Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти Окольная урамĕнчи 1№ çуртри подъездра пурăнакан килсĕрĕн (бомж) 61 çулти Юрий Тимофеевăн виллине асăрханă. Çапах та ун çинчен çапкаланчăк тесе туллин калама çук. Маларах Тимофеевăн çак çуртра хваттер пулнă, ăна сутнă хыççăн вăл тăван подъездĕнче пурăнма тытăннă. Çак сăлтавпа ăна подъездран никам та хăваласа кăларма шутламан. Çавăнпа вăл вилнине малтан никам та асăрхаман, пурте çывăрать тесе шутланă.
Килсе çитнĕ милиционерсем арçын хăй вилĕмĕпе вилменнине асăрханă. Çав каç 5-мĕш хутри пусма лаптăкĕнче çамрăксем ларнă, кӳршĕсем каласа панă тăрăх, вĕсем хăйсене яланхинчен шавлăрах тытнă. Вĕсен хушшинче вилене тупнă подъездра пурăнакан 18 çулти каччă та пулни палăрнă, çавăнпа та айăплисене тупма ытла йывăрах пулман. Ярса тытнă ултă çамрăка милицие çитерсен вĕсем çав каç мĕн пулса иртнине каласа панă.
Малтан пĕр çур литр шурă эрех ĕçсе янă вĕсем, унтан хĕрлĕ эрех кĕленчине пуçланă. Ĕçкĕ хĕрсе кайнă вăхăтра ушкăнран пĕри пĕр хут çӳлĕрех çывăракан Тимофеева асăрханă та кĕленче çирĕплĕхне бомж пуçĕ çинче тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ.
Çамрăксем пĕр кĕленчине арçын пуçĕ çине çапа-çапа çĕмĕрсен теприне ватма пикеннĕ. Анчах çак айкашу вĕсене çителĕксĕр пек туйăннă. Икĕ кĕленче ванчăкĕсем те урайне сапаланнă хыççăн çул çитменнисем Тимофеевăн хăлхисемпе сăмсине сигаретпа ĕнтме пикеннĕ. Çав вăхăтра ирсĕрленекенсем тăваттăн кăна пулнă, иккĕшĕ çак преступление сăнаса тăнă.
Пулса иртнĕ фактпа мартăн 2-мĕшĕнче ТР Прокуратури çумĕнчи следстви уйрăмĕ РФ Уголовнăй кодексĕн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Ирсĕрле ĕç тунисем 16-18 çулта пулсан та вĕсенчен иккĕшĕ пĕрре судпа айăпланнă ĕнтĕ.
 
: 1277, Хаçат: 12 (742), Категори: Криминал

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: