Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Март, 22
Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсен кунĕ.
Балти тинĕсĕн кунĕ.
Халăх календарĕпе – Сороки. Çуркунне çитнине паллă тăваççĕ. «Çак кун хĕрĕх кайăк вĕçсе килет». Çанталăка сăнамалла: енчен те çак кун ăшă-тăк – хĕрĕх кун ăшă пулать, сивĕ пулсан – хĕрĕх кун хушши ирсерен тăм ӳкессе кĕт. Ăшă çил – çулла çумăрлă пуласса.
Марсель Марсо (1923 – 2007), Франци актерĕ, çуралнăранпа 85 çул.
Менелник: Иван, Кирилл, Михаил, Сергей, Тарас, Александра, Наталья, Александр, Алексей, Валерий, Дмитрий, Ираклий, Леонтий, Николай, Петр, Афанасий.
 
Март, 23
Пĕтĕм тĕнчери метеорологи кунĕ. 1950 çулта Пĕтĕм тĕнчери метеорологи организацийĕн Конвенцийĕ вăя кĕнĕ.
Халăх календарĕпе – Василиса. «Василисăн пĕр нуша – шыв-шура çурт çывăхĕнчен хăваламалла». Пуçласа аслати авăтма пултарать.
Анатолий Ляпидевский (1908 – 1983), летчик, çуралнăранпа 100 çул.
Менелник: Иван, Марк, Михаил, Анастасия, Василиса, Галина, Ника, Виктор, Георгий, Денис, Леонид, Павел.
 
Март, 24
Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн (ВОЗ) йышăнăвĕпе палăртма пуçланă.
Халăх календарĕпе – Ефимий. Март вĕçнелле сивĕсем тамалаççĕ-тĕк, çулла ăшă пулать.
Менелник: Иван, Георгий, Ефим.
 
Март, 25
Культура ĕçченĕн кунĕ. 2007 çулхи августăн 28-мĕшĕнче В.В.Путин «Культура ĕçченĕн кунĕ çинчен» Указ кăларнă. Ăна кăçал пуçласа палăртаççĕ.
Халăх календарĕпе – Феофан. Çак кун лаша чирлесен çăвĕпех ĕçлеймест имĕш. Тĕтреллĕ – йĕтĕнпе кантăр ăнса пулаççĕ.
Владимир Харитонов (1933 – 1990), чăваш çыравçи, çуралнăранпа 75 çул.
Менелник: Иван, Александр, Владимир, Григорий, Дмитрий.
 
Март, 26
Халăх календарĕпе – Никифор. Упа шăтăкĕнче йăшаланать.
Мария Петровых (1908 – 1979), поэтесса, куçаруçă, çуралнăранпа 100 çул.
Сергей Сартаков (1908 – 1993), çыравçă, çуралнăранпа 100 çул.
Менелник: Кристина, Александр, Терентий.
 
Март, 27
Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. 1961 çулта Халăхсем хушшинчи театр институчĕн IX конгресĕнче йышăннă.
Халăх календарĕпе – Федор. Выльăх-чĕрлĕхĕн çак вăхăтсенче кивĕ çăмĕ тăкăнать, çĕнни шăтать.
Екатерина Дашкова (1743 – 1810), çутĕç деятелĕ, çуралнăранпа 265 çул.
Виталий Закруткин (1908 – 1984), çыравçă, çуралнăранпа 100 çул.
Александр Яшин (Попов) (1913 – 1968), поэт, çуралнăранпа 95 çул.
Менелник: Ростислав.
 
Март, 28
Максим Горький (1868 – 1936), çыравçă, çуралнăранпа 140 çул.
Михаил Анчаров (1923 – 1990), çыравçă, çуралнăранпа 85 çул.
Александр Митта (1933), кинорежиссер, çуралнăранпа 75 çул.
Менелник: Александр, Алексей, Денис, Дмитрий, Леонид, Михаил.
 
: 1278, Хаçат: 12 (742), Категори: Халăх календарĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: