлатăр. Аминь.
Çак сăмахсемпе вĕçлесе ху çине тата минтер çине виçĕ хутчен хĕрес хурса лăпкăн кăна çывăрма вырт.
 
: 1354, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: